Асăрханăр!

7 Пуш, 2015

Урнă тилĕ никамран та хăрамасть

Пирĕн тăрăхра уртаракан чир сарăлни сисчĕвлентерт. Усал çак хыпар Мускава та çитнĕ. Ахальтен мар чăваш тиллисем çинчен çĕршыв шайĕнче калаçаççĕ, республикăри лару-тăрăва тишкереççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлура та çакăн тавра сăмах пуçарнă, ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме ыйтнă.

28 Нарăс, 2015

Сывă тилĕ яла пымасть

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн эксперчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, уртаракан чиртен çулсерен тĕнчере 55 пин çын пурнăçран уйрăлать. Вăтамран кашни 10 минутра - пĕр çын. Çак амака 167 çĕршывра шута илнĕ.

Раççейре кăрлач уйăхĕнче кăна çак чирпе аптăранă 204 тĕслĕхе шута илнĕ. Чи нумаййи - кÿршĕллĕ Тутарстанра. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн регионта чĕрчунсем çынсене çыртнă 3201 тĕслĕх пулнă, тискер чĕрчунсем - 64.

14 Нарăс, 2015

Ӳсĕрнĕ хыççăн алă çумалла

Раççейĕпех, çав шутра пирĕн республикăра та, юлашки вăхăтра ОРВИ тата грипп чирĕсемпе аптăракансен йышĕ ӳссех пырать. Вирус инфекцийĕ уйрăмах ачасене, çав йышра тин çуралнисене те, хăвăртах лекме пултарать.

«Грипп тата ОРВИ вирусĕ тĕрлĕрен. Лаборатори тĕрĕслевĕ кăна тĕрĕс пĕтĕмлетӳ тума пулăшать. Тĕслĕхрен, грипп 50 тĕрлĕ вирусне тупса палăртнă», - ăнлантарать республикăри Роспотребнадзорăн тĕп специалисчĕ Александр Баранкин.

4 Авăн, 2014

ГРАДУСНИК ÇĔМĔРĔЛЧĔ...

1. Чÿречесене уçмалла, алăксене хупмалла. Ачасене, чĕр чунсене пÿртрен илсе тухмалла.

2. Сывлав органĕсене хÿтĕлеме çăварпа сăмсана шывпа йĕпетнĕ марля çыхăпа хупламалла, алăсене резина перчетке тăхăнмалла.

3. Ртутĕн пĕчĕк шарикĕсене пластырьпе е скотчпа пухмалла. Хушăка лекнисене шприцпа е резина грушăпа /вĕсене те кайран кăларса пăрахмалла/ сăрăхтарса илмелле.

4. Пухнă ртуте çурри таран шыв тултарнă банкăна е пластик кĕленчене ямалла. Банкăна тÿрех хупăлчапа çăтă хупмалла, кĕленчене - пăкăпа.

Pages