Предприяти аталанăвĕпе мăнаçланаççĕ

2 Нарăс, 2016

Хуçалăх ÿсĕ­мĕ коллективри тăрăшуллă та пуçаруллă çынсен хастарлăхĕнчен нумай килет. Кадрсене пула пĕтĕм ыйту татăлать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» ЯХПКра хисепе тивĕç­нисенчен чи малтан Елизавета Ваганина тĕп зоотехника, Надежда Серге­ева техник-осеменатора, Людмила Ласкина тĕп ветврача, Андрей Мучков механизатора, Сергей Арсентьевпа Марина Данилова выльăх пăхакансене асăнмалла.

- Хушаматсем тĕрлĕ пулсан та эпир - пĕр çемье, - пĕлтерчĕç хăйсем çинчен Сергейпе Марина. - Ĕне пăрулаттармалли витере 6 çул пĕрле вăй хуратпăр.

Ферма ĕçченĕсен праçниксенче те кану çук. Хушка пуçсем кирек хăш вăхăтра та пăрулама пултараççĕ. Çавăнпа юратса пĕрлешнĕ мăшăр яваплăх пирки самантлăха та манмасть. Ирхине 5 сехетрех фермăна çул тытать - çĕрлехи сменăна вăхăтра улăштармалла.

Ĕнесене пăрулама çăмăлрах пултăр тесе пĕр-ик эрне маларах апат рационне сенаж-силос вырăнне утă кĕртеççĕ. М.Даниловăпа С.Арсентьевăн ĕç нумай пулсан та хавхаланса тăрăшаççĕ. Тин çеç паллашнă чухнехи пекех пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхаççĕ. Шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнакансен ĕçĕ ÿсĕмлĕ, тирпейлĕ.

- Ĕне йывăр пăруланă чухне ветеринари врачĕсене, дояркăсене чĕнетпĕр, - терĕ Марина Данилова. - Пире хаваспах пулăшаççĕ.

- Çĕрпел хĕрĕ хăйне тивĕç мăшăр тупнă. Чăрăшкас Мăратри ĕçчен качча асăрханă та алăран тек вĕçертмен, - шÿтлерĕç хавхалантарас тĕллевпе ĕçтешĕсем Елизавета Ваганинăпа Людмила Ласкина.

Телейлĕ мăшăр икĕ хутлă капмар çуртра 4 ача çитĕнтерет. Çамрăксене хăйсен вăйĕпе «йăва» çавăрма çăмăл пулман. Кооператив процентсăр кредит парса пулăшнă. Хастарсем хуçалăх тилхепине тытакан Геннадий Романова пĕтĕм чунтан тав тăваççĕ, тăван предприяти аталанса пынипе мăнаçланаççĕ.

«Янгорчино» ЯХПКра мăйракаллă шултра выльăх 734 пуç, вăл шутра - 330 ĕне. Кооператив кунсерен 4800 кг сĕт сутать. Ăратлă ĕнесен тухăçлăхĕ пысăк. Çĕнĕ çул умĕн пăруланă «Эпоха» талăкра 50 кг сĕт парать.

С.Арсентьевпа М.Даниловăн сăн-пичĕ çепĕç кулăпа йăлтăр çуталчĕ. Ĕç кăтартăвĕ те, шалу та аван.

- Сывă пăру илсен епле хĕпĕр­темĕн, - терĕç вĕсем.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.