Комментари хушас

28 Нарăс, 2015

Сывă тилĕ яла пымасть

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн эксперчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, уртаракан чиртен çулсерен тĕнчере 55 пин çын пурнăçран уйрăлать. Вăтамран кашни 10 минутра - пĕр çын. Çак амака 167 çĕршывра шута илнĕ.

Раççейре кăрлач уйăхĕнче кăна çак чирпе аптăранă 204 тĕслĕхе шута илнĕ. Чи нумаййи - кÿршĕллĕ Тутарстанра. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн регионта чĕрчунсем çынсене çыртнă 3201 тĕслĕх пулнă, тискер чĕрчунсем - 64.

Владимир Матвеев аслă инспектор каланă тăрăх, чир сарăлнăшăн тилле айăпламалла: «Сывă тилĕ нихăçан та çынсем патне тухмасть. Чирлисем çынсенчен пулăшу кĕтеççĕ ахăр. Анчах та виличчен инкек кăтартма та ĕлкĕреççĕ. Вĕсенче хăйсене упраса хăварас туйăм çухалать, пĕр шиксĕр тапăнаççĕ вара».

Çĕрпÿ районĕнче, сăмахран, пĕр вырăна асăннă чĕрчун иленнĕ. «Федерацин Айăплава пурнăçлакан службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Сиплевпе ĕçлесе юсанмалли 7-мĕш учреждени» ФКУ территорине пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче тилĕ пырса кĕнине пула карантин йĕркине çирĕплетнĕччĕ. Кăçал тискер çав чĕрчун каллех çав вырăнта курăннă. Курăннă кăна-и? Асăннă учрежденин ĕçченне тапăннă. Телее, учрежденин питомникĕнчи 23 йытта та прививка тунă. Анчах, шел те, ял çыннисем пурте сыхлăх пирки ас тумаççĕ-тĕр. Çĕрпÿ районĕнчи Патăръел салинче тилĕпе çапăçнă йытă та, унăн çури те вилнĕ. Хуçисем вилене çырмана кайса пăрахнă. Хыççăн ветеринари специалисчĕсене чĕннĕ. Тĕрĕс утăм! Ытти çулсенче чĕрчун виллисене хăйсем тĕп тума хăтланнă тĕслĕхсем те пулнăччĕ. Анчах та капла тума юрамасть! Тĕрлĕ чир сарăлассинчен сыхланас тесен вилле лабораторире тĕпчемелле. Кун хыççăн тин тĕп тума юрать.

Чирлĕ чĕрчун çыртнипе е унăн сĕлеки сурансем çине лексен ерет ку мур. Урнă чĕрчун канăçсăр, хаярланать, унăн сĕлеки юхсах тăрать, утти улшăнать. Вăл çиме-ĕçме пăрахать, çиме юрăхсăр япаласене çăтма пуçлать. Кун хыççăн чирлĕскер шăнăр туртнипе асапланма тытăнать, ăна шалкăм çапать те вăл вилет. Çавăнпа та сад-пахчана е кил хушшине тискер чĕрчун килсе кĕрсен, выльăхсем хăйсене ытти чухнехинчен урăхла тытма пуçласан ветеринари специалисчĕсемпе çыхăнмаллах.

Питрен, пуçран, мăйран, ал-ураран çыртни уйрăмах хăрушă, мĕншĕн тесен кĕлеткен çак пайĕсенче нервсен вĕçĕсем вырнаçнă. Çавна май вирус тĕп нерв тытăмĕнче хăвăртрах сарăлать. Асра тытăр: чир паллисем палăрма пуçласан ăна çĕнтерме йывăрланать е пачах та май юлмасть. Çавăнпа та мура пуçламăш тапхăрта палăртса сипленни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чĕрчунсем çыртсан сурана тухтăрсене кăтартни хăвăр сывлăхшăнах лайăх. Çийĕнчех прививка тунине нимĕн те çитмест.

Чĕрчунсенчен час-часах ачасем шар кураççĕ. Çавăнпа та вĕсене ирĕкри кушак-йытăран аякран иртмеллине ăнлантармалла.

Килти выльăха вăхăтра прививка туни çак чиртен сыхланма май парать. Етĕрне районĕнчи Кăташ ялĕнче 2014 çулхи утă уйăхĕнче шăпах çакă çăлса хăварнă та инкекрен. Унта пĕр хĕрарăм лупаса пырса кĕнĕ тилле хăех сенĕкпе чиксе вĕлерме вăй çитернĕ. Кун хыççăн ялти выльăхсене тепĕр хутчен прививка туса тухнă. Етĕрне хулинче пурăнакан арçын вара йытă пÿлĕмĕнче ларакан тилле курсан тÿрех ветеринари службине шăнкăравланă, полицейские чĕнсе илсе чĕрчуна персе вĕлерттернĕ. Йĕрхкассисем вăрман хăнине лупаса хупса лартнă. Кун хыççăн сунарçăна чĕнсе илнĕ. Куславкка хулинче те тилле гаража питĕрсе хăварнă хыççăн кирлĕ çĕре шăнкăравланă. Ĕç-пуç Куславккари И.Е.Виноградов ячĕллĕ райбольница территорийĕнче пулса иртнĕ. Гаражра дезинфекци туса ирттернĕ.

Тилĕ - хитре чĕрчун. Ăна шел те пек. Шупашкар районĕнчи Лапсар çынни те çÿп-çап купи контейнерĕ тĕлĕнче асăрханăскерне пĕрле илсе кайнă. Юрать-ха тилĕ хăйне лăпкă тытнă. Çапах арçын 112 номерпе шăнкăравласа пĕлтернĕ. Веттухтăрсем килсен те чĕрчунпа сыв пуллашма килĕшмен çакскер. Уртаракан чир пирки ăнлантарнă хыççăн тин вăхăтлăх изолятора хупма килĕшнĕ. Тепĕр куннех вилсе кайнă тилĕ. Лаборатори тĕпчевĕ вăл чирлине çирĕплетнĕ.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.