Вулакансен йышĕ çĕнелнине шута илнĕ

9 Нарăс, 2016

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче вулакансем тахçанах кĕтнĕ «Вырăсла-чăвашла калаçу кĕнеки» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Кĕнеке тытăмĕпе тĕллевĕсем çинчен унăн авторĕ М.И.Скворцов профессор каласа пачĕ.

- Михаил Иванович, эсир çырса хатĕрленĕ «Вырăсла-чăвашла калаçу кĕнеки» унччен пичетленнĕ кăларăмсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

- Калаçу кĕнекисем 1989 тата 1992 çулсенче тухнăччĕ. Вĕсен пĕрлехи тиражĕ 60 пин экземпляр ытла пулнă. Паянхи куна вĕсене тупса илме хĕн. Халăх ыйтнине шута илсе Чăваш кĕнеке издательстви мана хальхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ кĕнеке хатĕрлеме сĕнчĕ. Паллах, ăна çырнă май пурнăçри пысăк улшăнусене те, вулакансен йышĕ ÿссе çĕнелнине те шута илтĕм.

- Кĕнеке тытăмĕ çинчен тĕплĕнрех каласа парăр-ха.

- Ытти калаçу кĕнекинчи пекех, кунта та çĕнĕ вырăна лекнĕ çынсен кулленхи хутшăну ыйтăвĕсене тивĕçтересси малта тăрать: паллашу, тăванлăх, кил-йыш, уявсем, вырăнти йăла-йĕрке, апатлану, халăх ĕçми-çими, хулапа, унти палăксемпе паллашни, ĕç тата вĕренÿ, спорт, культурăпа ÿнер, çутçанталăк...

Кунашкал лару-тăрури калаçусене тивĕçтермелли ыйтусемпе хуравсем кĕнекере тĕп вырăн йышăнаççĕ.

- Анчах вулакансем, уйрăмах республика хăнисем, ытти ыйтупа та кăсăкланаççĕ-çке. Çавна шута илнĕ-и?

- Çапла, урăх çĕртен, уйрăмах ют çĕршывсенчен килнĕ çынсен, вырăнти халăх историйĕпе тата культурипе паллашас килет. Чăваш чĕлхи ытти тĕрĕк чĕлхинчен мĕншĕн уйрăлса тăрать? Мĕншĕн унăн сăмахлăхĕнче авалхи монгол тата иран чĕлхисенчен кĕнĕ сăмах нумай? Венгр чĕлхинче 500 ытла авалхи пăлхар-чăваш сăмахĕ пулнине мĕнле ăнлантармалла? Кунашкал ыйтусем пирĕн хăнасене çеç мар, чăвашсене те кăсăклантараççĕ. Паллах, истори тĕпчевĕсенче тĕплĕн çутатса панă, анчах йышлă вулакан аллине вĕсем лекеймеççĕ. Çавăнпа кĕнеке вĕçĕнче эпĕ çак ыйтусене кĕскен çутатса пама тăрăшрăм.

- Паллă ĕнтĕ: чăваш халăхĕн пысăк пайĕ ытти республикăпа облаçа куçса кайнă. Вĕсен кăмăлне тивĕçтерĕ-ши сирĕн кĕнеке?

- Питĕ вырăнлă ыйту. Инçетре пурăнакан йăхташăмăрсен кун-çулĕ, паянхи пурнăçĕ Чăваш Республикинче пурăнакансене чĕререн хумхантарать. Акă манăн тăван ялтан, Канаш районĕнчи Хурамалтан, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вун-вун кил Çĕпĕре куçса кайнă, Красноярск крайĕнчи Ачинск районĕнче Беловка ялне никĕсленĕ. Макăра-макăра çырусем яратчĕç вĕсем кунта юлнă тăванĕсем патне. Нумаях пулмасть хамăрăн телекуравпа Тюмень облаçĕнчи чăвашсем тăван чĕлхене сыхласа хăварма тăрăшни çинчен каласа пачĕç. Тюмень облаçĕнче 30 пин ытла чăваш вĕт! Унта çеç мар - Тутарстанпа Пушкăртстанра, Ульяновск, Самар облаçĕсенче çĕршер пин ытла чăваш пурăнать. Мускав, Казахстан, Украина, Оренбург - вун-вун пин чăвашăн паянхи тăван çĕрĕ-шывĕ.

- Инçетри йăхташăмăрсен культура, тăван чĕлхе ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕ-ши çак кĕнеке?

- Çапла пуласса питĕ шанас килет. Анчах çакă çеç сахал. Инçетри чăвашсем патне туллирех словарьсене, чăваш çыравçисен тата ăслăлăх ĕçченĕсен хайлавĕсене, радио, видеоматериалĕсене çитерме тăрăшмалла. Хальхи хăватлă техника çак тĕллеве нихçанхинчен ăнăçлăрах татса пама пулăшать.

- Кĕнеке тупмаллинче «Чăваш ячĕсем» сыпăк пур. Ку мана питĕ кăсăклантарчĕ.

- Пайăр ятсем - çĕр, шыв ячĕсем, ял-хула, халăх, çын ячĕсем чĕлхере хăйне уйрăм, питĕ паха вырăн йышăнаççĕ, халăх астăвăмĕнче нихçан çухалми йĕр хăвараççĕ. Çавăнпа ку йышри сăмахсенчен паллăраххисене хамăн кĕнекене кĕртрĕм.

- Ятсене çырса панă кĕнекесене йăпăр-япăрах тупма çук. Паллаштарăр-ха вулакансене çын ячĕсенчен хăшĕ-пĕринпе.

- Хаваспах. Нарспи, Сарпике йышшисене пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, вĕсене асăнмăп. Мана ытларах килĕшнĕ ятсем: Алмаслу /«улма евĕр»/, Исенпи /«сывă хĕр»/, Катрапи /«кăтра хĕр»/, Келпустан /«кĕлчечек пахчи»/, Келчехре /«кĕлчечек питлĕ»/, Путене /«путене»/, Теветпи /«тевет пике»/, Чĕкеç /«чĕкеç»/... Арçын ячĕсем: Айпулат /«уйăх пек пуртă - çар хатĕрĕ/, Ентимер /«çĕнĕ тимĕр»/, Иштерек /«çамрăк тирек»/...

Тата çакна хушса калам: чăвашла тĕрĕс калаçма вĕренер, хамăрăн несĕл пуянлăхне упрар, тăван чăваш чĕлхине манар мар!

- Ку материалсем вулакансене кăсăклантарасса шанма пулать. Михаил Иванович, тавах сире кăмăллă калаçушăн!

Алина Владимирова,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.