Archive - 19 Нарăс, 2016 - Хыпар

19 Нарăс, 2016

Ырă улшăнусем пулмаллах

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ. Тунтикун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Комсомольски тăрăхĕнче пулчĕ.

19 Нарăс, 2016

Индексацин çĕнĕ йĕрки

Страховани пенсийĕсене 2016 çулта индексацилемелли йĕрке çинчен паянхи кăларăмра тĕплĕнрех калаçăпăр. Хаçат хăни - РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева.
- Роза Алексеевна, пенсионерсем нарăс уйăхĕнчи тÿлеве илме тытăнчĕç, хушăма хăшĕ-пĕри сисмерĕ те. Мĕн сăлтавпа?

19 Нарăс, 2016

Чăвашкино пуласлăх. - çамрăксем

Ĕнер республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче сумлă хăнасем - ЧР кинематографистсен союзĕпе «Суварфильм» видеокомпани ертÿçи Олег Цыпленков тата «Диал» пĕрлешÿ директорĕ Алексей Иванов - пулнă.

19 Нарăс, 2016

Çĕршыва усă кÿрекен çын пулса ÿсĕр

Чăваш Енре кадетсен юхăмĕ анлăлансах пырать: хальхи вăхăтра республика корпусĕнче 88 кадет класĕ тата 4 кадет шкулĕ. Вĕсенче 3,5 пин ача вĕренет.

19 Нарăс, 2016

Пур çавăн пек професси:Тăван çĕршыва хÿтĕлесси

Чăваш Енри çарпа патриотизм клубĕсемпе пĕрлешĕвĕсен иккĕмĕш слетне кăçал 150 ытла çамрăк патриот хутшăнчĕ.

19 Нарăс, 2016

Паттăрсен вилтăприйĕ хытхурапа витĕнмĕ

Вăрçă çулĕсенче пирĕн республикăра эвакогоспитальсем йĕркелени тата вĕсен ĕçĕ, общественноç вĕсене тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе, апат-çимĕçпе, медикаментсемпе тивĕçтерме пулăшни, чирлĕ тата аманнă салтаксене мĕнле пăхни, сыватни çинчен каласа кăтартакан чылай материал патшалăх архивĕн фондĕнче упранать.