Хăрасан та каялла чакман

19 Нарăс, 2016

Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ 5 пин те 692 çамрăк Афганистанра çар службинче тăнă. «Тăван халăха, Тăван Совет çĕршывне,

Совет Правительствине шанчăклă упрама» тупа тунă салтаксем вилĕм хăратсан та нихăçан та каялла чакман. Десантниксемшĕн аманнă е вилнĕ юлташа çапăçу хирĕнче пăрахса хăварнинчен, тăшмана хĕç-пăшал панинчен чыссăртарах ĕç пулман. Юлашки юн тумламĕччен çапăçма хатĕр пулнă вĕсем.

Вăхăт малаллах шăвать. Вăрçăран таврăннă чăваш каччисем аслă пĕлÿ илме, çемье çавăрса ача-пăча ÿстерме, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума ĕлкĕрнĕ. Апла пулин те вăрçă вучĕ витĕр

тухнисене сурансем, кăвак беретпа тельняшка, темиçе сăнÿкерчĕк, «Хăюлăхшăн» медаль

тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, тирпейлĕ пуçтарса хунă сержант пакунĕсем сăртлă-туллă

çĕршыв çинчен манма памаççĕ.

«Тепĕр чухне тĕлĕкре те курăнать», - тет Владимир Михайлов сержант. Вăл Афганистанра çулталăк та виçĕ уйăх пулнă. Чăваш каччине 1985 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин районĕн çар комиссариатĕнчен Канаша ăсатнă. Ушкăнра - 57 каччă. Десантник пулма тивĕçлисем тепĕр кунне Канашран Хусан еннелле çула тухнă. Сызране çитнĕ, унтан - Фергана хулине...

- Владимир Владимирович, ним пытармасăр калăр-ха: салтакран пăрăнса юлас шухăш пулман-и?

- Эпир çамрăк чухне салтака кайманнисем ялта хисепре марччĕ. Асатте виçĕ вăрçă витĕр тухнă. Атте те салтакра пулнă. Вĕсем каласа панисене лайăх астăватăп. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех шухăш çирĕпленнĕ: салтака каймалла, десантник, разведчик пулмалла. Ачаран спортпа туслă пулнă, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă, йĕлтĕрпе чупнă, «Зарницăсене» хутшăннă. Бокс секцине çÿренĕ, пăшалтан пенĕ. Кĕскен каласан, ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман шухă ача пулнă. 1980 çулта пирĕн яла пĕрремĕш «афганец» килчĕ. Десантник. Эпир, 8-мĕш класс ачисем, çавăн чухне вăрçă пирки пуçласа илтрĕмĕр.

- Хăвăра Афганистана илсе каяссине хăш самантра пĕлтĕр?

- Фергана хулине çитиччен виçĕ кун маларах. Çул çинче пилĕк кун пулнă эпир, çав хушăра сержантсемпе туслашрăмăр. Вĕсем систерчĕç: «Хĕрÿ вырăна каятпăр, кайран тата хĕрÿрех пулать». Пуйăс кăнтăралла каять. Пирĕн çул ăçталла выртнине çавăнтан та ăнлантăмăр. Сызраньте салтак пăтти çиме пуçларăмăр. Малтан кутамккаран атте-анне кукăлĕсене кăларса кăшлакаланăччĕ. Стрелоксен 9-мĕш ротине лекрĕм. Эпĕ автоматчик-пулеметчик пулнă. Ферганара вăрçă ĕçне çур çул вĕрентĕмĕр. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кабула 200 çын тухса кайрăмăр. Чăвашсенчен çирĕмĕн пулнă. Баграмра сапаланă. Эпĕ пĕрле кайнисенчен пĕртен-пĕр чăваш разведкăна лекрĕм. Çапла пуçланчĕ маншăн вăрçă.

- Килтисене пĕлтернĕ-и?

- Малтанлăха çырман. Вĕренетпĕр тенипех çырлахнă. Мана çара илсе кайнă вăхăтра хулара пурăнакан тăван шăпах Афганистанран килнĕ. Яла пырсан пирĕннисемпе те калаçнă ĕнтĕ вăл. Фергана пирки сăмах тухнă. Атте, салтакра пулнăскер, эпĕ ăçта лекнине ăнланса илнĕ ĕнтĕ. Çакăн хыççăн вара пытарман. Заданисене кайса çÿренисем пирки çырман паллах. Килтисене «Афганистан» сăмаха илтни те кулянмалăх, пăшăрханмалăх çитнĕ.

- Сирĕн кăкăр çинче «Хăюлăхшăн» медальпе «Хĕрлĕ Çăлтăр» ордена куратăп...

