Писатель - самана кÿнтеленĕ, е Унăн хисепĕ таврăнĕ-ши?

2 Нарăс, 2016

Писатель - самана кÿнтеленĕ. Пурнăç улшăнăвне, халăх кăмăлне пуринчен малтан сиссе, туйса тăраканĕ тенĕ. Çаплах пулнă, халĕ те çаплах пулмаллаччĕ те, анчах иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчи улшăнусем, Совет Союзĕ арканнă хыççăнхи тапхăр, çыравçă ĕçне-хĕлне йăлтах тепĕр майлă çавăрса хучĕç. Халиччен унăн алла калем тытса ĕçлемелле - пуçĕнчи шухăшĕсене шурă хут çине куçармалла - кăна пулнă, ыттине - хваттер илесси, сывлăха çирĕплетесси, кун çути курнă кĕнекешĕн гонорарлă пуласси... пирки - патшалăх тăрăшнă.

Паян вара писатель ĕçĕпе кăна пурăнакан çын пур-и? Ун тĕлĕшĕпе профессионал тесе каласси çакскерсене пĕрлештерсе тăракан союз ятĕнче çеç юлнă ахăр. Сăмах май, чĕрĕк ĕмĕр каялла профессисен реестрĕнчен писатель профессине кăларса пăрахнă.

Шăпах асăннă пĕрлĕхĕн - Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн - отчетпа суйлав сCезчĕ иртрĕ те кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче. Ун ĕçне ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов хутшăнчĕç.

Мĕн тунă?

Писательсен Аслă Пухăвĕччен чылай маларахах пама пуçларĕç çак ыйтăва çыравçăсем хăйсем те, «чун инженерĕсен» ĕçĕпе кăсăкланакан ахаль çынсем те.

Малтанхи ăнлав пуçра çирĕп вырнаçнă, эпир ытларах чухне хатĕррине, янттине кĕтетпĕр, çав ĕçе хамăрăн тÿпене хывма васкамастпăр, ăнтăлмастпăр. ЧР Профессионал писательсен союзĕ - общество организацийĕ. Ăна тытса тăма, ĕçлеттерме патшалăх укçа-тенкĕ уйăрмасть. Пĕлтерĕшлĕ мероприятисем, сумлă юбилейсем ирттернĕ чухне çеç кăштах пулăшать.

Союз унăн членĕсем çуллен пуçтарса паракан /взнос укçи/ нухратпа тытăнса тăрать. Тÿрех асăнса хăварам: пĕрлĕхре 94 çын, 2014 çулта 14 писатель, иртнĕ çул вара пурĕ те 3-ĕн кăна взнос тÿленĕ! Ыйту çумне ыйту çуралать: ыттисен: «Пĕрлĕх мĕн тунă, мĕн ĕçленĕ?» - тесе ыйтма совеç çитет-ши? Хăв мĕншĕн пĕртен-пĕр тÿрĕ тивĕçне те пулин пурнăçламан? Апла-и, капла-и, союза 2010-2015 çулсенче ертсе пынă Сергей Павловăн каласа кăтартмалли пулчех.

Ун умĕн Николай Угаслов писательсене пĕр-пĕрне ăнланса, ырă сунса, малалла та халăх ячĕпе пысăк ĕçсем тума сунчĕ. Туслăхра, пĕрлĕхре вăй пулнине халăх депутачĕ тепĕр хут аса илтерчĕ.

Сергей Павлов шухăшĕпе, ертсе пыракан организацин юлашки пилĕк çул хушшинчи тĕп тĕллевĕ союза сыхласа хăварасси пулнă. «1993 çулта республикăра çыравçăсем виçĕ пĕрлĕхе вакланса кайрĕç. Тата çĕнĕ ушкăнсем йĕркеленчĕç. Çак условисенче союза арканма памарăмăр. Пур писатель те пĕр союзра тăрасси, пĕр чăмăра пуçтарăнасси - вăхăт ыйтăвĕ», - терĕ Сергей Лукиянович.

Вăл çавăн пекех союз ĕçĕнчи тĕрлĕ самант пирки чарăнса тăчĕ. ЧР Профессионал писательсен союзĕ Пĕтĕм тĕнчери Писательсен пĕрлĕхĕсен союзне кĕнĕ. Кĕнĕ çеç мар, учредителĕсенчен пĕри пулса тăнă.

