Киберултав серепи, е Ăслă технологисен ырлăхĕпе... хăрушлăхĕ
Шупашкарта пурăнакан Анна Михайлова иртнĕ çулхи раштав вĕçĕнче хăйĕн банк карточки çинчи укçа куçнине ĕнентерекен СМС-пĕлтерÿсем илме пăрахнă. Телефон йĕркеллех ĕçлет - мĕн амакĕ? Кайран вара вăл карточка çинче укçа çухалнине пĕлнĕ...
Банк: пирĕн айăп çук!
СМСсем килме пăрахсанах Перекет банкĕн офисне кайнă. Унта ĕçлекен хĕрсем тĕлĕнтермĕш сăлтавне уçăмлатайман. Темиçе кунран тепре кайнă - каллех уçăмлăх çук. Çĕнĕ çулхи уяв-кану кунĕсем вĕт - тен, çакăнпа кăна çыхăннă пуль... Анчах каникул вĕçленнĕ те - хĕрарăм кăрлачăн 11-мĕшĕнче хăйĕн карточкинчен хĕрне укçа куçарса парас тенĕ. Анчах унта укçа çук иккен - çакна пĕлсен тĕлĕнсех кайнă.
- Пĕтĕмпе - 24 пин тенкĕ, - пăшăрханса каласа парать вăл. - Çак укçа маншăн пысăк виçе. Кредитшăн тÿлемелле, ăна Перекет банкĕнченех илнĕччĕ - укçа çук. Банкран хурав илтĕм: манăн карточка çинчи укçа таçта куçса кайнăшăн вĕсем айăплă мар имĕш. Мĕнле-ха апла? Манăн укçа банкри шут çинче пулнă, апла-тăк мĕншĕн банк яваплă мар?
Анна нуши - банк карточкисемпе çыхăннă ултавлă тĕслĕхсен пĕр саманчĕ кăна. Перекет банкĕннипе кăна мар, ытти банк карточкисемпе те улталанаççĕ. Перекет банкĕ пысăк та анлă финанспа кредит учрежденийĕ пулнă май, тен, унăн карточкисемпе çыхăннă ултав нумайрах пуль.
Апла-и, капла-и - иртнĕ эрнере Шалти ĕçсен министерствинче йĕркеленĕ тĕлпулура киберпреступленисем пирки анлă калаçу пулчĕ. Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн представителĕсем те килнĕ. Паллах, Анна Михайлова вĕсенчен тÿрремĕнех ыйтрĕ: манăн эпĕ сире шанса панă укçа çухалнă - çакăншăн эсир яваплă мар-им?
Карточка лайăх та...
ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн пай пуçлăхĕн заместителĕ Евгений Андреев палăртнă тăрăх - банк карточкисемпе çыхăннă преступленисен шучĕ юлашки вăхăтра пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. Çынсем пластик карточкăсемпе усă курнă май сыхлăх мерисене уямаççĕ. Унччен кунашкалли пысăк хуласенче ытларах пулнă, халь вара киревсĕр пулăм ялсене те çитнĕ - Интернет унта та пур вĕт. Пĕлтĕр республикăра сотовăй çыхăну тата Интернет сечĕ урлă пластик карточкăсенчен укçа вăрланин 674 тĕслĕхне шута илнĕ. Çулталăк маларах ку кăтарту 34-па кăна танлашнине шута илсен ÿсĕм калама çук пысăкки куçкĕрет. Кăçалхи цифра тата та пысăкрах пулма пултарать: кăрлачăн 28-мĕшĕ тĕлнех 97 преступление регистрацилеме ĕлкĕрнĕ. Çынсем çухатнă укçан пĕтĕмĕшле виçи 1,3 млн тенкĕрен те иртнĕ.
