НАРĂС УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

3 Нарăс, 2016

Шыв тăкан паллин пĕрремĕш çĕнĕ уйăхĕнче нарăсăн 8-мĕшĕ тухăç календарĕ тăрăх Хĕрлĕ Упăте çулталăкĕ пуçланать. Çак уява нумай çĕршывра анлă паллă тăваççĕ, асăннă кун тĕнчери çынсене ырăлăх, телей сунса кĕлĕ вулаççĕ. Эсир те çак кун шайлашулăхне виçесĕр çисе, алкоголь ĕçсе ан пăсăр. Йĕркене пăхăнни уйăх туличченхи нарăсăн 22-мĕшĕ тапхăрта вăй-халпа энерги çителĕклĕ пухма пулăшĕ. Уйăх вĕçĕ сире ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме ятарлă кун парнелĕ.

Сурăх /Овен/

Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕ - сывлăха çирĕплетме лайăх вăхăт. Уçă сывлăшра ытларах пулмалла, гимнастика, шыв процедурисем тумалли çинчен манмалла мар. Уйăх вĕçĕнче энерги ытларах кирлĕ пулать, час-часах хумханни вара пуçа ыраттарма, ĕçлес хавхаланăва чакарма пултарать.

Вăкăр /Телец/

Вăкăрсем нарăс уйăхĕнче хăйсем валли хăйсем йывăрлăхсем шухăшласа кăлараççĕ, çав шутра хăйсенне çук чирсем те тупаççĕ. Сăлтавĕ вăрах чир вĕрĕлнинче пулма пултарать. Çĕнĕ чирсем шырамалла мар, киввинчен çине тăрсах сипленмелле.

Йĕкĕреш /Близнецы/

Йĕкĕрешсем нарăс уйăхĕнче хăйсене лайăх туяççĕ, çавăнпа тухтăр патне пулăшу ыйтма каясси çинчен пачах шухăшламаççĕ. Анчах хĕл варринче вĕсен организмĕ витаминсем çитменнине туйма пуçлать. Рациона чĕрĕ улма-çырла, петрушка, укроп, сельдерей кĕртмелле.

Рак

Нарăс - Раксен сывлăхĕшĕн лайăх уйăх мар. Кирек мĕнле пăлхану та организмри ылмашăну ĕçĕсене, вăй-хал ĕçĕ чĕре мышцине япăх витĕм кÿреççĕ. Çавăнпа асăрхануллă пулни вырăнлă: çанталăка кура тумланмалла, пĕрле улăштарса тăхăнмалли пушмак чиксе çÿремелле. Уйăх вĕçнелле Раксем хăйсене чылай лайăхрах туйма пуçлаççĕ. Ку вĕсене активлă пурăнма пулăшать.

Арăслан /Лев/

Кăрлачра сывлăхĕ лайăхах пулман Арăслансем хĕл варринче вăй-хал ÿснине туяççĕ. Вĕсем çынсемпе хаваспах хутшăнаççĕ, ырă кăмăлпа палăрса тăраççĕ. Анчах вĕсене çак лăпкăлăхран çемьери кăлтăксем кăна мар, прессăри, телекăларăмри япăх хыпарсем те «вăратма» пултараççĕ. Арăслансене кашни кун уçăлса çÿрени, сывлав гимнастики туни, шыв процедурисем усăллă.

Хĕр /Дева/

Нарăс уйăхĕнче Хĕрсем ĕç-хĕле пуçĕпех путаççĕ. Çавна май çителĕксĕр канни тата апатлану йĕрки пăсăлни нерв тытăмĕ хавшасси патне илсе çитерме пултарать. Çирĕп кун йĕркипе тутлăхлă апатлану кăна Хĕрсене нарăсра сывлăх япăхасран упраса хăвараççĕ.

Тараса /Весы/

Сивĕпе çил-тăмана пăхмасăр Тарасасем нарăс уйăхĕнче çуркунне çывхарнине туяççĕ. Килĕштернĕ япаласене туяннипе хавхаланни вĕсене сывлăха шайлашура тытса тăма пулăшать. Анчах асăрхануллă пулмалла, çанталăка кура тумланмалла, унсăрăн чир çапса ÿкерме пултарать.

Скорпион

Нарăс уйăхĕнче Скорпионсем вĕчĕрхенÿллĕ, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма йывăр. Хăйĕнпе тата таврари çынсемпе кăмăлсăр пулни сывлăхĕшĕн те сиенлĕ. Ăна килти ĕçсенчен вăхăтлăха хăтарăр. Скорпионсене сывлăхне йĕркере тытса тăма шыв процедурисем, йĕркеллĕ апатланни, уçă сывлăшра гимнастика туни пулăшаççĕ.

Ухăçă Стрелец

Ухăçăсен сывлăхĕ йĕркеллех, ку вĕсене активлă пурăнма май парать. Инфекци ернипе вырăн çинче сипленме тивсен те чир шала каймĕ. Çавăнпа килти мелсемпе сипленсен лайăхрах. Ухăçăсен çĕнĕ йышши эмелсем ĕçмелле мар - вĕсем япаласен ылмашăнăвне пăсма пултараççĕ.

Ту Качаки /Козерог/

Ту качакисен сывлăхĕ вĕсен консервативлăхне тата кутăнлăхне пула хавшама пултарать. Сунас кăна-ха тесе вăхăтра сипленмесен - бронхит аталанма, вăхăтра апатланмасан вар-хырăм ĕçĕ пăсăлма пултарать.

Шыв тăкан Водолей

Хĕл варри - критикăллă тапхăр. Шыв тăкансен çуралнă кунĕччен пĕр уйăх маларах организмра энерги сахалланма пуçлать. Ытлашши туйăмлă пулни, нумай ĕçлени, хими эмелĕсем, алкоголь ĕçни çулталăк тăршшĕпех япăх витĕмсемпе палăрма пултараççĕ. Çуралнă кун хыççăн Шыв тăкансен вăй-халĕ хăвăрт таврăнать, ку вĕсене активлă пурнăç йĕркипе пурăнма пулăшать.

Пулă /Рыбы/

Ĕç нумаййине пăхмасăрах сывлăха лайăхлатас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулăр, ăна витĕмлĕрех пулăшма тăрăшăр. Нарăс уйăхĕнче лăпланнă пек туйăнакан вăрах чирсем те ытлашши пăлханнипе тата нумай ĕçленипе вĕрĕлме пултараççĕ. Нервсене пăлхатма пултаракан лару-тăруран май килнĕ таран пăрăнмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.