Чăваш Ен ĕçне лайăх хак панă

2 Нарăс, 2016

Владимир Путин Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Президента регионти социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев 2015 çула республика тивĕçлĕ кăтартусемпе вĕçленине палăртнă: «Эпир тупăш пайне малтан пăхнинчен 1,8 хут ытларах тултартăмăр, ку вăл Чăваш Республикин пĕрлехи бюджечĕ, 44 млрд та 364 млн тенкĕпе танлашать».

Михаил Васильевич республикăра «çу уйăхĕнчи» указсен кăтартăвĕсем пурнăçланса пынине çирĕплетнĕ: «Педагогсен, медицина ĕçченĕсен, вăтам, кĕçĕн медперсоналăн ĕç укçи «çул-йĕр карттин» индикаторĕсене тивĕçтерет».

Михаил Игнатьев çавăн пекех республикăри тĕп демографи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă: «4 çул ĕнтĕ демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăру лайăх, нумай çул пурăнакансен йышне эпир халĕ комплекслă хаклама пуçларăмăр. Юлашки 5 çула илсен Чăваш Республикинче нумай çул пурăнакансен йышĕ 4910 çын ÿснĕ. Çакă 2010 çул шайĕнчен 37 процент ытларах. 64 çын 100 çулран иртнĕ. Ÿсĕм 18 процентпа танлашать».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх - республикăра пурăнакансене инçете каймасăрах паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе курăмлă ĕçлеççĕ. «Хăвăрăн Çырăвăрта фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвас енĕпе лартнă тĕллев пирки çакна каламалла - пуçламăш медицинăна эпир тимлĕхсĕр хăвармастпăр. Юлашки 2 çул çурă тапхăрта 100 фельдшерпа акушер пункчĕ турăмăр. Вĕсем, «чăх ури» çинче лараканнисем, 525 пулнă. Сивĕ вăхăтра унта 10 градусчĕ, пирĕн ветерансем тарăхатчĕç. Эпир çав пунктсене пăсса çĕннисене çĕклерĕмĕр. Медицина оборудованийĕ вырнаçтарнине, ăшă панине илсен /газ кĕртнĕ эпир/ 2,5-3 млн тенке кайса ларать. Çав тери хаклă тееймĕн. Кăçалхи бюджетра 50 млн тенкĕ пăхса хăварнă, тата 50 вырăнта фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвăпăр, вĕсене çĕклесе хута ярсан эпĕ Сире ку енĕпе палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçланине пĕлтерĕп», - тенĕ вăл.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăсăкланнă: «Пăхăр-ха, сирĕн тирпейлекен производствăсем регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн тытăмне пысăк тÿпе хывнă. Хăш предприятисен шучĕпе?»

«Эпир электротехника про­мышленноçне еплерех йĕркеленипе вăйлă. Паян пирĕн организацисем, вĕсем 27, пурин интересĕсене те шута илсе электротехника кластерне пĕрлешрĕç. Кунта ют çĕршыв таварне хамăрăннипе улăштарас енĕпе ăнăçусем пур. Вĕсем тĕнчери АВВ, Alstom, :chneider Electric компанисемшĕн конкурентсем пулса тăраççĕ. Пĕрремĕш утăмсем япăх мар, 2015 çулта та лайăх аталанса пынă, вĕсен таварне хаваспах туянаççĕ», - хуравланă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ машинăсем туса кăларакан отрасль Раççейре те, республикăра пысăк йывăрлăхра пулнине палăртнă, çав шутра чи пысăк промышленноç предприятийĕ «Трактор завочĕсем» концерн та.

Михаил Игнатьев çавăн пекех республикăра электротехника кластерĕн организацийĕсене малалла ăнăçлă аталантарма условисем йĕркеленине каласа кăтартнă. «Вĕсем паян патшалăх корпорацийĕсем, концернсем, акционерсен обществисем /РЖД, «Газпром», нефтьпе газ промышленноçĕ/ федераци шайĕнче ирттерекен конкурссене хутшăнаççĕ. Конкурентсем пулса тăраççĕ, паха продукци сутма пултараççĕ. Ку пĕрремĕшĕнчен. Иккĕмĕшĕнчен, палăртас килет, унта çамрăксем ĕçлеççĕ, ĕç коллективĕсен вăтам ÿсĕмĕ 30-35 çулпа танлашать. Вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн çамрăксем 100 проценчĕпех ĕçе вырнаçаççĕ. Иккĕмĕш курс хыççăн практикăна пыраççĕ, ĕç паракансем вĕсене хапăл тусах ĕçе йышăнаççĕ. Ĕç укçин шайĕ Чăваш Республикинчи экономикăри вăтам шайпа танлаштарсан 2, 2,5, 3 хут пысăкрах». Чăваш Республикин Пуçлăхĕ калаçу вăхăтĕнче палăртнă тăрăх - республика Правительствин патшалăх политикин приоритечĕ çынна инвестици хывни пулса тăрать, çакă малашне лайăх кăтартупа савăнтарĕ. Чăваш Енри кашни пиллĕкмĕш предприяти инноваци тĕлĕшĕнчен лайăх аталанса пырать. «Кунта пирĕн ÿсĕм майĕсем япăх мар, вăй-хăват, шалти резервсем пур, вĕсемпе эпир туллин усă курмастпăр-ха. Çак ыйтусемпе пĕртен-пĕр тĕллевпе - тупăшсене ÿстерме - хамăрăн бизнесменсемпе, пĕчĕк тата вăтам шайри предпринимательсемпе ĕçлĕпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тата унăн малашнехи çул-йĕрне лайăх хак панă.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.