Archive - Apr 2014 - Хыпар

апреля 30th

1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăн Патшалăх Канашĕ хăйĕн Конституци полномочийĕсене пурнăçлама пуçланă. Çакна Чăваш Ен парламентаризмĕн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕн пуçламăшĕ тесе хаклаççĕ.

Студентсен «Ас тăвăм» шырав отрячĕ кашни çулах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хаяр тăшманпа çапăçса пуç хунă паттăрсен вил тăприсене шыраса тупма вăрçă шавĕ кĕрленĕ вырăнсене тухса каять.

Кăçал çуркунне ытти çултипе танлаштарсан чылай иртерех çитрĕ. Юр хăвăртах кайса пĕтнĕрен, çанталăк ăшă тăнăран чылайăшĕ типнĕ курăкпа çÿп-çапа çунтарать, теприсем вара шыва кĕме васкаççĕ. Ун пек чухне инкек тухасран асăрханмаллах.

Типнĕ курăк çунать

30 Apr, 2014 | Хыпар | Хула | Уяв

Паян, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 365 çул çитрĕ. Паллă çак пулăма халалласа ĕнер К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

"Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа пилĕк çул иртрĕ. Апла пулин те тăван шкула тăтăшах çÿретĕп. Ĕçтешĕмсем чĕннипе кăна та мар, чунăм туртнипе. Пире, аслă ăру çыннисене, кунта яланах хапăлласа йышăнаççĕ.

"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон пуçланнăранпа виçĕ уйăх хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта унăн пухмачне пуянлатмашкăн вун-вун предприяти, уйрăм çын хутшăнчĕ. Сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен пултаруллă çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантармашкăн, сусăр ачасене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене сиплемешкĕн Чăваш Енĕн хастарĕсем - граждансем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем - пĕрлехи вăйпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 7569881,09 тенкĕ пухнă.

1

Украина, Украина!.. Чăнласах та асăмран каймастăн эсĕ юлашки кунсенче. Эпир сана мĕн пĕчĕкрен юратнă. Хамăрăн аслă та чаплă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çавăнта пуç хунăшăн-ши?.. Юратнă пиччем Петр Николаевич Днепр хĕрринче çапăçса йывăр аманнине пĕлнипе-ши?

Pages