Каяшсем, ĕçлев, ГТО...

9 Нарăс, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăматкун видеоселектор мелĕпе районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах муниципалитетсенче коммуналлă каяшсене пухса турттарса тухассине йĕркелес ыйтусене сÿтсе явнă. Çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Сергей Павлов паян каяшсене патшалăх реестрне кĕртнĕ ятарлă полигонсене кăна вырнаçтарма юранине аса илтернĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн усăллă компонентсем пур каяшсене пытарма юрамасть, малтан вĕсене сортламалла.

«Çĕнĕ Шупашкарта тунă полигон çутçанталăка сыхламалли мĕнпур требование тивĕçтерет. Паян унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен каяшĕсене кăна мар, республикăри ытти районăнне те вырнаçтарма пулать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Канашлура каяшсене турттарса тухмалли çĕнĕ логистикăна кура тарифсене пысăклатассипе çыхăннă ыйтусене те тишкернĕ. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен пуçлăхĕсем Алексей Ладыковпа Олег Бирюков тариф ÿсĕмĕ çын пуçне вăтамран 10 тенке яхăн пулнине пĕлтернĕ. «Ку ĕç - тупăшлă бизнес. Каяшсене турттарса тухаканăн ĕçлес кăмăл пур. Хуласемпе ялсен пуçлăхĕсен çак процеса лайăх йĕркелесе пымалла», - пĕтĕмлетнĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Видеоконференцире ĕçлевпе, ĕç укçи тÿлемелли вăрттăн схемăсене легализацилессипе çыхăннă ыйтусене те хускатнă. Республикăра 2015 çулта вăйпитти, анчах ĕçлемен çынсен йышĕ 162 пин çынпа танлашнă. «Вăрттăн ĕçлев калăпăшне чакарас тĕллевпе 2015 çулта пирĕн тĕрлĕ «вăрттăн схемăпа» вăй хуракан 48633 çын ĕçне легализацилемеллеччĕ. Çак кăтартăва 43: пурнăçланă», - пĕлтернĕ ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев. Вăл вăрттăн ĕçлев граждансемшĕн хăйсемшĕн чăрмавсем кăларса тăратассине палăртнă. Сăмахран, официаллă стаж çуккине кура пенсие тухмалли вăхăт 5 çул каярах куçать. Кредитсем илеймеççĕ, çийĕнчен тĕрлĕ шайри бюджета, Обязательнăй медстраховани фондне укçа кĕмест.

Михаил Игнатьев официаллă майпа ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелемен çынсене тупса палăртас енĕпе ведомствăсен пĕрлехи комиссийĕ çителĕксĕр ĕçлени çинчен каланă, асăннă пулăмпа çине тăрса кĕрешмелли çинчен асăрхаттарнă.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Чăваш Енри хуласен пуçлăхĕсем кăрлач вĕçĕнче Мускавра монохуласене пулăшас ыйтусемпе ирттернĕ конференцие хутшăнни çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев хуласен ертÿçисене çĕнĕ производствăсем уçма, монохуласенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май паракан проектсене пысăк пахалăхпа хатĕрлессине тивĕçтерме хушнă.

Раççей Президенчĕн «Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕ çинчен калакан указне мĕнле пурнăçланипе спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Яковлев паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - муниципалитетсенче ГТО нормативĕсене йышăнакан центрсем йĕркеленĕ. Тĕпрен илсен - вырăнсенчи физкультурăпа спорт комплексĕсенче. Çавăн пекех ку енĕпе шкулсен пурлăх базипе те усă кураççĕ.

Н.ЯКОВЛЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.