Чăвашсем психологран пулăшу ыйтма вăтанаççĕ

2 Нарăс, 2016

"Килти çÿп-çапа урама кăлармалла мар" тени пур чухне те тĕрĕс-и?

"Çын - чи хавшак хăмăш кăна, анчах шухăшлакан хăмăш", - тенĕ Б.Паскаль. Анчах паян, техника ĕмĕрĕнче, тĕркешÿллĕ, хыпкалануллă саманара, ытла нумай шухăшласан, кулянсан чире кайма та пулать. Кулленхи çивĕч ыйтусене татса парасчĕ, пур çĕрте те ăнăçуллă пуласчĕ, ĕлкĕресчĕ тесе эпир чун пирки манатпăр. Спортпа туслашни, тĕне ĕненни, эрех-сăрапа, наркотикпе йăпанни кăмăл-туйăма лайăхлатма, депрессирен тухма пулăшать тесе шухăшлать чылайăшĕ. Анчах ку яланах тĕрĕс çул-йĕр мар. Енчен кăмăл-туйăм яланах пусăрăнчăк пулсан мĕншĕн психологран пулăшу ыйтмалла мар-ха? "Эпĕ психика енĕпе чирлĕ-им?" - хирĕçлет пирĕнтен нумайăшĕ. Европăра, АПШра пурăнакансем тахçанах психологсемпе психотерапевтсем патне çÿреççĕ, вĕсене уншăн нухрат тÿлеççĕ. Уйрăм çемьесен, çынсен харпăр хăйсен психотерапевчĕсем пур. Ятарлă курссем хыççăн пациентсен пурнăçĕ ырă еннелле улшăнать. Вĕсем ĕçре те çитĕнÿсем тăваççĕ, çемьере те лару-тăру лайăхланать.

- Пирĕн пата пулăшу ыйтма ытларах вырăссем килеççĕ. Чăвашсем вара, менталитета кура, çакна йĕркеллĕ пулăм вырăнне йышăнмаççĕ. "Килти çÿп-çапа урама кăлармалла мар", "Хăвăн пирки ыттисене мĕн чухлĕ сахалрах пĕлтеретĕн - çавăн чухлĕ телейлĕрех пулатăн", - тенисене асра тытса сиксе тухнă йывăрлăхсем пирки юлташсене каланипех çырлахаççĕ. Е... чунри ыратăва хăйсенчех пытарса усраççĕ. Хăшпĕр çемьере пĕрле канашлаççĕ-ха, анчах кашни харпăр хăй тĕрĕс тесе шухăшлать, çавăнпа вĕсем пĕр тĕллев патне çитеймесен те пултараççĕ. Ку чухне юлташсене те шанма çук. Самани халĕ çавнашкал, тĕркешÿллĕ тапхăрта тĕрлĕ пăтăрмах, кăткăслăх сиксе тухма пултарать. Çавсене пĕччен татса пама çăмăлах мар. Ун пек чухне психотерапевт пулăшăвĕ шăпах вырăнлă, - ăнлантарать ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ Татьяна Гончарова психолог, психотерапевт. Чун, кăмăл-туйăм ыйтăвĕсем пирки анлăрах сăмах хускатиччен кĕскен те пулин вулаканăма Татьяна Пантелеймоновнăпа паллаштарам. Шупашкарти медицина училищин фельдшер уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл чылай çул васкавлă пулăшура ĕçленĕ. Каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн педиатри уйрăмĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Кунпа кăна çырлахман-ха вăл. Рефлексотерапевта та вĕреннĕ. Республикăри хускану туса вăй-хала тавăрмалли тата реабилитаци центрĕнче чылай çул вăй хунă. Рефлексотерапи - çынна тухăç мелĕсемпе сиплени. Ĕнтĕ Татьяна Гончарова психологипе кăсăкланма тытăннă. Тĕп хуламăрта психологи енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ, унтан Санкт-Петербургри курссенче тавракурăмне анлăлатнă. Сăмах май, ĕмĕр тăршшĕпех вĕренет вăл. Ăста специалист çак кунсенче кăна Мускавран пĕлĕвне ÿстерсе таврăнчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.