«Эсир республика мăнаçлăхĕ...»

16 Нарăс, 2016

2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннине халалланă май республика ертÿлĕхĕ тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан чăн-чăн профессионалсене çулталăк тăршшĕпе чыслама палăртать. Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче кăмăллă çак миссие пурнăçласа Правительство çуртне малта пыракан доярсене, çитĕнÿсем тăвакан ветеринарсемпе зоотехниксене йыхравларĕç.

- Хресчен ĕçĕ мĕн ĕмĕртен чи пĕлтерĕшлисен шутĕнче: кашни çын сĕтелĕ апат-çимĕçпе тулăх пултăр тесе шăпах çĕр ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем тăрăшаççĕ-çке. Шуçăм çутипех ĕçе васкатăр, канмалли кунсемсĕр вăй хуратăр - çакăншăн сирĕн умра пуç таятпăр, - терĕ пултаруллă ĕçченсен ушкăнне патшалăх наградисемпе, ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чыслас умĕн Михаил Игнатьев.

Республикăра ял хуçалăх тытăмĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси юлашки çулсенче курăмлă ÿсĕмсемпе палăрнине çирĕплетрĕ вăл. Паянхи фермăсене 15-20 çул каяллахисемпе танлаштараймăн: хальхи йышши оборудованисемпе автоматизациленĕрен ĕç нумай çăмăлланнă. Модернизацин витĕмĕ куç умĕнчех: производствăран илекен тупăш калăпăшĕсем малтанхинчен чылай пысăк. Пĕлтĕр, сăмахран, хуçалăхсен мĕнпур категорине шута илсен, ял хуçалăх продукцийĕн производствин индексĕ 108 процентпа танлашнă. Уйрăммăн илес-тĕк, сĕт суса илесси малтанхинчен 4,5 процент ÿснĕ.

Пысăк наградăна, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне, тивĕçнисенчен пĕри Зоя Филиппова, Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра чылай çул вăй хураканскер, 2015 çулта хăйне çирĕплетсе панă ушкăнран вăтамран пĕр ĕне пуçне 8193 кг сĕт суса илнĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» хуçалăхăн малта пыракан операторĕ Галина Сергеева, республикăра çуллен иртекен «Чи лайăх дояр» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне темиçе хутчен те кĕнĕскер, хăйсен кооперативĕ пĕлтĕр 354 тонна сĕт янтăлани çинчен пĕлтерчĕ.

Республикăра хавхаланса ĕçлекенсен çитĕнĕвĕсене кура Михаил Игнатьев асăннă отрасль аталану çулĕпе малашне те сулмаклăн утасса шанать. Унăн шанчăкĕ хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсене çамрăксем ытлараххăн ĕçе вырнаçма тытăннипе те çыхăнни куçкĕрет.

Ирина ПУШКИНА.

Максим ВАСИЛЬЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.