- Душмансен вăрçă тактики çапларах: каç кÿлĕм тапăнса килеççĕ. Çав каç вĕсем пĕр поста йăлтах аркатса тăкнă. 12 салтакран саккăрăшне вĕлернĕ. Пĕри тарнă, тепри, аманнăскер, чулсем хыçне пытаннă. Иккĕшĕ юлашки гранатăпа сирпĕнсе кайма хатĕрленсе ларнă. Вĕсене пулăшма чи малтан çитрĕмĕр. Мина хунă темиçе уй, пилĕк таран юр ашса ту тăррине хăпартăмăр. Çав çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн 1985 çулхи раштав уйăхĕнче медальпе чысларĕç. Ордена пур ĕçе те шута илсе пачĕç-тĕр. Пирĕн тĕп тивĕç «чĕлхе» тытасси тата хĕç-пăшал тăшман аллине лекесрен сыхласси шутланнă.

- Вăрçă ача вăййи мар: кашни утăмрах вилĕм хурал тăрать. Акă эсир те пĕрре кăна мар аманнă, киле урасăр таврăннă...

- Пĕрремĕш хут пырсанах пĕр уйăхран аманнăччĕ. Алла ванчăк лекнипе суранланнăччĕ. 1986 çулхи чÿк уйăхĕнче сержант званине пачĕç. 1987 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче, служба вăхăчĕ вĕçлениччен çитмĕл сакăр кун юлсан, каçхине задание кайсан мина çинче сирпĕнсе кайрăм. Ура татăлчĕ. Çакăнпа маншăн Афган вăрçи вĕçленчĕ. Баграмра, Кабулта, Ташкентра, Подольскра... 9 уйăх госпитальсенче сиплентĕм.

Каçчĕ ун чухне. Чипер пынă çĕртех çаврăнса çапăнтăм. Малтан мĕн пулса иртнине ăнланмарăм-ха. Уйăх çутинче хам çине чулсем тăкăннине кăна куртăм. Кайран вара мина сирпĕннине ăнкартăм. Алăсене çĕклесе пăхрăм, сулахаййи çапкаланса тăрать, ванчăксем амантнă. Сылтăм урана пăхатăп. Чиперех пек. Сулахай урана çĕклетĕп те - çăп-çăмăл. Лайăхрах пăхатăп: шăлавар вĕçĕн сÿсленчĕкĕсем кăна вĕçкелесе тăраççĕ. Малтан перĕнсе вилес килсе кайрĕ. Автомат тухса ÿкнĕ, айккинелле сирпĕннĕ, тăсăлса çитеймерĕм. Ачасем чупса пырса жгут хурса çыхрĕç.

Юлташсем мана пĕр сехет ытла сăртсем тăрăх çĕклесе çÿренĕ. Кайран тата 20 минут машинăпа илсе тухнă. Вертолет килессе пĕр сехет кĕтсе выртнă хушăра юлташсем пырса сывпуллашрĕç. Комбат та, Серебряков майор, пычĕ. «Çыру çыр, аслă пиччÿ Афганра юлнă тесе шутла», - терĕ вăл. Халĕ те кашни çулах полкрисемпе Мускавра тĕл пулатпăр.

- Юлташсене вăрçă хирĕнче нумай çухатрăр-и?

- Эпир - 20 разведчик /кашни çур çултан улшăнса тăнă ĕнтĕ/ - телейлисем шутланнă. Пысăк çухатусем тÿсмен. 1986 çулта взвод командирне снайпер персе вĕлерчĕ. Çавăн чухнех тепĕр сержант аманнăччĕ. Çĕнĕ çул умĕн тепĕр ачана снайпер çурăмран лектернĕччĕ. Эпир чи малта çÿренĕ. Тен, çавăнпа ытлашши шар курман. Малтисене тÿрех пеме пуçламаççĕ-çке.

Пĕрле кайнисенчен Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ Саша Журавлев 1986 çулта вилчĕ. Учебкăра пулнисем пырсан тепĕр уйăхран тупăксемпе кайма пуçларĕç. Шел, кайран, тăван тăрăха таврăнсан, чылайăшне вăхăтсăр юлашки çула ăсатрăмăр. Ĕçсе кайнисем нумайăн. Хăйсене хăйсем тытма пĕлменни пĕтерет. Ытларах хампа танлаштарма тăрăшатăп. Эпĕ вилнисене те, йывăр аманнисене те курнă, контузи пулнă, хама маннă, нумай вăхăт госпитальсенче сипленнĕ, наркозпа вунвиçĕ операци тунă. Çакă пĕтĕмпех витĕм кÿмелле пек. Уявсенче, юлташсемпе тĕл пулсан сыпкалатăп, анчах пуçа çухатмастăп. Характер çирĕплĕхĕ çукки пĕтерет.

