Эпир мар тăк – никам та!

24 Пуш, 2017

Кăкăр тулли награда пулин те Юрий Григорьев вĕсем пирки сăмах ваклама юратмасть. Çине тăрса ыйтсан тин патшалăхăн темиçе награди пирки каларĕ. Чи малтан «Хăюлăхшăн» медале асăнчĕ: «Салтак награди. Ăна 1985 çулта тивĕçнĕ — Афганистаншăн». Унтан — Паттăрлăх орденĕ: 1995 çулта — Чечняшăн. Тепĕр Паттăрлăх орденĕ те пур — унпа 2001 çулта наградăланă. Чăваш Ен ШĔМĕн СОБР ветеранĕн аса илмелли нумаййине çак наградăсем те çирĕплетеççĕ.

Паян СОБР РФ Наци гвардийĕн тытăмне кĕрет, гвардие туса хунăранпа вара пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче шăп та лăп çулталăк çитет. Гвардеецсем ĕнерхи собровецсене те хăйсен ĕçтешĕсем вырăнне хурса хисеплеççĕ: «вĕсем — пирĕн истори, пирĕн мухтав». Шăпах çавăнпа паллă кун умĕн Юрий Владимировичпа курнăçса служба çулĕсене аса илме ыйтрăмăр. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.