ГРАДУСНИК ÇĔМĔРĔЛЧĔ...

1. Чÿречесене уçмалла, алăксене хупмалла. Ачасене, чĕр чунсене пÿртрен илсе тухмалла.

2. Сывлав органĕсене хÿтĕлеме çăварпа сăмсана шывпа йĕпетнĕ марля çыхăпа хупламалла, алăсене резина перчетке тăхăнмалла.

3. Ртутĕн пĕчĕк шарикĕсене пластырьпе е скотчпа пухмалла. Хушăка лекнисене шприцпа е резина грушăпа /вĕсене те кайран кăларса пăрахмалла/ сăрăхтарса илмелле.

4. Пухнă ртуте çурри таран шыв тултарнă банкăна е пластик кĕленчене ямалла. Банкăна тÿрех хупăлчапа çăтă хупмалла, кĕленчене - пăкăпа.

5. Урайĕнчи, кавир çинчи ртуте икĕ хут листипе пĕр-пĕрин патнелле куçарса пымалла, пĕчĕк шариксем пысăк пĕр шарике пĕрлешме пултарччăр.

6. Ртуте пĕтĕмпех пухса савăта ярсан урайне марганцовка е хлор шĕвекĕпе çумалла. Унтан урай çунă татăка, çыхха, перчеткесене, шприца, грушăна, хут листисене, пластыре, скотча плиэтилен хутаçа хурса лайăх çыхмалла та çÿп-çап контейнерне кăларса пăрахмалла.

7. Çăтă хупнă ртутьлĕ савăта ăçта леçмелли пирки МЧСа шăнкăравласа пĕлме пулать.

Мĕн тума юрамасть

  • Ртуте пухма шăпăрпа е щеткăпа усă курмалла мар. Шăпăрпа вĕтетсе тултарнă шариксене кайран пухма май çук.
  • Пылесоспа тасатма ан хăтланăр. Ку ртуте пĕтĕм пÿлĕм тăрăх сапалать. Кайран тасатма май çук пылесоса та кăларса пăрахма тивет.
  • Пухнă ртуте çÿп-çап вырăнне тăкма юрамасть. Вăл пăсланса 6 пин тăваткал метр сывлăша варалама пултарать, сывлăха пысăк сиен кÿре

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.