Теприсем тăшмансем пулса тăнă, Украинăра пĕр-пĕринпе вăрçаççĕ. Çывăх юлташсемччĕ вĕсем: пĕри - Харьковран, тепри - Луганскран. Яланах пĕрлеччĕ. Пĕр-пĕрне çапăçу хирĕнчен сĕтĕрсе те тухнă, вилĕмрен те çăлнă. Украинăра пăтранма пуçласан юлташсем тăшман пулса тăнă, расна шухăшлаççĕ, пĕр чĕлхе тупаймаççĕ. Луганскри: «Эсĕ - вĕсем майлă, эпĕ - ку енче. Çавăнпа сана хирĕç персен ан кÿрен», - терĕм тет.

- Вăрçăра кашни самант юлашки пулма пултарать. Пурнăçшăн хăраса задание пурнăçлама килĕшменнисем пулман-и?

- Ун çинчен шухăшламан. Таçта шалта çав туйăм пулнă паллах. «Хăраман» тенине ĕненместĕп. Анчах юлташсен умĕнче «хăратăп» тесе уççăн мĕнле калăн? Пĕрре çапла кăнтăрла вертолетран антарчĕç. Пĕри постран тарнă та çавна хăвалатпăр. Виçĕ мина уйĕ витĕр тухрăмăр. Малта сапер асăрхаттарса пырать. Мина çийĕн чупнă чухне ирĕксĕрех ура чĕтрет. Вилĕм юнашаррине алран аманнă чухне ăнланман-ха эпĕ. Тепрехинче пулеметран мана печĕç, чулран лекрĕ, ванчăкĕсем питрен пырса çапрĕç. Юн юхма пуçларĕ. Çавăн чухне ăнлантăм: кунта ача чухнехи пек вăрçăлла выляни мар, чăн-чăн вăрçă пырать. Минăсем шаплатаççĕ, пульăсем шăхăраççĕ.

«Каймастăп, тухмастăп, хăратăп» тенине хамăр хушăра илтмен. Пирĕн разведчиксем пĕринчен тепри шухăрахчĕ. Эпир пыриччен çавнашкал пăтăрмах пулни çинчен каласа кăтартнăччĕ. Малта пыракан сапер мина çинче сирпĕннĕ. Ăна илме тепри кĕнĕ. Вăл та сирпĕннĕ. Черетпе виççĕмĕшĕн каймалла. Анчах вăл килĕшмен. Ăнланма пулать, паллах, çав ачана. Виçĕ уйăхран килне каймалла, унта арăмĕ, пĕчĕк ачи кĕтет... Çакăн хыççăн унăн хисепĕ пĕтнĕ.

- Афганистан халăхĕ мĕнле пурăнать? Душмансемпе куçа-куçăн тĕл пулнă-и?

- Батальон Панджшер ту хушăкĕнче - Ахмад Шах Масудăн тăван вырăнĕсенче - тăнă. Çав тăрăхри виçĕ кишлакра пурăнатчĕç. Ыттисем пăрахăçа тухнăччĕ. Пĕчĕк ачасем чупкаласа çÿретчĕç, постра тăнă чухне вĕсене чарса калаçкаланă. Ватăсем те иртсе каятчĕç, пăшалсăр-тăк - вĕсене тĕкĕнмен. Каçхине çынсен урамра çÿреме юраман. Пырсанах питĕ тĕлĕннĕччĕ. Сăртсем çинче куккурус çеç ÿсет, урăх нимĕн те çук. Ĕнесем усратчĕç. Мĕнпе тăрантарнă-ши вĕсене? Унта курăк та ÿсмест те. Апачĕ питĕ чухăн: пашалу тата шыв. Уявсенче пуянраххисем плов пĕçеретчĕç. Кишлаксенчен тухса ан кайччăр тесе эпир вĕсене çăнăх, кĕрпе, тушенка параттăмăр. Халăхĕ çук пулсан пире хÿптĕрлетчĕç. Кăнтăрла вĕсем хирте ĕçлеççĕ, каçхине пăшал тытса пеме те пултараççĕ.

Душмансене курнă паллах: эпир «чĕлхе» тытма çÿренĕ-çке. Анчах «хам çĕçĕпе мăйран касрăм» тесе суйма пултараймастăп. Перкелешÿ вăхăтĕнче куратăн: вĕсем чулсен хыçĕнче лараççĕ. Перетĕн. Тăшман тÿнет. Анчах те эсĕ персе ÿкернĕ ăна, те - юнашар выртаканни. Паллă мар.

