Афганистан

14 Нарăс, 2020

Хĕвел тухсан сывлăша çĕкленнĕ те…

Павел Пайгусов Муркаш районĕнчи Тушкасси ялĕнче 1949 çулта çуралнă. Кунтах ачалăхĕпе çамрăклăхĕ иртнĕ. Малашнехи пурнăçне вара ентешĕмĕр çар ĕçĕпе çыхăнтарнă, 29 çул çĕршыва хÿтĕлекенсен ретĕнче тăнă. Çак шутран çулталăк та тăватă уйăхне Афганистанра служба тивĕçĕсене пурнăçланă.

«Эпир çÿлте вĕт, пире хăрушă мар»

24 Пуш, 2017

Эпир мар тăк – никам та!

Кăкăр тулли награда пулин те Юрий Григорьев вĕсем пирки сăмах ваклама юратмасть. Çине тăрса ыйтсан тин патшалăхăн темиçе награди пирки каларĕ. Чи малтан «Хăюлăхшăн» медале асăнчĕ: «Салтак награди. Ăна 1985 çулта тивĕçнĕ — Афганистаншăн». Унтан — Паттăрлăх орденĕ: 1995 çулта — Чечняшăн. Тепĕр Паттăрлăх орденĕ те пур — унпа 2001 çулта наградăланă. Чăваш Ен ШĔМĕн СОБР ветеранĕн аса илмелли нумаййине çак наградăсем те çирĕплетеççĕ.

4 Çĕртме, 2015

Афганистанри кунсем чĕререн нихăçан та тухмĕç

Афганистан вăрçи мĕн чухлĕ хуйхă кÿнине нимĕнле тарасапа та виçме çук. Амăшĕсен тăварлă куççулĕпе йĕпеннĕ çĕр нихăçан та типмĕ. Вунă çула тăсăлнă вăрçа Чăваш Енрен пин-пин салтак тухса кайнă. Пĕрисем унтан алăсăр таврăннă, теприсем урине çухатнă. Виççĕмĕшĕсем çапăçура куçне яланлăхах хупнă.