Ĕмĕт-тĕллев Олимп çÿллĕшне те çĕклĕ

2 Нарăс, 2016

Ĕмĕчĕ пурнăçланасса хытă шанакансене, ăна çывхартма куллен çине тăракансене çитĕнÿ кĕттерместех. Мускавра тăлăхсене пулăшас йÿтĕмпе йĕркеленнĕ «Ырăлăх арифметики» фонд пуçарăвĕпе ÿкернĕ фильмсен ярăмне пысăк экран çин­че курнă май çак чăнлăх черетлĕ хут пуçа кĕчĕ. «Ăнăçуллă тăлăхсем: пурнăç кĕрешĕвĕнче» - çакăн пек янăрать документлă фильмсем хатĕрлессипе çыхăннă проект. Кĕске метражлă фильмсене ача çуртĕнче çитĕннĕ çынсем пурнăçра тĕрĕс çултан пăрăнмасăр пысăк çитĕнÿсем туни­не кăтартас тĕллевпе ÿкернĕ.

Паян ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр çи­тĕнекен çул çитмен çамрăксене пурнăç епле йĕркеленесси çынран хăйĕнчен килнине ĕнентересси проектăн тĕшши пулса тăрать.

Ку таранччен хатĕрленĕ 5 фильмран иккĕшне - «Боец» тата «Мария» ятлисене - «Ырăлăх арифметики» тăрăшнипе çĕршывăн 30 регионĕнче 30 пин ытла çын курма ĕлкĕрнĕ. Çак кунсенче фонд правленийĕн председателĕ Наиля Новожилова тата хастарсенчен пĕри, ача çурчĕн выпускникĕ Александр Гезалов, виççĕшĕн премьерине ирттерме Шупашкара килсе çитрĕç. Республикăри Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх çуртĕнче «Путь к Олимпу», «Победители», «Играй как Скворцов» фильмсен куравĕ иртрĕ. Кино хайлавĕсене пăхиччен çĕршыв тĕп хулинчен килнĕ хăнасем, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, ЧР Ача йышăннă çемьесен ассоциацийĕн ертÿçи Тахир Мирджапаров, «Мегафон» компанин /фильм ÿкерме укçа-тенкĕпе пулăшнă/ Шупашкарти представителĕ Сергей Сорокин пухăннисен умĕнче калаçрĕç. Пурнăçри чи пысăк хаклăхсенчен пĕри çемье пулнине, унран уйрăм çитĕнекенсен темĕн тĕрлĕ йывăрлăх тÿсме тивнине, çавнашкал тĕрĕслевсем витĕр пурте ăнăçлă тухайманнине, фильм геройĕсем вара пурнăç тылласан та ăна хакласа ырри патне талпăннине, çапла майпа пур тăлăхшăн тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕç.

«Играй как Скворцов» - Питĕрте çуралса ÿснĕ, çемьери тă­нăçсăрлăха пула ача çуртне лекнĕ Алексей Скворцов çинчен. Спорта, уйрăмах футбола, мĕн пĕчĕкрен юратнăскер хальхи вăхăтра - «Енисей» футбол командин членĕ. Кун-çул сукмакĕ тĕрлĕ тумхах кăларса тăратсан та парăнман Алексей малашлăхĕ пысăккине ĕненет, çирĕп çемье çавăрма ĕмĕтленет. Профессионал футболист ача çурчĕсенче час-часах пулать. Шăпăрлансем аслă тусĕн тĕслĕхĕпе хавхаланни куçкĕрет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.