Çĕнĕ Шупашкарти ЖКХсен парăмĕ капланнă
Сăлтавĕ укçана вăрттăн çулпа чуптарнинче мар-ши?
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене хăй Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулса ĕçлĕ калаçу ирттерни çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. /Тĕплĕнрех - 1-мĕш стр./. В.Путин Чăваш Ен ĕç-хĕлне пĕтĕмĕшле илсен лайăх хак пачĕ терĕ, унпа сÿтсе явнă ыйтусемпе паллаштарчĕ.
Республикăн ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев Ĕç çыннин çулталăкĕн логотипне çирĕплетес ыйтупа сăмах каларĕ, логотипăн темиçе вариантне кăтартрĕ. «Вĕсем ял хуçалăхĕнче, ытти отрасльте тăрăшакансене шута илмеççĕ», - текенсем пулчĕç, логотипа чăваш наци сĕмĕ кĕртме сĕнчĕç. Ăна тепĕр эрнерен хатĕрлесе çитерĕç.
Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева 2016 çулта пенсионерсене укçа-тенкĕпе кÿме палăртнă пулăшу çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. /Кун пирки тĕплĕнрех - паянхи номерĕн 11-мĕш страницинче/ .
ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева 2015 çулхи юпа-раштав уйăхĕсенче Раççей çарне çамрăксене хĕсмете илес ĕçе еплерех йĕркелени çинчен каласа пачĕ. 1223 яша унта ăсатса салтак тумтирĕ тăхăнтартмалли тĕллеве пурнăçланă. «Çар комиссариатне кайма чĕнтернисем пурте тенĕ пекех вăхăтра пынă, - терĕ докладçă. - Çапах 22-шĕ унта пĕлтернĕ сехет тĕлне çитмен. 2-шĕ çар чаçне тухса каймалли кун таçта çухалнă. 172-шĕ салтак атти тăхăнас мар тесе тарса çÿренĕ. Вĕсенчен 133-шне - комиссариат, 29-шне полици сотрудникĕсем, 10-шне пĕрле шыраса тупнă».
Çĕршыв умĕнчи пархатарлă тивĕçрен пăрăнакансене пуçран шăлмаççĕ: 11 çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма следстви органĕсене материал çитернĕ, 28-шне административлă майпа явап тыттарнă. ЧР çар комиссарĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Исаев пĕлтернĕ тăрăх - яшсене çара илессипе ĕçлекен комиссисене кĕртме тухтăрсем çитмеççĕ. ЧР Пуçлăхĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Богдановăран комиссариатсене врачсемпе тивĕçтерессине татса пама ыйтрĕ. Михаил Васильевич çавăн пекех вырăнсенче çамрăксене çар службине контракт мелĕпе илессине лайăхрах йĕркелеме сĕнчĕ.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Общество палатинче ирттернĕ Чăваш Ен презентацине пĕтĕмлетрĕ. Уйрăммăн илсен унăн лайăх енĕсене - делегацири официаллă çынсем унта чăваш эрешĕллĕ кĕпепе хутшăннине - ырласа палăртрĕ. Палата членĕсем республикăна килсе курма кăмăл тунине пĕлтерчĕ.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин кăрлачăн 28-29-мĕшĕсенче республикăри промышленноçăн 13 предприятийĕ хăйсен продукцине Мускаври «ФСК ЕЭС» тата «Россети» ПАОсенче презентацилени, çак предприятисене çитес çулсенче 5 млрд тенкĕлĕх тавар сутма калаçса татăлни çинчен пĕлтерчĕ.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн контрольпе общественноç хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин Çĕнĕ Шупашкарти коммуналлă хуçалăхсен ĕç-хĕлне тĕпчесе ирттернĕ тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Ăна М.Игнатьев хушнипе йĕркеленĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне спутник хулари ертсе пыракан компанисен энергипе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмĕ 332,8 млн тенкĕпе танлашнă. Ку - пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен нумайрах.
Компанисем коммуналлă пулăшушăн халăхран укçа графикпа килĕшÿллĕн вăхăтрах пухаççĕ, анчах энерги парса тăракан предприятисен счетне электричествăшăн, пурăнмалли вырăна хутса ăшăтнăшăн кĕмĕл куçармаççĕ. Ăна компанисен тата энергипе тивĕçтерекен организацисен укçа-тенкĕн саккунлă çаврăнăшĕнчен кăларма та пултарнă тесе шухăшлаççĕ. Каярахпа вĕсем панкрута тухнине пĕлтересси çеç юлать.
Вĕсенчен пĕри нумай хутлă 4 çуртра пурăнакансене коммуналлă пулăшушăн тÿлеттерме харăсах икĕ квитанци тăратнă. М.Игнатьев çак тата ытти пăтăрмаха уçăмлатма патшалăхăн çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктор Кочеткова хушрĕ.
«Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти компанисен ĕçĕнчи çитменлĕхсене тăрă шыв çине кăларас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр», - терĕ вăл. Ахăртнех, вĕсем çинчен çывăх вăхăтра пĕлтерĕç. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков вырăнти хăйтытăмлăх органĕ коммуналлă хуçалăхсен тĕлĕшпе пуçтарăннă çивĕч ыйтусене татса парассишĕн мĕн кирлине пурне те тăватпăр тесе тÿрре тухма тăрăшрĕ пулин те унăн хуравĕ Республика Пуçлăхне тивĕçтермерĕ. Ăшă энергийĕпе усă курнăшăн татăлмалли парăм кăна пĕлтĕрхи тапхăртинчен 41: пысăкрах. ЧР Пуçлăхĕ компанисен укçа çаврăнăшне саккун тĕлĕшĕнчен тивĕçлипе хак пама материалсене право органĕсене ярса пама ыйтрĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
Комментари хушас