Пахалăхĕ тивĕçтерет-ши?
Пахчаçăн каллех канлĕх пĕтрĕ — калча валли вăрлăх туянмалла. Сентре çинчи хутаçсем куçа илĕртеççĕ, суйла кăна темелле. Анчах вăрлăх пахалăхĕ тивĕçтерет-ши? Раççей ял хуçалăх надзорĕн специалисчĕсем вăрлăх туяннă чухне тимлĕ пулма сĕнеççĕ. Сăлтавсăр мар.
Кăçал çулталăк пуçламăшĕн-чех Шупашкарта пахчаçимĕç культурисен вăрлăхне йĕркене пăсса сутнăшăн административлă явап пуçарма тивнĕ. РФ "Вăрлăх ĕçĕ çинчен" саккунĕпе килĕшӳллĕн /1997 çулхи 149-мĕш саккунĕн 30 статйи\ патшалăх селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртнĕ ял хуçалăх ӳсентăранĕсен вăрлăхне кăна сутма юрать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче суту-илӳре реестра кĕртмен вĕтĕ çарăкăн /редис\ – "скороспелка нежная", "алекс", йӳç кăшманăн — "мурзилка", çарăкăн "дедка" сорчĕсене тупса палăртнă. Валентина Никитина аслă инспектор каланă тăрах — кунашкал йĕркесĕрлĕхе Канаш, Патăрьел тата ытти районти суту-илӳ вырăнĕсенче асăрханă. Кун пек тĕслĕх Шупашкарта уйрăмах нумай. Республикăн тĕп хулинче хутаçри вăрлăха ытларах сутаççĕ. Пĕр усламçă вара реестра кĕртмен, карантин сертификатне илмен /РФ территорийĕнче суту-илӳ тума ирĕк паракан, чир çуккине çирĕплетекен документ\ тавара ярăнтарнă.
Суту-илӳре патшалăх реестрне кĕртмен тата сортлăхне, шăтаслăхне палăртман вăрлăха час-часах асăрхама пулать. Чăваш Республикинче 2016 çулта ку енĕпе 74 тĕрĕслев ирттернĕ, саккуна пăснă 61 тĕслĕх тупса палăртнă. Çав шутра 55-ĕшĕ вăрлăх сутнипе çыхăннă. 2015 çулта инспекторсем тĕрĕслеве 183 хут тухнă. Йĕркене пăхăнман 146 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.
2920,8 тонна ял хуçалăх культурисен вăрлăхне тĕрĕс-ленĕ, йĕркене пăснăшăн 54 протокол çырма, 55 йышăну кăларма тивнĕ.
Хăш-пĕр чухне документра кăтартни те тӳрре килмест иккен. Хут çине çырнине çирĕплетме лабораторире 155 проба тĕпченĕ хыççăн /пурĕ 523,2 тонна\ 35,6 тонни тасалăхпа тата шăтаслăхпа тивĕçтермен.
Вăрлăх туянасси — яваплă ĕç. Пахалăхсăрри лексен тухăçсăр юлма пулать. Специалистсем ăна ятарлă лавккасенче илме сĕнеççĕ. Сутуçăн кашни парти тĕлĕшпе ятарлă сертификат пулмалла. Вăл — тавар хăрушсăрлăхĕн, пахалăхĕн гаранчĕ. Унта культура ячĕ, сорчĕ, парти номерĕ тата ытти информаци пур. Çакна ан манăр: сертификатра тата вăрлăх пакетĕнче кăтартнисем пĕр пек пулмалла. Вăрлăх хутаçĕсем çинче хатĕрлесе кăларакана, унăн адресне, телефонне, культура, сорт ячĕсене, стандарт паллине /ТУ\, парти номерне, йывăрăшне /грамм\ е шутне, усă курма юрăхлă вăхăтне кăтартмалла.
Сортсене патшалăх реестрĕнче регистрациленипе кăсăкланăр. Интернетри адресĕ — www.qossort.com. Çавăн пекех фитосанитари докуменчĕсем пуррине те ыйтăр.
Надежда Васильева,
Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Чĕмпĕр облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕ.
Комментари хушас