Мелĕсем - тĕрлĕрен
Преступниксем усă куракан мелсемпе технологисем çĕнелсех пыраççĕ. Юлашки уйăхсенче укçа вăрламалли çакнашкал меслет те вăй илнĕ. СМС килет. Ăна уçсанах ултавçăсемшĕн телефон хуçин банк карточки çинчи укçана вăрламалли май çуралать. Мĕншĕн тесен çав СМС - вируслăскер. Нумай чухне ултавçăсем çынсем панă пĕлтерÿсем тăрăх шăнкăравлаççĕ. Çын сутакан пĕр-пĕр таваршăн карточка çине укçа куçарса пама шантараççĕ те - хайхи тавар хуçи пĕр иккĕленмесĕрех карточка номерне пĕлтерет. Унтан - пароле те...
Канаш районĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм пăру сутма пĕлтерÿ панă - ăна сутăн илетпĕр тесе шăнкăравланă çын шăпах çав мелпе усă курнă, хĕрарăм укçасăр юлнă. Тăвай районĕн çынни вара «Вконтакте» сетьре «юлташ» тупнă. Лешĕ ăна Интернет сетĕнче укçа ĕçлесе илме сĕннĕ. Çакăншăн 4 пин тенкĕ куçарса памалла-мĕн. Укçа куçарнă та - «юлташ» çухалнă.
Шалти ĕçсен министерствин «К» пайĕн пуçлăхĕ Александр Смирнов преступниксем банкăн килтен тухса çÿремесĕрех укçа куçармалли «мобильнăй банкне» ăнăçлă çăварлăхланине палăртать. Пĕлтĕр хуçисем хăйсем хутшăнмасăрах вĕсен банк карточкисенчен укçа куçарнă 454 тĕслĕхе шута илнĕ. Хайхи вируссене пула карточка хуçин телефонĕ çине укçа куçнине пĕлтерекен СМС та каймасть. Çавна май çын хăйĕн укçа çухалнине тÿрех мар, каярахпа тин пĕлет. Ватăсем кăна мар, çĕнĕ технологисемпе туслă çамрăксем те шар кураççĕ.
- Халиччен банк карточкине çухатни те хăрушă мар тесе шутланă, - тет Александр Владимирович. - Пин-код пур вĕт, карточкăна тупакан е вăрлакан ăна пĕлмест, эппин, укçана вăрлаймасть тенĕ. Анчах паян пин-кодсăрах карточка çинчен укçа куçарма пулать. Карточкăн номерĕ, вăл хăçанччен вăйра пулни, хуçин хушамачĕ - çакă та çителĕклĕ. Хăшĕсем хайхи пин-кода манса каясран цифрăсене карточка çинех çырса хуни мĕнешкел хăрушлăхпа çыхăнни пирки калама та кирлĕ мар. Акă мĕншĕн граждансен тивĕçлĕ информацие вăрттăнлăхра тытмалла - ытлашшипех уçă кăмăллă пулни пысăк çухатусемпе çаврăнса тухма пултарать.
Вăл скиммерсем пирки те асăрхаттарчĕ. Ултавçăсем банкоматсем çине камерăсем лартса çынсен пин-кочĕсене «вулаççĕ», çакăн хыççăн укçана вăрласси, паллах, ним те мар. Пĕлтĕр Чăваш Ен полицийĕ çавнашкал мелпе ĕçленĕ ултавçăсен икĕ ушкăнне сиенсĕрлетнĕччĕ.
Хăйсене кирлĕ информацие преступниксем тĕрлĕ майпа тупаççĕ. Сăмахран, Интернетра пĕр-пĕр банкăн суя сайтне йĕркелеççĕ - вăл пăхма чăннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Специалистсем унашкаллине «фишинг» теççĕ. Çапла вара тÿрĕ кăмăллă гражданин укçа куçармашкăн банк сайтне кĕрес тет те - хайхи фишинга лекет. Ăна-кăна тавçăрмасăр унта тивĕçлĕ информацие çырать: карточка номерĕ, телефон, ытти... Ултавçăсене çакă кăна кирлĕ...