Раççей Писательсен союзĕн çĕнĕ уставне йышăннă май, регионсенче унăн пĕр уйрăм çеç пулмалла тесе палăртнă. Чăваш Енре вара иккĕ-ха: Хветĕр Агиверĕн «Хурăнташ» пĕрлĕхĕ тата асăннă союз. Малашнехи тĕллев паллă.

Писателĕн сумĕ чакманнине ЧР Обществăн палатин пĕрремĕш йышĕнче калем ăсти пулни те аван çирĕплетет.

2010 çулта союз ЧР культура министерствине Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май ачасем валли çыракан авторсен алçырăвĕсене пичетлеме грантсем пама ыйтса çырупа тухнă.

Республика ертÿлĕхĕ ăна шута илнĕ, халĕ унтанпа темиçе кĕнеке çамрăк вулакансен аллине çитнĕ.

«Аслă ăрурисен ырă йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси çинчен те манса кайман, - терĕ отчет сăмахĕнче Сергей Павлов. - Вĕсен литература еткерлĕхне пулас ăрусем патне çитересси - тĕп тĕллев. Ăна пурнăçа кĕртсе чăваш поэзийĕн, драматургийĕн, ача-пăча литературин анталогийĕсене кун çути кăтартма палăртрăмăр. Çавăн пекех «Чăваш калавĕ» кăларăмсен пуххине пичетлес шухăш та пирĕн союзăнах пулнă. Унăн пĕрремĕш кĕнеки тухрĕ ĕнтĕ, теприне кăçал кĕтетпĕр».

Союз пуçарăвĕпе пурнăçланса пыракан тепĕр проекта та асăнмалла. Сăмах «Чăваш Ен литератури» кĕнеке фестивалĕ пирки. Халĕ фестиваль асăннă союзра тăракан çыравçăсене çеç мар, ыттисенчисене те малалла ĕçлеме хавхалану парса тăрать, мĕншĕн тесен унта пурин те хутшăнма май пур.

Сергей Лукиянович Тутарстанри Пăва районĕнчи Тăхăрьял тăрăхĕнче пурăнакан çыравçăсен ячĕпе ырă сăмах каларĕ. Вĕсем литературăра палăрнă ентешĕсем умĕнче пуç тайса хăйсен вăйĕпе, укçи-тенкипе палăк тата Асăну хăмисем уçнă.

Хусанта, Чăваш наци культура автономийĕ çумĕнче, Тутарстанри Чăваш писателĕсен союзĕ чăмăртаннă. Ун йышĕнче ЧР Профессионал писательсен союзĕн членĕсем те пур.

Украинăри пăтăрмахлă лару-тăрăва пăхмасăр Остер хулипе тытакан çыхăнусем йĕркеллех-ха. Союз членĕсем Лидия Филиппова тата Анатолий Кибеч, Украинăри чăваш обществин ертÿçи Надежда Лисовая çине тăнипе Çеçпĕл Мишши поэт вилнĕ вырăнта палăк лартнă. Иртнĕ кĕркунне вырăнта пурăнакансем палăк çывăхне йывăçсем лартса хăварнă.

Финанспа хуçалăх ĕçĕсем

Ун çинчен с?ездра союзăн иртнĕ тапхăрти ревизи комиссийĕн председателĕ Лидия Филиппова пĕлтернине итлерĕç.

Союз председателĕ те, правлени членĕсем те обществăлла майпа ĕçленĕ, вĕсене пĕр пус та тÿлемен. Правлени ларăвĕсенче тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă. Вĕсенчен пĕри - çĕнĕ членсем йышăнасси. Юлашки 7 çулта организацие 13 çынна илнĕ. Шел те, асăннă тапхăрта 30 ытла писатель пурнăçран уйрăлнă.

Союзра Чăваш халăх писателĕсем иккĕ: Денис Гордеев тата Сергей Павлов* Чăваш халăх поэчĕсем тăваттă: Николай Исмуков, Валери Туркай, Юрий Сементер, Порфирий Афанасьев* ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕсем виççĕ: Юрий Артемьев, Аристарх Дмитриев, Марина Карягина.

