Урнă тилĕ никамран та хăрамасть
Пирĕн тăрăхра уртаракан чир сарăлни сисчĕвлентерт. Усал çак хыпар Мускава та çитнĕ. Ахальтен мар чăваш тиллисем çинчен çĕршыв шайĕнче калаçаççĕ, республикăри лару-тăрăва тишкереççĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлура та çакăн тавра сăмах пуçарнă, ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме ыйтнă.
...Нумаях пулмасть Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкассинчи пĕр хуçалăха каçхине тилĕ пырса кĕнĕ. Малтан индокăвакала çинĕ, унтан чăхха ярса тытнă вăл. Сас-чĕве илтсе картишне кил хуçи тухнă. Арçын сăтăрçа алăпах тытса кролик читлĕхне хупса лартнă. Республикăри ветеринари лабораторийĕнче ирттернĕ тĕпчев вăрман чĕрчунĕ урнине палăртнă.
Çав тăрăхри Мисчĕре тилĕ сăнчăрти йытта тапăннă. Ку хутĕнче те чирлĕскер никамран та хăраман. Кил хуçи чĕнмен хăнана патакпа çапса вĕлернĕ.
Шупашкар районĕчи Вăрăмту ялĕнче те урнă тилĕ кушака çыртнă. Хăй картишĕнчен тухса тарнă. Кăштахранах хуçисем кушакăн куçĕ пÿрленнине асăрханă та ветеринартан пулăшу ыйтнă. Анчах тилĕпе вăй виçнĕскер килти çамрăка тата тепĕр кушака чăрмалама ĕлкĕрнĕ.
Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин сайчĕ куллен çĕнĕ хыпарпа тулсах пырать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 3-мĕшĕ тĕлне чир пуçаракан 20 чĕрчуна шута илнĕ /вĕсенчен 17-шĕ - тилĕ/. Пĕлтĕр 15 тĕслĕх пулнă. Хальхи вăхăтра çак служба ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле килсĕр чĕрчуна тытассине йĕркелесе пырать.
Алексей Спиридонов ветеринар патшалăх учрежденийĕнче кашни йытă валли уйрăм карточка уçмаллине аса илтерет. Шута илнĕ май чĕрчунăн сывлăхне тĕрĕслĕç, кирлех пулсан ăна прививка тăвĕç.
Чăваш Республикинче ытларах чухне чирлĕ тилĕ шар кăтартни паллă. Ăна пула вирус вăрмантан яла пырса кĕрет.
ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби йĕркеленипе 2000-2004, 2007-2008 çулсенче тилĕ пурăнакан вырăнсенче апатпа пĕрле вакцинăсем хурса панă. Пурпĕрех çакă курăмлă витĕм кÿмен. 2011-2013 çулсенче хăватлăрах вакцинăпа усă курма пуçланă. Сăмах май, вăл пур чĕрчунпа кайăкшăн та сиенсĕр. Çапах чире тĕппипех çĕнтерме май килмен. Пĕлтĕр ăна туянмашкăн федераци бюджетĕнчен укçа уйăрман. Специалистсен шухăшĕпе, чир сарăлни тилĕсене вакцинацилеменнипе те çыхăнма пултарнă.
Уртаракан чир çулталăкăн уйрăм тапхăрĕнче уйрăмах алхаснине палăртмалла. Юлашки тăватă çулта, сăмахран, февраль-март уйăхĕсенче тата октябрьте вирус вăй илнĕ. Çакăн сăлтавĕ ансат: çанталăк ăшăтма пуçласан чĕрчун пĕтĕçет, кĕркунне вăйланнă çамрăк ăру пĕр çĕртен тепĕр вырăна куçма пуçлать.
ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин пуçлăхĕ Владимир Кузюков февралĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 16-мĕшĕччен тилĕ тата кашкăр йышне чакарас тĕллевпе ятарлă мероприятисем йĕркелесси çинчен каласа кăтартрĕ. Чĕрчуна саккун хирĕçлемен кирек мĕнле мелпе те тытма юрать. Малтан, паллах, сунара тухма ирĕк илмелле.
Владимир Николаевич вăрманта асăрханулăх çинчен манмалли марри çинче чарăнса тăчĕ. Тилĕ-кашкăра тĕрĕслемешкĕн ветстанцие леçмелле.
Республикăри тилĕ йышне март-апрельте палăртĕç. Владимир Кузюков хăш-пĕр районта урнă тилĕ тытнăшăн укçа пама тĕллев тытнине палăртрĕ. Лару-тăрупа кăсăкланса Муркаш районĕпе çыхăнтăмăр. Администрацин экономика пайĕн ĕçченĕсем ăнлантарнă тăрăх, вĕсем пĕлтерĕшлĕ çак ыйтăва хускатнă. Анчах хальлĕхе ку тĕллевпе хыснаран укçа уйăрман. Малашнехи пирки калама тăхтарĕç.
Çапах та сунарçăсем мĕншĕн тилĕ сахал тытаççĕ? Хĕрарăмсем модăран юласшăн мар - шашкă, мутон... çи-пуçĕ тăхăнаççĕ. Çавăнпах тилĕ кĕрĕкĕпе калпакĕ çĕлеттеркен çукпа пĕрех. Апла тăк, паллах, унăн тирĕ йÿнĕ.
Республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн тухтăрĕсем Иван Зайцевпа Евгений Работаев чирлĕ чĕрчун çыртсан çийĕнчех тухтăрпа çыхăнмаллине аса илтереççĕ. Вăл урнине хирĕç прививка тăвĕ. Унсăр пуçне сурана супăнь шывĕпе çумалла, йод сĕрмелле.
Вирус сарма пултаракан килти чĕрчуна тÿрех тĕп тума юрамасть. Ăна 10 кунлăха хупса сăнамалла. Енчен те вăл сывах тăк - 3 хут прививка туни çителĕклĕ. Чирлĕ чĕрчуна çийĕнчех вĕлерме тивет. Вирус лекнĕ çынна чĕрчун çыртнă хыççăн 14-мĕш, 30-мĕш, 90-мĕш кунхине татах укол тăвĕç.
Марина ГРИГОРЬЕВА.