Кĕсье телефонне çухатсан та укçасăр юлма пулать. Е тата - телефонăн абонент номерне /sim-картăна/ улăштарсан. Çын телефон номерне «мобильнăй банкпа» çыхăнтарнă тейĕпĕр. Вăхăт иртнĕ май номере улăштарать. Сотовăй оператор вара кайран çав номере урăх çынна парать. «Мобильнăй банк» урлă СМС-пĕлтерÿсем хайхи номерĕн çĕнĕ хуçи патне килме пуçлаççĕ. Вăл тÿрĕ кăмăллă пулмарĕ-тĕк - номерĕн унчченхи хуçин банк карточки çинчи укçапа пĕр чăрмавсăрах усă курма пултарать. Апла-тăк номере улăштарсан «мобильнăй банкри» кăтартусене те пĕр тăхтамасăр çĕнетмелле.
«Сирĕн банк карточкине блокировка тунă» - çакнашкал СМС-пĕлтерÿсем те час-часах килеççĕ. Хыпăнса ÿкнĕ çын çав пĕлтерÿре кăтартнă телефон номерĕпе шăнкăравлать те - линин тепĕр вĕçĕнчи сасă ăна банкомат патне кайма сĕнет. Блокировкăна пăрахăçлама малтан укçана куçармалла иккен... Çапла майпа çухату тÿсекен те сахал мар. «Асра тытăр: пирĕн ĕçченсем нихăçан та клиентсем патне шăнкăравласа вĕсен реквизичĕсене ыйтмаççĕ - пирĕн çав кăтартусем ахаль те пур», - асăрхаттарчĕç Перекет банкĕн представителĕсем.
Тирпейлĕ те тимлĕ пулăр
- Çынсем хăйсене çăмăлттай тытаççĕ, - Анна Михайлова банка айăплама пăхнине хирĕçлесе каларĕ Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управленийĕсенчен пĕрин пуçлăхĕ Евгений Слепенко. - Сăмахран, çыннăн сейф пур-тăк - унăн уççине вăл ют çынна тыттармастех. Анчах банк карточкипе усă курмалли информаципе нумайăшĕ тирпейсĕр. Çапла вара вĕсем ултавçăсене хăйсемех алăк уçса кĕртеççĕ теме пулать. Карточкăна никама та тыттармалла мар. Банкоматран укçа илнĕ чух кнопкăсене пуснă май вĕсене алăпа хупламалла - никам та ан куртăр. Гаджетсене антивирус программипе тивĕçтермелле. Вирус ерсен вĕсем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пуçлаççĕ, хуçи карточка çинчи укçа куçăмне витĕм кÿрейми пулать. Социаллă сетьсенче хăвăрăн телефон номерне, ытти информацие пĕлтермелле мар.
Хăрушлăх пысăккине Александр Смирнов тепĕр тĕслĕхпе те çирĕплетрĕ. Пĕлтĕр пĕр хĕрарăм диван сутма пĕлтерÿ панă. Кĕçех телефон янăранă - шăнкăравлакан укçа куçармашкăн карточка номерне ыйтать. Хĕрарăм кунашкал тĕслĕхсенче çынсем улталанни пирки илтнĕ-ха, анчах унăн карточки çинче нумай укçа пулман - 300 тенкĕ çеç, çавăнпа та шикленсе тăман - ыйтнине каланă. Çакăн хыççăн вара ултавçăсем унăн карточки çинчен кăна мар, банкри темиçе тÿлев шучĕ çинчи укçине те сăптăрса илнĕ - пĕтĕмпе 500 пин тенкĕ патнелле çухатнă.
Апла-тăк, тен, карточкăсем вуçех те кирлĕ мар? Хăшĕсен çак иккĕленĕвне Евгений Викторович татăклăн хирĕçлерĕ: «Автомобильсене пула пайтах çын вилет, анчах çак сăлтавпа çынсем машинăпа усă курма пăрахмаççĕ». Паллах, банк карточкисемпе те усă курма пăрахаймăн - тĕрлĕ операцие питĕ хăвăрт пурнăçлама май пур-çке, чăннипех меллĕ. Сыхлăх кирлĕ - çавă çеç.
