Канма - Лаш Таяпана!..

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче 2002 çулта вырăссен çемçе те кăтра çăмлă пурсуй йыттисене ĕрчетекен питомник уçнă. Пирвай ăна ЧР Сунарпа пулă хуçалăхĕн управленине пăхăнтарнă. Каярахпа вăл РФ Сунар департаменчĕн

Мордвари Зубово-Поляна районĕнчи сунар хуçалăхĕн филиалĕ шутланнă, пурсуйсем çитĕнтерсе республикăра, унăн тулашĕнче сарма тĕллев лартнă.

- Мăкшăсем 2009 çулта пире пулăшма пăрахрĕç, - аса илчĕ питомникăн паянхи харпăрлăхçи Леонид Князев, ăна хăй ĕçлесе илекен укçапа тытса тăраканскер. - Вара йытăсен йышне темиçе хут пĕчĕклетме тиврĕ. Халĕ пирĕн 10 çеç, вăл шутра çăвăрлакан 3 ама. Вĕсене тулăх апат - пĕçернĕ какайпа сĕлĕ ирĕшĕ - вăхăтра çитеретпĕр. Çапах республикăн Çутçанталăк ресурсĕсен министерстви ирĕк панипе кашни кайăкçă кĕрсе çÿреме пултаракан сунар лаптăкĕсенче кĕркунне-хĕлле - 80, çуркунне 25 таран акарçа çÿреме май туса паратпăр. Пĕрисем сунарта çÿреме министерствăран ирĕк илсе килеççĕ, теприсем хам ыйтса илнĕ ирĕкпе усă кураççĕ. Чĕрчунсене пăшалтан персе тыттармастăп. Акарсемпе хăвалаттарса «капкăна çаклатаççĕ». Ку - йытăсемпе йĕркелекен сунар илемĕ!

Леонид Князев питомника кăтартса çÿрерĕ. Акарçăсемпе канакансене 3 хăна çуртĕнче йышăнаççĕ. Пысăкраххи «Кашкăр йăви» ятлă. Республикăн 300 пин тенкĕлĕх гранчĕпе апатлану пÿлĕмĕ, веранда, хапха, кăмакасем тунă, çурт тăррине витнĕ, йытă витине юсанă, ăратлă 4 лаша илсе килнĕ.

Хăна çурчĕсенче харăсах 20-25 çынна йышăнма пултарать. Пÿлĕмсенче - çывăрмалли икшер вырăн, телевизор, пĕрлехи кухня, музыка аппаратури, сивĕтмĕш. Пÿртрех - çăвăнса тасалмалли уйрăм, туалет, картишре - хура тата шурă мунча. Хăнасем канса каймассерен утиял-минтер çивиттине улăштараççĕ.

- Кайăкçăсемсĕр пуçне çулталăкра 2 пин таран çын канма килет, - каласа пачĕ Леонид Васильевич. - Пĕр талăкшăн вĕсем - 1000-шер, сунарçăсем 800-шер тенкĕ тÿлеççĕ. Яманчурел, Шăмалак, Алманчă ялĕсенчен Шăмăршă еннелле тăсăлакан е çывăхри вăрманта кăмпа-çырла татаççĕ, эмел курăкĕ пухаççĕ, юнашар шыв-шурта пулă тытаççĕ, хирте йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, лаша кÿлсе хыçлă çунапа е йĕнерпе, снегоходпа /юрашанпа/ çула тухаççĕ. Çÿлелле вĕçтернĕ турилккесене кайăкçăсем пăшалтан персе лектермелле ăмăртаççĕ. Çав хушăра ачасем - вăйă лапамĕнче.

Хальлĕхе хăна пÿрчĕсем канма кăмăл тунисене пурне те йышăнма çитмеççĕ. Çавăнпа вăл темиçе çурт хăпартасшăн. Платниксене йывăçран пуралаттарма укçа çуккине асăнчĕ. Ялти çынсенчен кивĕ пурасем туянса Упа, Ăмăрткайăк, Тилĕ, Пакша йăвисем тума ĕмĕтленет. Çуллахи ăшă кунсенче сулхăнра канса ларма, апатланма йывăçран тăрăллă вăрăм хÿшĕ /тăршшĕ 18 м/ лартасшăн.

- Сунар лаптăкне нумай çула тара илес тĕллевпе чĕрчунсене ĕрчетекен служба пĕлтĕр ирттернĕ аукциона хутшăнтăмăр, - пĕлтерчĕ вăл. - Усси пулмарĕ. Лаптăк чĕрчунсен йышне ÿстерме питех тăрăшман арендатор аллине куçрĕ. Елчĕк районĕнче уйрăм çыннăн е юридици сăпачĕн çавнашкал лаптăкĕ пĕрре те çук - пулмаллах.

Питомник хуçин тĕллевĕсем пысăк. Шел, вĕсене кĕске хушăра пурнăçа кĕртме кĕмĕлĕ çитмест. Ырă ĕçĕсем тăсăлса пыраççĕ. Аталану çулне лайăх курать: питомник çумне сунар лаптăкĕ çирĕплетмелле, унта кайăкçăсене чĕрчун тытма май туса памалла.