- Тăнăç пурнăçа епле хăнăхрăр?

- Чăваш Ене 1987 çулта, çуркунне килмеллискер çур çул каярах юлса, кĕркунне тин, таврăнтăм. Кунта килсен виçĕ уйăх паспорт тăваймарăм. Ĕç çукран пропискăна тăратмаççĕ. Прописка çукран ĕçе илмеççĕ. Аманнă, наградăсем пур - чиновникшăн ку интереслĕ мар. «Ĕне çилли айĕнчен вăкăр хÿри пăрма яла кай», - тенĕччĕ мана пĕр тÿре-шара. Çапла чупкаласа çÿресе ура суранĕ уçăлчĕ. Каялла госпитале кайрăм, тепĕр çур çул сиплентĕм. Таврăнсан пĕр-икĕ уйăх туяпа çÿрерĕм. 1988 çулхи çурла уйăхĕнче пăрахрăм, унтанпа тытман. Ура ыратать-и, ыратмасть-и - çÿретĕп, туя тытсан ачашлантарса ярать.

Мана пурнăçа йĕркелесе яма Флегент Романович журналист, отставкăри подполковник, хăй те вăрçăра пулнăскер, нумай пулăшрĕ. Эпĕ госпитальте выртнă чухне вăл пирĕн яла пырса кайнă, телефонне хăварнă. Сипленсе килнĕ хыççăн ун патне шăнкăравларăм, нуша курса çÿрени çинчен интервью патăм.

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче республикăн çар комиссариатĕнче «афганецсене» пуçтарчĕç. Çав кун шăпах хаçат тухрĕ, унта ман çинчен çырни - çур страница. Пухура парти ĕçченĕсем те йышлăччĕ. Çав кунах мана ĕç те, хваттер те тупса пачĕç. Мускавра хĕрпе паллашса пĕрле илсе килнĕччĕ, çемье çавăртăмăр. Трактор заводĕнче ĕçлеме пуçларăм. Çав самантран тăнăç пурнăçа кĕрсе кайрăм. Каярахпа ЧПУра вĕренсе аслă пĕлÿ илтĕм. Çынпа калаçма пĕлетĕп. Урасăр тесе пуç усса лармастăп. Уксахлатăп ĕнтĕ. Тем мар. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласса шанса пурăнатăп.

- Вăрçă асапне тÿсме пÿрнишĕн шăпана ÿпкелеместĕр-и?

- Урасăр юлнă пулсан та Афганистанра службăра тăнăшăн ÿкĕнместĕп. Пурнăçра çакăн пек тĕрĕслев пулатчĕ-и, пулмастчĕ-и - пĕлместĕп. Анчах çавăн пек йывăрлăхра тупнă евĕр юлташсене тĕл пулаймастăмччĕ. Маншăн юлташ - саншăн пурнăçне шеллемен, вилме хатĕр çын. Вăрçă вутĕнче пиçĕхнĕ туссемпе паянхи кун та тĕл пулатпăр, çуралнă кунсене, уявсене пĕрле паллă тăватпăр. Пĕр-пĕринпе кумлă, тус-тăванлă эпир.

- Тăван çĕршыва хÿтĕлессишĕн алла тепĕр хут пăшал тытма хушсан килĕшетĕр-и?

- Ялта юлташсемпе пухăнсан - Çĕрпÿ районĕнчи Паваркассинче çуралса ÿснĕ эпĕ - «хамăр пата тапăнса килсен Çавал хĕррине тухса выртатпăр, иккĕн-виççĕн пилĕк минут тытса тăратпăр-и?» тесе час-часах шÿтлетпĕр. Паллах, Тăван çĕршыва юратакан, тахçан ăна алла пăшал тытса пĕрре хÿтĕленĕ çын пушшех те, çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнса юлма пултараймасть. Юлашки вăхăтра çамрăксем те çапла шухăшлама пуçлани савăнтарать. Тăватă-пилĕк çул каялла кăна апла марччĕ. «Салтака мĕн тума каймалла?» тесе калакан йышлăччĕ ун чухне. Халĕ вара çара хисеплесе калаçма пуçларĕç. Çамрăксемпе час-часах тĕл пулатпăр. Вĕсен хушшинче çар училищисене вĕренме каяс кăмăлли те сахал мар. Апла-тăк пирĕн çĕршыв çарĕ çирĕпленсе, вăйланса, тĕрекленсе пырĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.