Финанспа çыхăннă самантсем çинчен çакна каламалла: союза «Чăваш Ен литератури: чи нумай вуланакан кĕнеке» илемлетнĕ буклет кăларма 100 пин тенкĕ укçа уйăрса панă. Çав нухратран юлнă 30 пин тенкĕпе ветерансемпе республикăри ваттисен тата инвалидсен çурчĕсем валли «Тăван Атăл», «ЛИК», «Самант» журналсем çырăннă. Унсăр пуçне темиçе автор ача-пăча кĕнекисене кăларма грантсене тивĕçнĕ. Чăваш Республикин бюджетĕнчен çак мероприятисем валли - юбилей пухăвĕ ирттерме 7,5 пин тенкĕ тата Пушкăртстанăн Чăваш Енри Литературăпа культура кунĕсенче Пушкăртстан çыравçисен делегацине йышăнма - 7,5 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă тăкаксемшĕн ЧР Профессионал писательсен союзĕ хăех тÿлесе пынă.

Пурнăçлайман тĕллевсем

Союзăн хăй вăхăтĕнче сайт та пулнă, Республика лапамĕнче - хăйĕн пÿлĕмĕ те.

Литература çулталăкне «чун инженерĕсем» пысăк хавхаланупа кĕнĕччĕ. ЧР Культура министерстви ячĕпе çыру хыççăн çыру янă. Вĕсенче тĕрлĕ ыйту хускатнă: ЧР Правительствин К.Иванов ячĕллĕ премине йĕркелессине* Чăваш халăх писателĕсен Хветĕр Уярпа Георгий Красновăн Асăну хăмисене уçассине* литература критики енĕпе ĕçлес тата куçару тĕлĕшпе грантсем çирĕплетессине... Шел те, «лав» вырăнтан тапранайман.

Çыравçăсем Литература çулталăкĕнче мĕн тума пултарчĕç? Чăваш наци библиотекипе, район центрĕсенчи вулавăшсемпе, хула шкулĕсемпе çыхăну тытса ĕçлеме. Уйрăм писательсем уйрăмшарăн шкул ачисемпе, вулакансемпе тĕл пулчĕç. Тĕп хуларан инçетре вырнаçнă ялсене пысăк йышпа çитсе вырăнта Кĕнеке уявĕ е пысăк тĕлпулу йĕркелесси пулсах çитеймерĕ. Сăлтавĕ - транспорт, укçа-тенкĕ çукки кăна мар, çак ĕçе йĕркелекенĕ, унта хутшăнас текенсем пулманнипе те пулĕ.

Шухăшсем, сĕнÿсем...

Союз председателĕн тата ревизи комиссийĕн ертÿçин сăмахĕсене сÿтсе явма 16 çын хутшăнчĕ. Пĕрлĕх членĕсем халиччен кунашкал хастарлăх кăтартман терĕç. Мĕн çинчен калаçрĕç-ха вĕсем?

Константин ЯКОВЛЕВ, ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:

- Сирте - пысăк вăй. Хăвăрăн ĕçĕре кăтартма пĕлмелле, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелле. Писательсем хăйсен произведенийĕсемпе халăхăн культура шайне ÿстерме, çĕклеме пулăшаççĕ. Апла, эпир пĕр ĕçех пурнăçлатпăр. Çавăнпа сире пулăшма хатĕр. Сăмахран, ушкăнпа инçе çула тухма транспортпа тивĕçтерме хатĕр. Пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме грантсем уйăрса пама майсем пур.

Ман шухăшăмпа, республикăри сумлă, паллă çынсен музейне уçма та вăхăт çитнĕ. Вĕсен портречĕсене ÿнер училищин студенчĕсем, художниксем ÿкермешкĕн хирĕç пулас çук.

Писательсен союзĕн регионсемпе те çине тăрса ĕçлемелле. Унти çыравçăсене канашсемпе пулăшмалла, вĕсен паха опычĕпе туллин усă курмалла.

Виталий ЕНĔШ:

- Пирĕн союзăн Литература фончĕ пур-и?

