Шупашкар илемĕпе тасалăхĕ тыткăнланă
Кам пĕлет - тен, вĕренсе пĕтерсен, Светăпа Исса Чăваш Енре тĕпленсе пурăнĕç?
Аль Дараджи Исса И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне 2013 çулта вĕренме килнĕ. Тÿрех - виççĕмĕш курса. Медицина факультечĕн «Сиплев ĕçĕ» уйрăмĕнче вĕренме тытăниччен вара Ярославльти университетăн стоматологи факультетĕнче икĕ çул ăс пухнă. Унта вăл пиччĕшĕ хыççăн пырса лекнĕ. Анчах çывăх тăванне тусĕсем Чăваш Енри аслă шкула куçма сĕннĕ. Шупашкар таса та хитре хула тесе илĕртнĕ вĕсем ăна. Хайхискер килсе вырнаçнă та - шăллĕне Иссăна кунта йыхравлама пуçланă. Тăванпа юнашар пурăнма çăмăлраххине шута хурса итленĕ кĕçĕнни.
Ирак тĕп хулинче Багдадра çуралса ÿснĕ каччă халĕ пиллĕкмĕш курсра вĕренет. Ăсĕпе те, кăмăлĕ уççипе те палăрса тăрать вăл пĕрле вĕренекенĕсен йышĕнче. Эрех-сăрана, пируса, сиенлĕ ытти йăлана хăйĕн çывăхне яманскере хĕрсем куç хывмасăр пулать-и вара?
Чăн та, ют çĕршыв каччисем Чăваш Ене вĕренме килсен вырăнти пикепе туслашнă тĕслĕх сахал-и? Хăшĕ-пĕрин çывăх хутшăнăвĕсем ятсăр пÿрнене çĕрĕ тăхăннипе тăсăлни хăнăхнă пулăма çаврăнчĕ темелле. Исса та иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче çемьеленнĕ. Мăшăр пулма араб каччи Ярославльте пĕрле вĕреннĕ, Череповец хулинче çуралса ÿснĕ хĕре Светлана Поклада суйланă. Икĕ çамрăк хăйсен туйăмĕсене вăрах вăхăт - пилĕк çул - тĕрĕсленĕ. Çапла, каччă Шупашкара куçни те вĕсен туслă çыхăнăвĕшĕн чăрмав пулса тăман: Света чун савнийĕ патне хăнана час-часах килсе çÿренĕ.
Хăйсем пĕр-пĕриншĕнех çуралнине ĕненекен мăшăрпа калаçнă май иккĕшĕн тăван килĕнче те çынна расăна, нацие кура уйăрманни палăрчĕ. Акă Светланăн йăх тымарĕсем - Казахстанран. Аль Дараджисен йышлă çемйине /10 ача!/ Сири хĕрĕ качча пынă иккен. Çавăнпах, Исса çирĕплетнĕ тăрăх, вăл вырăс хĕрне качча илессине пĕлтерни çемьере нимĕнле хирĕçÿ те çуратман.
- Телее, университетра та раса хăйнеевĕрлĕхне уйăрса калаçасси йăлара мар. Тимлĕх енчен ÿпкев пачах çук. Вĕрентекенсем пире лайăх пĕлÿшĕн вырăнти студентсен умĕнче мухтани те пулать. Çакă хавхалантарать. Вĕрентÿ шайĕ çинчен калас-тăк тиркешмелли сăлтав курмастăп: кирек мĕнле пулсан та студентран хăйĕнчен нумай килет, - уççăн калаçрĕ студент.
Шупашкар хули çинчен вара сехечĕпе те сăмахлама пулатарать-тĕр. Вăл 2007 çулта Раççейри чи таса хула ятне илнине, унăн историйĕ хăçан пуçланнине пĕлет. Хальхи вăхăтра тĕп хуламăр çĕнĕ стройкăсемпе пуянланса-илемленсе пынине ырлать. Ярославльте кун пеккине асăрхаман-мĕн.
Çынсем çинчен шухăш-кăмăлне ыйтсан Исса сăнĕ кăшт салхуланчĕ: эрехпе айкашакансем Раççейре чылаййи пăшăрхантарать ăна. Кÿршĕсемпе хутшăнмасăр, вĕсене палламасăр пурăнма пултарни пуçне шăнăçмасть. Хăйсем тара тытса пурăнакан çĕрте пуринпе те паллашнă вăл. Юнашар хваттерте пурăнакан ĕçкĕçе тухтăр тимлĕхĕпе витĕм кÿресшĕн - ăна йĕркеллĕ пурнăçа тавăрма тăрăшать.
Пурнăçне ăçта йĕркелĕç-ши çамрăксем? Кун пирки хальлĕхе татăклă йышăну туман пулин те Шупашкара тĕпленме пултаракан хуласен списокĕнчен кăларман-ха вĕсем. Пулас медиксем ăçта пурăнсан та хăйсене килĕшекен ĕç тупасса çирĕп шанаççĕ, пысăк çемье çинчен ĕмĕтленеççĕ.
Ирина ПУШКИНА
Комментари хушас