Комментари хушас

14 Нарăс, 2020

Хĕвел тухсан сывлăша çĕкленнĕ те…

Павел Пайгусов Муркаш районĕнчи Тушкасси ялĕнче 1949 çулта çуралнă. Кунтах ачалăхĕпе çамрăклăхĕ иртнĕ. Малашнехи пурнăçне вара ентешĕмĕр çар ĕçĕпе çыхăнтарнă, 29 çул çĕршыва хÿтĕлекенсен ретĕнче тăнă. Çак шутран çулталăк та тăватă уйăхне Афганистанра служба тивĕçĕсене пурнăçланă.

«Эпир çÿлте вĕт, пире хăрушă мар»

1979 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Афганистан Правительстви черетлĕ хут Совет Союзĕнчен тулаш агрессорсене сирсе яма пулăшу ыйтнă. Совет патшалăхĕн ертÿлĕхĕ çĕршывăн кăнтăр чиккисене хÿтĕлессине тата икĕ çĕршывăн килĕшĕвĕнчи тивĕçсене пурнăçлассине тĕпе хурса Афганистана çарсем кĕртме йышăннă. Çапла майпа унти лару- тăрăва йĕркене кĕртме май килессине шаннă.
— Малтанхи вăхăтра никам та вăрçă пирки шухăшламан. Тĕп тĕллев Афган халăхне пулăшасси пулнă, — калаçăва пуçарчĕ Павел Павлович. — Эпĕ 1970 çулта Балашоври вĕçев училищине пĕтертĕм. Çакăн хыççăн мана Литва Республикине çар-транспорт авиацине служба тивĕçĕсене пурнăçлама ячĕç. Афганистана кĕме 1979 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче йышăннă. Эпĕ ун чухне ко-мандировкăраччĕ. Базăна таврăнма приказ пулчĕ. Çитрĕм те — аэродромра пĕр самолет та çук: пирĕн полка çĕрлех тревогăпа çĕкленĕ иккен. Тепĕр кунне хамăрăннисене хăваласа çитрĕм. Десантниксене лартнă, груз тиенĕ хыççăн 1979 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Афганистана пĕрремĕш рейс турăмăр. Малтан Ферганана, унтан Баграма вĕçрĕмĕр. Аэродрома анса ларсан самолет двигателĕсене сÿнтермесĕрех десантниксене антартăмăр та каялла тÿпене çĕклентĕмĕр…
Анчах та Совет Правительстви шухăшлани — çарсем кĕртни лару-тăрăва лăплантарасси — тÿрре тухман. Оппозици «джихад» лозунгĕпе /шанчăксăррисене хирĕç пуçарнă сăваплă кĕрешÿ/ усă курса вăрçă вут-çулăмне ытларах та ытларах хĕмлентернĕ. Совет Çарĕн чаçĕсемпе подразделенийĕсем вĕсем «йĕкĕлтенипе» хĕрÿленсе тата хăйсене хÿтĕлесе граждан вăрçине шалтан-шала кĕрсе пынă. Хирĕç тăру кĕçех пĕтĕм Афганистана ярса илнĕ.
…Афганистана ятарласа йĕркеленĕ 50- мĕш полк йышĕнче Павел Пайгусов 1980 çулхи пуш уйăхĕнче кайнă. «Полк Кабулта тăнă. Эпир çынсене те илсе çÿренĕ, çар хатĕрĕ те, грузсем те турттарнă. Пĕтĕмпе эпĕ Афганистан тÿпинче 700 сехет вĕçнĕ. Тепĕр чухне уйăхĕпе кашни кун — мĕнле хĕвел тухать çапла — сывлăша çĕкленнĕ. Каç ĕнтрĕкĕ хăш вырăнта çавăрса илет — çавăнти аэродромра çĕр каçнă. Самолетсенчех çывăрнă», — каласа кăтартрĕ Павел Павлович. Афгани-станра вăл малтан эскадрилья командирĕн заместителĕн, унтан командирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.
Афганистана чи малтан кĕнисене, паллах, çăмăл килмен. Чи малтанах ун чухне пирĕн салтаксен сăртлă-туллă вырăнсенче çапăçма опычĕ çителĕксĕр пулнă. Тăван тăрăхне лайăх пĕлекен моджахедсем вара çакăнпа ăнăçлă усă курнă. Çавна май Совет Çарĕ пысăк çухатусем тÿснĕ. Çынсем кăна мар, техника та нумай пĕтнĕ. Павел Павлович акă пĕрремĕш хут Афганистана вĕçнĕ чухне 1979 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Кабул çывăхĕнче çĕр çине анса ларма хатĕрленнĕ ИЛ-76 самолет ту çине пырса тăрăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Аварире 44 çын пурнăçĕ татăлнă. Çакнашкал çухатусем каярахпа та пулнă. Пурĕ Афганистан вăрçинче Совет Союзĕн 120 ытла сыв-лăш техники стройран тухнă.
Салтаксемпе офицерсен пурăнмалли условийĕсем те пулман.
— Кабул аэродромĕнче пĕр енче тÿпене вĕçсе хăпармалли çулччĕ, тепĕр енче — таса уйччĕ. Çавăнта палатка лартнă та пурăннă, — аса илчĕ Павел Павлович. — Пĕрремĕш хут çывăрма выртрăмăр та ирхине тăрсан пăхатпăр: пирĕн пушмаксем шывра ишсе çÿреççĕ. Çĕрле çумăр çунă та йăлт шыв илнĕ. Тăм çăрăлатчĕ. Хĕвел ансанах сивĕтетчĕ. Каçсерен сывлăш температури 20 градуса çити сивĕнетчĕ. Палаткăсене хамăр тунă кăмакапа ăшăтаттăмăрччĕ. Вăл вĕçĕмсĕр çунса тăтăр тесен керосин тумлатса тăмаллаччĕ. Унсăрăн наччасрах хаплатса сÿнетчĕ. Хăрăм тухса тулатчĕ вара. Ирхине тăратăн та — пит-куç хуп-хура. Çавна май ун çумĕнче ялан дежурнăй тăнă. Столовăйĕнче апат çиеттĕмĕрччĕ. Малтанхи вăхăтра пĕтĕм çимĕç: сыр та, çу та, какай та, ытти те — консерв банкисенчеччĕ. Çăкăра Совет Союзĕнчен илсе килетчĕç. Кайран унтах пĕçерме пуçларĕç. Пирĕн аэродром 1700 яхăн метр çÿллĕшĕнче вырнаçнăччĕ. Те ту тăрринче чуста лайăх йÿçсе çитейменрен- ши — çăкăрĕ тăм пек тачка е чул пек хытă пулатчĕ.
Павел Павлович: «Эпир, летчиксем, çÿлте вĕçнĕ вĕт, пире хăрушă пулман», — тет пулин те вăрçă вăрçах, кашни утăмра вилĕм сыхласа тăрать. Вăрçăран сывă тухни, ахăртнех, шăпа ăнăçлă çырăнни. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.