Вăл Мускаври мамăк тир-сăран техникумĕнчен, Раççей патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, биолог-охотовед. Сунар хуçалăхĕн, кану-туризм ĕçне йĕркелеме вĕреннĕ. Зоотехник е агроном пулаймасть ĕнтĕ, хула çыннисене ялта канма май туса парас шухăш-кăмăлпа пурăнать.

Йытă витине кĕтĕмĕр. Тахçан ферма пулнăскер кивĕ - юсамалла. Анчах мĕнле укçапа?

- Иртнĕ уйăхра 34 пин тенкĕ ĕçлесе илтĕмĕр, - пытармарĕ вăл. - Чĕрчунсем валли апат туянма, электричествăшăн, газшăн тÿлеме çитет. Анчах палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тытăнсан - çитмест. Эх, мĕн калам: пурнăç ыйтнинчен кая юлса пыратпăр çав.

Хăна çуртĕнчи пÿлĕмсене те кăтартрĕ. Хĕрринче упăшкипе арăмĕ /Мускавран/ пĕр эрне ытла пурăннă, хĕллехи сунара 11 пурсуйпа виççĕмĕш çул тухнă. Санкт-Петербургран, Кировран, Чулхуларан, Вологдăран, Костромаран килнĕ. Хăнасенчен ытларахăшĕ - республика тулашĕнчен. 2-15 талăк канаççĕ. Çĕнĕ çула кĕтсе илме Чĕмпĕр хула администрацийĕн специалисчĕсем çывăх çыннисемпе пĕрле 14-ăн килнĕ, кăрлачăн 3-мĕшĕнче кайнă. Çав уяв умĕнхи вунă кунра - 87, иртнĕ уйăхра 121 çын каннă. Кăçал 40 ача валли экскурси йĕркеленĕ, 30 ача çуралнă кун тунă, 9-ăн вăхăта кану программипе ирттернĕ, кÿршĕ колхоз зоотехникĕ çуралнă кунне палăртнă…

Хăна çуртне «Кашкăр йăви» ята ахальтен паман. Кашаман - Л.Князев хисеплекен чĕрчун. Хăй темиçе çул каялла çывăхри вăрман патĕнче пĕрне пăшалтан персе вĕлернине, Вăрăмхăва ялĕ патне куян тытма кайсан тепĕрне алăран вĕçертнине чунне ыраттарса аса илчĕ, юлашки çулсенче тукмак хÿрене хуптĕрлеме ерçейменрен хăйне тем çитменнине палăртрĕ.

Нумаях пулмасть Мускавпа Новосибирска - 2-шер, Ĕпхÿпе Пăва районне 1-ер çура парса янă. Тепĕр ами аçа ертессе кĕтет. Ăна паха несĕллипе пĕтĕлентерме Мускава илсе каясшăн. Йыттисене пурсуй ăратне тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Ку енĕпе ăсталăхĕ çителĕклех. Çакна çĕршывра çуллен ирттерекен ăмăрту-куравра парнесем çĕнсе илсе çирĕплетет.

Ачасем кунта килсенех чĕрĕ кашкăрсен вольерĕ патне пухăнаççĕ. Эпир те, малтан пĕр метртан сăрă кашкăр курманскерсем, тĕлĕнсе пăхрăмăр.

- Аçи Кашаман ятлă, 4 çулта. Ами - Лашши, 6 çулта. Кăçал тăваттăмĕш хут çăвăрлать. Ĕнер аçипе пĕтĕçнине асăрхарăм. Ама çилтерне янă тапхăр 5-14 талăк пырать. Çăвăрсем амалăхра 62-65 кун аталанаççĕ. Ама 3-13 çура тăвать. Лашши пĕлтĕр 4 парнелерĕ, - пирĕнпе экскурси ирттерчĕ хуçа.

Çав самантра вольер çумĕнчи хупписĕр вĕрлĕке ярса илчĕ те арматура тăрăхĕсен хушшинчен чикрĕ. Кашаман тутине ейсе, шултра шăлĕсемпе пире шиклентерсе, шурă çинчи хура шăрçаллă куçне чарса харлатма тытăнчĕ. Çăварĕпе йывăçа хыпса пилĕк-ултă хутчен шатăртаттарчĕ, вĕçĕмсĕр хăрлатса хуçи çине хаяррăн пăхрĕ. Кашкăрçă аллисемпе вольер витĕр урисенчен тĕке-тĕке вăрçтарчĕ. Çав самантра Лашши унăн çумĕнче лăпкăн, пĕр сас кăлармасăр тăчĕ.

- Кашаман сана тăшман вырăнне хумасть пек туйăнать, - терĕм.

- Амине манран хÿтĕлет çеç, Лашши çывăхне ярасшăн мар, - ăнлантарчĕ Леонид Васильевич. - Çапах мана, хăйне тăрантараканскере, апатне туртса илме пултаракан чĕрчун йышне кĕртсе тапăнмасть. Вылянă чухнехи пек кăна хăтланать.

Ачасем хир сыснипе мулкачсен вольерĕ умĕнче те вăхăта савăнăçлă ирттереççĕ, акар çурисемпе выляççĕ. Темиçе çул каялла питомникра упа та пулнă.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

 

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.