Комментари хушас

30 Ака, 2014

Ватăлма вăхăт çук

"Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа пилĕк çул иртрĕ. Апла пулин те тăван шкула тăтăшах çÿретĕп. Ĕçтешĕмсем чĕннипе кăна та мар, чунăм туртнипе. Пире, аслă ăру çыннисене, кунта яланах хапăлласа йышăнаççĕ. Шкул, ял уявĕсене паллă тунă чухне те, Çĕнтерÿ кунĕнче те, ытти чухне те", - тет Тăрмăш ял хутлăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Григорий Павлов. Çак тивĕçе ăна виçĕ çул каялла шанса панă. Пенсие тухнипе пушă вăхăчĕ çителĕклине кура кăна мар, вăл пурнăç тăршшĕпех общество ĕçне хастар хутшăннине шута илсе паллах. Чăн та, Григорий Николаевич комсомол, парти, профсоюз пурнăçне пуçаруллă хутшăннă, спортпа туслă пулнă май пĕр мероприяти те унсăр иртмен темелле.

Пин те улт çĕр çынлă Тăрмăшра 370 пенсионер шутланать. Вĕсен пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртессишĕн Григорий Павлов куллен тăрăшать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Владимир Разинпа кун пирки тăтăшах канашлать. Ара, Владимир Валерьянович ют çын мар вĕт, унăн вĕренекенĕ пулнăскер. Сăмах май, Павлов патĕнче пĕлÿ илмен çын ку тăрăхра çук та темелле. Хăшне-пĕрне, сăмахран, виçĕ ăру таран Григорий Николаевич ăс панă: аслашшĕ-асламăшĕнчен, кукашшĕ-кукамăшĕнчен тытăнса мăнукĕсем таранах.

Ветерансен канашĕн ертÿçин шухăшĕпе - ĕç çыннине хисеплемелле, сума сумалла. Ялта ылтăн алăллă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Петр Николаев. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вăл кама кăна уйран çÿпçи, çава аври тата ытти хатĕр ăсталаса паман пулĕ. Парнелĕх те, сутмалăх та тунă вĕсене. Петр Николаевич алли витĕр тухнă хатĕр-хĕтĕр яланах шанчăклă та çирĕппине палăртаççĕ ентешĕсем, ăстана ырăпа аса илеççĕ. Петр Николаевич 80 çулалла çывхарса пынине тĕпе хурса ветерансен канашĕ ăна менелник ячĕпе чыслама тĕв турĕ. Сăлтавсăр мар, паллах: тăван хуçалăх экономикине аталантармашкăн хывнă тÿпи те трактор паркĕнче ĕçленĕскерĕн курăмлă...

Е тата ятлă-сумлă çынсенчен теприне - Сергей Андреева - илер. Вăл та паллă механизатор шутланнă. Ăна саламлама та меллĕ самант тупăннă - çемье çавăрнăранпа 60 çул çитнĕ.

Ксения Илларионовăна 90 çулхи юбилейĕ ячĕпе чысларĕç тата. Общество организацийĕн енчĕкĕ пушă пулнă май пысăк япалапах савăнтарма май килмест паллах, çапах хăйсен шучĕпе асăнмалăх парне тупрĕçех.

Тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленекенсене те манса хăвармаççĕ. Кăçал унашкаллисем çиччĕн пулчĕç, пĕлтĕр - вуннăн. "Кăмăл пуррисене ветерансен канашне илетпĕр, йыш хушăнсах пырать. Халĕ эпир - аллăн", - тет Григорий Николаевич.

Пенсионерсен хастарлăхĕ пур çĕрте те сисĕнет. Тĕслĕхрен, тăван ял 450 çул тултарнине паллă тума хатĕрленнĕ тапхăрта тирпей-илем кĕртессишĕн чылай тăрăшрĕç вĕсем. Хăйсен пуçарăвĕпе пурнăçланă ĕç те сахал мар. Масар çурчĕ кивелсе çитнĕччĕ, юхăнма пуçланăччĕ. Ветерансен канашĕ çине тăнипе тата ял хутлăхĕ пулăшнипе арçынсен пĕр ушкăнĕ ăна кĕске хушăрах йĕркене кĕртрĕ.

Халĕ, кашни япалана пус-тенкĕпе хакланă чухне, аслă ăру çыннисем чун хавалĕпе общество ĕçне туртăнни, ăна пĕр пуссăр пурнăçлани хăшне-пĕрне тĕлĕнтерет те ахăр. Григорий Николаевич шухăшĕпе - вĕсен ăрăвĕ ĕçлеме хăнăхнă. Ялшăн, хăйсен ачисемшĕн тăрăшни вĕт çакă.

