“Профессие улăштарассăм çук”

2 Нарăс, 2016

Канаш районĕнчи выльăх чирĕпе кĕрешекен станци коллективĕ юлашки çулсенче палăрмаллах çамрăкланчĕ. 28 ветврачран 4-шĕ /14%/ 30 çула çитмен. Шел те, йышра каччăсем çук. Анчах хĕрсем ял хуçалăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ специальноçа суйласа илни ырă та пархатарлă. Иван Павлов академик: "Тухтăр - çынна, ветеринар этемлĕхе сыватать", - тенĕ. Выльăх чирĕ палăрсан кĕтÿре сарăласран унăн çулне пÿлни, профилактика мероприятийĕсене тăтăшах ирттерни халăха экологи енчен таса аш-какайпа тата унран хатĕрленĕ çимĕçпе тивĕçтерме май парать. Ĕçĕнчи малтанхи утăмĕсемпе паллаштарма çамрăк специалистсене "Хыпар" тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Екатерина КОЗЛОВА: "2009 çулта Хусанти Н.Э.Бауман ячĕллĕ патшалăх ветеринари академийĕ хыççăн тăван Канаш хулинех таврăнтăм. 4-мĕш курс хыççăн Уçырмари ветучастока практикăна пырсан суйласа илнĕ специальноç ытларах та ытларах килĕшнĕрен хама тантăшсем пек е юриста, е медицина енĕпе кайманшăн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. Ветучасток ертÿçи Тамара Гаврилова ырă сĕнÿпе нумай пулăшрĕ. Çакна аван туйса илтĕм - аслă пĕлÿллĕ пулсан та ĕçре пĕлмелли нумай иккен. Çавăнпа пушă вăхăт тупăнсанах ăслăлăхри çĕнĕлĕхсемпе паллашатăп, нумай вулатăп. Мăшăрăм та манашкалах выльăх тухтăрĕ, академире унпа пĕрле вĕрентĕмĕр".

Светлана ЕГОРОВА: "Канаш районĕнчи Атнаш шкулĕ хыççăн бухгалтера вĕренес кăмăлăм пурччĕ. Анчах тăвансем ветеринар пулма сĕнчĕç. Халĕ вĕсене итленĕшĕн савăнатăп çеç. Тĕрĕссипе, выльăх-чĕрлĕхе мĕн пĕчĕкрен юратса ÿсрĕм. Ĕне касăвне хаваспах каяттăм. 2011 çулта Вăрнарти ял хуçалăх техникумне пĕтертĕм. Халĕ Кăшнаруйĕнчи ветпункт заведующийĕнче вăй хуратăп. Светлана Васильева санитаркăпа килĕштерсе ĕçлетпĕр. Ултă яла çитетпĕр. Хăш чухне пире халăх ĕç пăрахсах кĕтет. Шалу вăхăтра тÿлеççĕ. Эпĕ унпа кăмăллă".

Кристина ЕФРЕМОВА: "Эпĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен виçĕмçул вĕренсе тухрăм. Çав çулах утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче районти ветстанцие ĕçе вырнаçрăм. Канашра çитĕннĕрен унта хула транспорчĕпе темиçе минутрах çитетĕп. Ветстанци пуçлăхĕ Михаил Борисович Кошкин лайăх çын, çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕпе, кулленхи пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать. Чылай отрасльте ял хуçалăхĕнче вăй хуракансенчен шалу ытларах илнине пĕлетĕп. Апла пулсан та чун суйланă профессие нихăçан та улăштарассăм çук. Мĕншĕн тесен пурнăçра ветеринартан лайăхрах ĕç тек курмастăп”.

Мария ТИМОФЕЕВА: "Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче аттепе аннене выльăх пăхма пулăшсах çитĕнтĕм. Килтисем чукун çул çинче ĕçлетчĕç. Мана та хăйсен енĕпе пĕлÿ пухма ярасшăнччĕ. Килĕшмерĕм. Ара, выльăх-чĕрлĕхе юратнине чунпа туятăп-çке. Çитменнине, пирĕн ялти чылай çамрăк ветеринара вĕреннĕ. Эпĕ те Катя Козлова пекех Хусанта аслă пĕлÿ илтĕм. Канаш районĕнчи Сиккассинчи ветучастока дипломлă пулнăранпа çур çул ытларах çеç ертсе пыратăп. Любовь Сергеева ветфельдшерпа пĕрле ял хуçалăх предприятийĕн, пĕр фермерăн тата 7 ял çыннин выльăхĕсем ан чирлеччĕр тесе тăрăшатпăр”.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.