Çĕршыва усă кÿрекен çын пулса ÿсĕр

19 Нарăс, 2016

Чăваш Енре кадетсен юхăмĕ анлăлансах пырать: хальхи вăхăтра республика корпусĕнче 88 кадет класĕ тата 4 кадет шкулĕ. Вĕсенче 3,5 пин ача вĕренет. Çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма, граждан тивĕçĕсене ăса хывма, чыса çамрăкран упрама вĕрентес тĕллевпе пуçарнă ушкăнсенче воспитани илекенсем ытти вĕренекеншĕн - тĕслĕх вырăнĕнче. Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Республикăри ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов полковник ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсене кадетсен йышне илессине халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Çветтуй Татиана чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Иванов протоиерей, Тинĕс-çар флочĕн, Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ветеранĕсем хутшăнчĕç.

- Тĕнчере лару-тăру ансат мар. Çакнашкал саманара çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва чунтан юратас туйăмпа çитĕнтерес тени - пĕлтерĕшлĕ. Паянхи кадет хăй çуралнă çĕршывне сутас, чысне варалас çук. Çавăнпа эпĕ ку юхăма кĕрсе пыракан ачасен ашшĕ-амăшне тав тăватăп - ывăл-хĕрне патриот воспитанийĕ парассишĕн çине тăнăшăн, - терĕ Михаил Игнатьев присяга тытма хатĕр маттурсем çинчен куç илеймен аслисем çине пăхса.

Паллах, ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăларасси вĕрентекенсемпе офицерсем тăрăшмасăр пулмĕ. Çак кунран "тулли праваллă" кадет пулса тăнă пиллĕкмĕшсем хăйсен шкулĕн ырă йăлисене малалла тăссан темиçе çултан çарпа çыхăннă аслă вĕренÿ заведенине те кĕрейĕç. Республикăри çар комиссариачĕ шута илнинчен çакă паллă: пĕлтĕр выпускниксем çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрессипе Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕ республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Кадет кĕнекине республика Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ хĕрачасемпе арçын ачасем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Акă Диана Александрова вĕренÿре "пиллĕксемпе" ĕлкĕрсе пырать, Максим Антонов вара "Кенгуру", "Русский медвежонок" конкурссен призерĕ те пулнă, пĕтĕм Раççей "Всезнайка" ăмăртăвне хутшăннă. Анна Якушкина хăй чăваш пулнипе мăнаçланни куçкĕрет: вĕренÿ отличникĕ "Чăваш шăпчăкĕ" юрă конкурсĕнче хула шайĕнче пĕрре мар çĕнтернĕ.

- Чи пĕлтерĕшлĕ çĕнтерÿ - йывăр чухне хăвăра хăвăр вăй-хăват пани. Ăнăçуллă çын - пуянлăх айне пулни мар, çĕршыва усă кÿрекен çын. Эсир шăпах çавăн пеккисем пулса çитĕнме тăрăшăр, - пиллерĕ кадет присягине тытакансене Николай атте.

Пиллĕкмĕшсем чиркÿ настоятелĕ каланине тÿрре кăларма шантарнине палăртса кадетсен йăлана кĕнĕ девизĕпе тупа турĕç: "...Пурнăçа - çĕршыва, чыса - никама та!" Çапла пултăрччĕ!

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.