Ватти те, вĕтти те йĕлтĕрпе чупрĕç

16 Нарăс, 2016

Республикипе старта 56 пин çын тухрĕ Вырсарникун пĕтĕм çĕршывĕпе «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту иртрĕ. Чăваш Енре пурăнакансем те йĕлтĕр çине тăчĕç.

ЧР Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - чупăва 26 районпа хулара 56 пин йĕлтĕрçĕ хутшăннă.

Тĕп старт яланхи пекех Шупашкарта пулчĕ. Йĕлтĕр спортне юратакан 15 пин çын кăçал А.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклуб территорийĕнче тупăшрĕ. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков тата ăмăртăвăн тĕп судйи, РФ спорт мастерĕ Евгений Петров биатлонист саламларĕç.

«Йĕлтĕр йĕрĕ» пирĕншĕн спорт уявĕ пулса тăчĕ. Ку ăмăрту çынсене çывăхлатать, çемьесене çирĕплетет, ĕç коллективĕсене туслаштарать. Пирĕн республикăра спортпа кăсăкланакансен йышĕ ÿссе пыни савăнтарать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемпе çамрăксене спорта юратма вĕрентекенсене пысăк тав. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пуласси пирĕн­тен нумай килет. Сывлăх чи пысăк пуянлăх пулнине нихăçан та манмалла мар», - терĕ Михаил Васильевич старта тухас умĕн.

Яланхи пекех ăмăрту VIP-чупуран пуçланчĕ, унта министрсемпе депутатсем, предприяти-организаци ертÿçисемпе паллă спортсменсем хутшăнчĕç. Чылайăшĕ 3 километрлă дистанцире вăй виçрĕ, профессионалсем вара /ку йыша яшсеме хĕрсене тата арçынсемпе хĕрарăмсене кĕртрĕç/ 5 тата 10 çухрăма парăнтарчĕç. Чи пултаруллисене медальсемпе, парнесемпе, кубоксемпе тата дипломсемпе чысларĕç. «Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята кăçал 5-ри Мария Немцевăпа Сергей Бочков /вĕсем хулари 176 тата 116-мĕш ача сачĕсене çÿреççĕ/ тивĕçрĕç. «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» ятарлă парнене хулари 43-мĕш шкулта 1-мĕш класра вĕренекен Егор Егорова пачĕç. Чи сумлисем вара яланхи пекех Шупашкарта пурăнакан 86 çулти Миранда Кольцовăпа 83-ри Леонид Никифоров пулчĕç. Вĕсен йышне спорт ветеранне Валерий Гаврилова та кĕртме пулать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче тĕрлĕ хулара пулнă «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăвăн стартне те пĕрре мар тухнăскер Чăваш Ен тапхăрне пĕр сиктермесĕр çÿрет.

Чи хитре тумлă йĕлтĕрçе палăртас пулсан эпĕ 83-ри Вера Орловăна çак ятпа чысланă пулăттăм. Вера Афанасьевна чăваш çи-пуçне тăхăннă. «Эпĕ паян та пĕччен мар. Манпа пĕрле ывăлăм, мăнукăмпа унăн мăшăрĕ тата манăн чи юратнă тĕпренчĕкĕмсем - Стефанипе Эмилия тухрĕç. Мăнукăмсем пĕчĕк пулин те иккĕшне те сывлăха упрама мĕн ачаран вĕрентес тетпĕр. Вĕсем чăваш халăхĕн йăлисене ăша хывса ÿсчĕр тесе вĕсене чăваш тĕрриллĕ тум тăхăнтартрăмăр», - пĕлтерчĕ кинемей. Чăн та, маттурккасем асламăшĕ пекех илемлĕ çи-пуçпа тухнă. Стефания пĕлтĕр чи çамрăк йĕлтĕрçĕн ятне тивĕçнĕччĕ, Эмилия вара кăçал хăйĕн пурнăçĕнчи пĕрремĕш ăмăртăва хутшăнчĕ.

Тĕрлĕ ăмăртура пултарулăх кăтартакан Кристина Кускова /59-мĕш шкул/, Александр Васильев /Олимп резервĕсен училищи/, Анастасия Гришина /2-мĕш спорт шкулĕ/, Николай Федоров /Мускав патшалăх уçă университечĕ/, Григорий Чернов /«Х-терра» спорт клубĕ/ ку хутĕнче те финиша пĕрремĕш çитрĕç. Сосновкăри спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан хĕрсемпе яшсене те уйрăмах ăнчĕ. Нина Мартьянова, Валентина Зотикова, Ольга Васильева тата Тимур Осипов малти вырăнсене йышăнса пьедестал çине хăпарма тивĕç пулчĕç.

Паллах, пурте мала тухаймаççĕ. Чи пĕлтерĕшли - хутшăнни теççĕ. Шупашкарти 122-мĕш садикре ĕçлекен Елена Семенова та çаплах шухăшлать. «Паян эпир кунта коллективăн пĕр ушкăнĕпе килтĕмĕр. Çак ăмăрту çынсене çывăхлатать, туслă пурăнма хăнăхтарать. Йĕлтĕр çине тăраканăн вара сывлăхĕ çирĕпрех пулать. Садике çÿрекен ачасене те çакнах вĕрентетпĕр», - терĕ финиша çитнĕ воспитатель.

Пĕтĕм Раççейри массăллă чупу районсемпе хуласенче те аван иртнĕ. Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем йăлтĕр çине пуринчен малтан тăнă. Вĕсемпе пĕрле ирех республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та 10 километрлă дистанцие чупнă. Çĕмĕрле хулин чи пĕчĕк гражданинĕсем те йĕлтĕр спортне ачаран юратнине çирĕплетрĕç: хулари кашни садикре шăпăрлансем валли «Çамрăк йĕлтĕрçĕ - 2016» ăмăрту йĕркеленĕ. Унта 3-7 çулсенчи ачасем хастарлăх кăтартнă.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.