ШĔМ представителĕсем вара унран ултава пула куçарса янă укçана банк каялла тавăрса пама пултарасси пирки ыйтрĕç - саккун пур вĕт... Чăнах та, палăртрĕ управлени пуçлăхĕ, саккунпа килĕшÿллĕн тĕрĕс мар куçарнă укçана хуçисем пĕр талăк хушшинче каялла ыйтма пултараççĕ - банкăн çакна тивĕçтермелле. Анчах, шел те, ытларах чухне çынсем улталаннине тÿрех мар, кая юлса пĕлеççĕ çав.
Акă мĕншĕн ШĔМĕн «К» пайĕн пуçлăхĕ татăклăн палăртать:
- Телефона антивируспа тивĕçтерни те 100: хÿтлĕх памасть. Çавăнпа та çынсене карточкăсем çинче пысăк укçа тытма сĕнмĕттĕм. Вĕсемпе вак-тĕвек тÿлевсем валли усă курмалла, пысăк укçана вара банкра ахаль вкладра упрани шанчăклăрах.
Ан йĕр, Анна...
Анна Михайловăпа банк представителĕсен калаçăвĕ вара тавлашу шайнех çитрĕ. Хĕрарăм иккĕленмест: вăл хăйĕн укçине банка шанса панă, эппин, унăн явап тытмалла. Банкирсем хирĕçлеççĕ: палăртнă телефон номерĕнчен хушу килмен пулсан банк унăн карточки çинчи укçана никама та куçарса пама пултарайман. Эппин, СМС килнĕ - укçана çавăнпа куçарнă. Темле вируссем пулнă-тăк - ку банк айăпĕ мар, ĕç-пуçа сотовăй операторпа калаçса татса памалла. Банк представителĕсем Аннăна полиципе çыхăну тытма сĕнчĕç, следстви ĕç-пуçа уçăмлатĕ. Вĕсем банк ĕçченĕсем те ултав çулĕ çине тăма пултарассине хирĕçлемеççĕ - «пирĕн сотрудниксем çапла хăтланнă тĕслĕхсенче банк çухатăва саплаштарать», анчах ку тĕслĕх, вĕсен шучĕпе, урăх ретрен.
Сăмах май, карточкăсем çинчен çухалакан укçана тупма, çынна каялла тавăрса пама пĕртте çăмăл мар - çакна полици те йышăнать. «Мĕн йывăрри? - укçа мĕнле номерлĕ карточка çине е мĕнле телефон çине куçнине палăртмалла та - вĕсен хуçине тупмалла кăна...» - журналистсем çапла калама пăхнине Александр Смирнов хирĕçлерĕ:
- Банк карточкине паян Интернет урлă та туянма пулать - ют ят-хушаматпа. :im-картăсене те сотовăй операторсем çын камне палăртмасăрах сутаяççĕ. Чылай чухне ултавçăсем ĕçкĕçсен, бомжсен ячĕпе илнĕ телефон номерĕсемпе усă кураççĕ. Çавăнпа та вĕсене хайхи номерсем тăрăх кăна тупма май пур тени ытларах чухне тÿрре тухмасть. Çĕршывăн пĕр кĕтесĕнче пулнă май пин-пин километрти ял-хула çыннисене те улталама пултараççĕ - пирĕн ĕç пушшех йывăрланать.
Çавăнпах ĕнтĕ çухату тÿснисене укçине тавăрса панă тĕслĕх нумай мар. ШĔМ представителĕсем сиене саплаштарнипе çыхăннă виçене кăна мар, укçа тавăрса панă тĕслĕхсен шутне те асăнаймарĕç.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментари хушас