Çурхи кунсенче тăван тăрăха тирпей-илем кĕртмешкĕн те кар тăрса тухаççĕ пенсионерсем.

Пултарулăхра маттур вĕсем, халăх хорне çÿреççĕ. Ырă ĕçĕсем йышлă ку тăрăхри хисеплĕ ватăсен. Вĕсене кура çамрăксем те кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Пытармалли çук, вăй питтисенчен чылайăшĕ хальхи вăхăтра укçа тума Мускава çÿрет, хăшĕ - вахта мелĕпе, хăшĕ - тĕпленсе ĕçлеме. Анчах тăван ялта тарăн тымар янă вĕсем, аслисен ĕçне малалла тăсаççĕ. Хуçалăхĕ кашнинех тĕреклĕ, ывăл-хĕр çитĕнтереççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ, ăрăва малалла тăсаççĕ.

Григорий Николаевичăн хуçалăхĕ те çирĕп: ĕне-пăру тытаççĕ, хур усраççĕ, сад ĕрчетеççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ аптрамаççĕ-ха: кил хуçи Т-25 трактора çăмăллăнах парăнтарать. Ял çыннин шанчăклă пулăшуçи вăл. Пысăкрах ĕçсене вара ачисемпе пĕрле пурнăçлаççĕ. Зоя Никитичнăпа Григорий Николаевич пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă: асли Валентина - Севастопольте тĕпленнĕ, Николай пушар чаçне ертсе пырать, подполковника çити ÿснĕ, Владимир Мускава ĕçлеме çÿрет. Петр пиччĕшĕн çулĕпех кайнă, вăл та кун-çулне пушар хуралĕпе çыхăнтарнă, Ольга - экономист, Мускав облаçĕнчи Ступино хулинче ĕçлесе пурăнать.

Ывăл-хĕрĕ ашшĕ-амăшне сакăр мăнук парнеленĕ. Йыш хушăнса пыни ватăсене савăнтарать: мăнукĕн пĕр ачи çут тĕнчене килни те кăмăл-туйăма çĕклет.

Павлов-аслисем - ялти ят-сумлă çынсем, иккĕшĕ те пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă: упăшки - педагог, арăмĕ - лаборант...

Григорий Николаевич 1939 çулта çуралнă.Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи йывăрлăха ас тăвать. Ашшĕне фронта илсе кайсан амăшĕ пилĕк ачапа юлнă. "Пире вăл лайăх пăхса çитĕнтернĕ, - тет ветеран. - Малтан ялти шкулта вĕрентĕм, çиччĕмĕш класа Енĕш Нăрваша çÿрерĕмĕр. Вăтам пĕлÿ унтах илтĕмĕр те виççĕн Чул хулари юхан шыв училищине карап çÿретÿçи пулмашкăн вĕренме кайрăмăр. Шел, ку енĕпе ĕçлеме пултараймасса палăртса мана киле ячĕç. Тÿрех педагогика институтне васкарăм. Физикăпа математика факультетне йышăнчĕç. Бушлатпа çÿреттĕм. Курăмлă пулнă ахăр, стаж пухнă тата - тÿрех ушкăн старостине суйларĕç. Виççĕмĕш курсра физика лаборанчĕн тивĕçне пурнăçлама пикентĕм. Ун чухнех сăнав мелĕпе куратора лартрĕç. Тепĕр ушкăнра çак тивĕçе Геннадий Волков /каярахпа - паллă ăсчах/ пурнăçлатчĕ. Пĕрле ĕçленĕ, пĕр пĕринчен вĕренсе пынă".

Диплом илнĕ çамрăк специалиста Вăрнар районĕнчи Иртеменкасси шкулне янă, унтан - Канаш районĕнчи Ямаша, каярахпа - тăван тăрăхри Енĕш Нăрваша. Тăрăм шкулне 1966 çулта куçнă, унта ачасене 42 çул физика вĕрентнĕ, директорăн йĕркелÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, пуçлăх тивĕçне пурнăçланă. Юлашки çулсенче каллех вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Ватăлма вăхăт çук ветеранăн, паян та вăл пурнăç уттинчен юлмасăр ентешĕсене ырă тăвас тесе малаллах талпăнать.

 

Тăвай районĕ.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.