Асăрханăр!

6 Çурла, 2020

Çул çинче асăрханар!

Çул çинче асăрхануллă пулмаллине, правилăсене пăхăнмаллине пире шкулта час-часах аса илтереççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри манса каять пулмалла. Ялта пулсан та лавккана кайнă чухне машина килнине туйсан айккине пăрăнатпăр, çул урлă каçнă чухне малтан енчен енне пăхатпăр. Хăшĕ-пĕри вара ним çук пекех çул урлă каçать.

29 Чÿк, 2017

Тилĕ нумайланнă

Юлашки вăхăтра Чăваш Енре тилĕ йышĕ ÿсни куç кĕрет. Уйрăмах вĕсем республикăн кăнтăр районĕсенче алхасаççĕ. Патăрьел районĕнчи хăш-пĕр ялта «чее туссем» килти хушма хуçалăхсем патнех пынин, чăхсене йăкăртса кайни пирки те калаççĕ. Тискер чĕр чунсем çын куçĕ умне курăнма та хăрамаççĕ имĕш…

2 Пуш, 2017

Сыхланакан шар курмасть

Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнче выльăха ерекен хăрушă инфекци чирĕсем тăтăшах тĕл пулаççĕ, çавăнпа вĕсенчен хÿтĕленес ыйту Чăваш Енре те çивĕч тăрать. Мĕншĕн тесен хуçалăх тытса пыракан çын ыттисемпе хутшăнать, вĕсемпе çыхăнса ĕçлет. Çакна кура чир сарăлма пултарать. Чĕрчунсен чир-чĕрĕпе кĕрешессипе йĕркеленĕ правительствăн чрезвычайлă комиссийĕн ларăвĕнче шăпах çакăн çинчен тĕплĕ калаçнă. Ăна ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынă.

9 Нарăс, 2017

Пахалăхĕ тивĕçтерет-ши?

Пахчаçăн каллех канлĕх пĕтрĕ — калча валли вăрлăх туянмалла. Сентре çинчи хутаçсем куçа илĕртеççĕ, суйла кăна темелле. Анчах вăрлăх пахалăхĕ тивĕçтерет-ши? Раççей ял хуçалăх надзорĕн специалисчĕсем вăрлăх туяннă чухне тимлĕ пулма сĕнеççĕ. Сăлтавсăр мар.

Pages