Пенси фончĕ

20 Раштав, 2016

Компьютер умĕнче - пенсионерсем

Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнчи информатика преподавателĕн Ольга Пайминăн вĕренекенĕсем юлашки вăхăтра самаях йышланчĕç. Çук, ĕç рынокĕ ыйтакан профессие алла илме ăнтăлакан çамрăксен шучĕпе мар, компьютер вăрттăнлăхĕсене уçăмлатас тĕллевлисем тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ăру çыннисен хушшинче нумайланнипе. Ольга Петровна ертсе пыракан ушкăнри пенсионерсем нумаях пулмасть программăпа палăртнă курса вĕçлерĕç.

30 Чÿк, 2016

Пĕр хут тÿлеве кам тивĕçет?

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин федерацин пенсионерсене пĕр хут тÿлевпе тивĕçтересси çинчен калакан саккунне алă пуснă. Асăннă документпа килĕшÿллĕн çĕршывра пурăнакан аслă ăру çыннисем çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче пурте 5-шер пин тенкĕ илеççĕ.

Çакна палăртмалла: пилĕк пин тенкĕ — пĕр хут тÿлев, асăннă сумма пенси ÿсĕмĕн виçи шутланмасть. Ăна Раççей Пенси фончĕ урлă пенси илсе тăракансем пурте — тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн ĕçлекенсем те, ĕçлеменнисем те, çар çынни пулнисем те — тивĕçеççĕ.

15 Раштав, 2015

Пуриншĕн те тăрăшатпăр, кашнинех пулăшатпăр

Çĕнĕ кайăк çут тĕнчене тин çеç килнĕ-ха, ăна вара обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче шута илнĕ те: çурални çинчен панă свидетельство хыççăн СНИЛС номерĕллĕ симĕс карточка унăн пурнăçĕнчи иккĕмĕш документ шутланать.

30 Ака, 2014

Çу уйăхĕнчи пенсисене - маларах

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - Пенси фончĕ, почта тата банксем çу уйăхĕнчи уяв кунĕсенче пенси тÿлемелли графика тÿрлетÿ кĕртнĕ.

Почтăн ялти çыхăну уйрăмĕсем пенсие çак графикпа валеçеççĕ:

Pages