Эпĕ хăй вăхăтĕнче унăн директорĕ пулнă. Çав çулсенче писательсене кăна мар, союзăн шоферĕсемпе техничкисене те хваттерпе тивĕçтернĕ. Хăшĕсем Литфондăн Атăл леш енчи пултарулăх çуртĕнче çăвĕпех пурăнатчĕç, çыратчĕç.

Мĕншĕн Мускавпа çыхăнса малтанхи хутшăнусене йĕркелесе ярас мар?

Николай СОРОКИН, Тутарстанри Чăваш писателĕсен союзĕн председателĕ:

- Тутарстанри чăваш наци культура автономине Константин Яковлев ертсе пыма пуçласан чăвашсем пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме тытăнчĕç. Эпир те, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан 37 çыравçă, автономи çумĕнче хамăрăн пĕрлĕхе йĕркелерĕмĕр. Çак тапхăрта 10 кĕнеке кăларма пултартăмăр. Чăваш Енри илемлĕ литература кăларăмĕсенче, кĕнеке издательствинче пирĕн валли те çул уçăласса шанатпăр.

Николай МАКСИМОВ:

- Влаçра ларакансем пире лăпкă пурăнма сĕнеççĕ. Мĕншĕн лăпкă пурăнмалла? Мĕнле шая çитсе лартăмăр?

Эпир влаçпа ĕçлеме хирĕç мар, ун майлă çеç «çуса пынине» хирĕç. Влаçăн пирĕн шухăша шута хумалла.

Юрий АРТЕМЬЕВ, критик:

- Константин Яковлев с?езд ĕçне хутшăнни - влаç пирĕнпе çывăхланас тенине палăртакан пулăм.

Хăй вăхăтĕнче Раççейре икĕ патша пур тенĕ: Лев Толстой тата II Николай. Писателĕн ятне, сумне çав шая хăпартма ăнтăлмалла. Чи малтан талантсене пулăшмалла, союзсене пĕрлештересси чи çивĕч ыйтăвах тесе шухăшламастăп. Ăна вăхăт хăй татса парĕ.

Литература фондне тавăрмалла.

Василий ПУШКИН:

- Тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне пирĕн шкула Раиса Сарпи, Вениамин Тимаков, ытти сăвăçсем пынăччĕ. Вĕсемпе тĕл пулнă хыççăн эпĕ, пĕчĕкрен çар çынни пулма ĕмĕтленнĕскер, шухăшăма улăштартăм. Вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕтĕм.

Ялта - пирĕн тымар. Ялта шкул пĕтсен ял та пĕтет.Чĕрĕ писательсем инçетри чăваш ялĕсенче хăçан пулнă?

Шкулсенче чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсен шутне вырăслинчен кая мар тумалла, çакăншăн вĕрентекенсен çеç мар, писательсен те аса илтерсех тăмалла.

Союзри улшăнусем

ЧР Профессионал писательсен союзĕн уставне улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн союзăн председательне малтанхи пек пилĕк çула мар, виçĕ çула суйларĕç. Пĕрлĕх членĕсенчен хăшĕ-пĕри «тилхепене» Сергей Павловрах хăварма сĕнчĕ. Теприсем тÿрĕ чунлă, йĕркелÿ ĕçĕнче палăрнă Геннадий Максимов ятне асăнчĕç. Виççĕмĕшĕсем Валери Туркая шаннине палăртрĕç. Марина Карягинăн кандидатурине сĕнекенсем те пулчĕç, анчах та тележурналистка хăйĕн ятне чĕртерчĕ.

Вăрттăн сасăлавпа пирĕн ĕçтеш - «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн пĕрремĕш çумĕ Геннадий Максимов çĕнтерчĕ. Пысăк йышпа - «Хыпар» Издательство çурчĕн 70 ытла çынран тăракан коллективĕ ячĕпе - Геннадий Аркадьевича саламлатпăр, çăмăл мар, яваплă ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Союзăн правлени йышне Светлана Гордеевăна, Елена Светлаяна, Елен Нарпие, Марина Карягинăна, Юрий Артемьева, Василий Пушкина, Сергей Павлова тата Анатолий Кибече суйларĕç.

Надежда СМИРНОВА

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.