Виççĕмĕш хут шанчĕç

2 Нарăс, 2016

Владимир Николаев Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа кăрлач уйăхĕнче 12 çул çитрĕ. Çак ялтах çитĕнсе тымар янăскерне вырăнти халăх лайăх пĕлет, унăн ырă та пархатарлă ĕçне пысăка хурса хаклать. 2005, 2010 çулсенчи суйлавра ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Шелттемре, Маякра, Çĕнĕ Вăрăмпуçра, Кашкăрçырминче, Кивĕ Шелттемре пурăнакансем уншăн пĕр шухăш-кăмăлпа хăйсен сассине пачĕç. Пĕлтĕр те çак чыса вăлах тивĕçрĕ.

Владимир Германовичăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Вăл сакăр класс хыççăн Шупашкарти энергетика техникумĕнче ăс пухнă, çарта пулнă. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă хушăрах Мускаври технологипе управлени институтĕнче куçăнсăр майпа аслă пĕлÿ илнĕ.

Халăхшăн тăрăшнине район администрацийĕн вăл çулсенчи ертÿçисем, ентешĕсем вăхăтра асăрханă. Пĕрисем ял тăрăхĕшĕн вăй хума сĕннĕ, теприсем сĕнĕве ырласа йышăннине суйлавра çирĕплетнĕ.

- Канашра ĕçленĕ чухне хĕллехи çил-тăманра автобус 2-3 кун çÿременни те пулнă. Вара Маяка çити çуран утаттăмăр. Çавăн чухне çуралнăччĕ те çул хĕррипе йывăç-тĕм лартас шухăш, - терĕ Владимир Германович. - Çуркунне ĕмĕте çамрăксемпе пурнăçларăмăр. Халĕ çил-тăманра çула юр хÿмест.

- Эпĕ Владимир Германовича лайăх пĕлетĕп. Вăл - чăн-чăн пуçаруçă. Ĕçе тытăнсан вĕçне çитеретех,- хак пачĕ район администрацийĕн манпа пĕрле çула тухнă Валерий Долгов тĕп специалист. - Вырăнти бюджет укçи çитмен чухне ăна усламçă пиччĕшĕ Николай Германович нумай пулăшать.

Предпринимателĕн ырă кăмăлне пула Çĕнĕ Шелттемре 300 пине яхăн тенкĕ тÿлесе урама ферма патне çити хытă сийлĕ çул тума проект хатĕрленĕ. Вăл экспертиза витĕр ăнăçлă тухнă. Кăçал пурнăçа кĕмелле. Усламçă витене тĕпрен юсаса выльăх ĕрчетесшĕн.

- Ку ял тăрăхĕнче юлашки 12 çул хушшинче таса шыв ыйтăвне татса панă ĕнтĕ, - калаçăва малалла тăсрĕ Валерий Васильевич. - Халиччен усă курман çĕр лаптăкĕсене йăлтах пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Пĕлтĕр çу уйăхĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне халалласа пысăк палăк уçрĕç, тавралла карта тытрĕç.

- Чăнласах пысăк ĕç турăмăр. Таисия Иванова библиотекарь та пулăшрĕ. Ку таранччен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 5 ялтан 350 çын тухса кайнă тесе пурăнаттăмăр. Архивсенче тĕпчевсем ирттерсен фронтра 529 çын пулни палăрчĕ. Вăрçă пуçланнă кун хăшĕсем çарта е урăх регионта пулнă, унтанах фронта кайнă, анчах пирĕн ентешсемех-çке. Вĕсен ятне епле манăн! Гранит плита çине пурин ятне те çыртăмăр, - çирĕплетрĕ Владимир Германович. - Хальхинче те Николай Германович пулăшрĕ.

Ял тăрăхĕнче культура, спорт мероприятийĕсем час-часах иртеççĕ. 400 пин тенкĕ грантпа Çĕнĕ Шелттемри 200 çын вырнаçакан клуба йăлт хăтлăлатнă. Халĕ Шупашкар артисчĕсем килсех тăраççĕ. Вырăнта та пур пултарулăх ăстисем. Клуба çутçанталăк газĕпе ăшăтнăран репетицисем ирттерме меллĕ. Аслă классенче вĕренекенсене те явăçтараççĕ. Шкул спортзалĕ 17-20 сехетсенче кулленех уçă. Юрашан хывакан йĕлтĕр йĕрне ир-каç прожектор çутатать. Йĕлтĕр спортне кăмăллакансем мăшăр йĕре таврари вăрманта та хываççĕ. Мĕнешкел ырă та илемлĕ тарăн ыйха путнă хĕллехи вăрманта!

- Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан Владимир Германович ăмăртусенче хăй тĕслĕх кăтартать, - терĕ Валерий Долгов. - Спортăн волейбол, футбол, йĕлтĕрпе чупас,шывра ишес, ытти ене те килĕштерет. Ăста сунарçă та вăл. Çавăнпа аслă ÿсĕмрисемпе çеç мар, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе хăвăрт тупать.

Ĕçне кура - хисепĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи раштавăн 15-мĕшĕнчи 204-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхне Владимир Германович Николаева "Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн” Мухтав паллипе чысланă.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.