Компьютер умĕнче - пенсионерсем

Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнчи информатика преподавателĕн Ольга Пайминăн вĕренекенĕсем юлашки вăхăтра самаях йышланчĕç. Çук, ĕç рынокĕ ыйтакан профессие алла илме ăнтăлакан çамрăксен шучĕпе мар, компьютер вăрттăнлăхĕсене уçăмлатас тĕллевлисем тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ăру çыннисен хушшинче нумайланнипе. Ольга Петровна ертсе пыракан ушкăнри пенсионерсем нумаях пулмасть программăпа палăртнă курса вĕçлерĕç.

«Малтанхи занятисенче компьютер тытăмне, клавиатурăна шĕкĕлчерĕмĕр. Унтан Интернет уçлăхĕнче социаллă сетьсене кĕме, кирлĕ материалсене шырама хăнăхрăмăр. Хальччен алла «шăши» тытса курман пенсионерсем те кĕске хушăрах куллен кирлĕ информаци илме вĕренсе çитрĕç. 32 сехетре пĕтĕм вăрттăнлăха уçăмлатма май çук-ха. Çапах пирĕн патра илнĕ пĕлĕве чылайăшĕ килти компьютер умĕнче çирĕплетет. Май килменнисем пулăшу ыйтса шăнкăравлаççĕ. Тĕрĕссипе, кăткăс техникăна вĕсем хăйсен кăмăлĕпе парăнтарас тĕллевлĕ: тантăшĕсемпе хутшăнасшăн, тĕрлĕ пулăшăва электронлă майпа тивĕçесшĕн», — ăнлантарчĕ преподаватель.

Компьютер пĕлĕвне ăса хывакансем — тивĕçлĕ канăва тин кăна тухнисенчен пуçласа 70 çул урлă каçнисем таранах. 78-ти Геннадий Чернов — чи асли. «Мăшăрăма халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта компьютер вĕренĕвĕн курсĕнче пĕлĕве ÿстерме сĕннĕ те, Интернет уçлăхне тухмашкăн тахçантанпах ĕмĕтленнĕ май, эпĕ те унпа пĕрле çÿреме шухăшларăм, — пĕлтерчĕ Людмила Александровна.— Халĕ авă вĕренсе те çитрĕмĕр. РФ Пенси фончĕн сайтне кĕрсе хамăра кирлĕ информацие çийĕнчех илме пултаратпăр».

...РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, ЧР ĕçлев министрĕн заместителĕ Надежда Никандрова, Вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен /пенсионерсен/ Чăваш Енри общество организацийĕн председателĕ Генрих Васильев Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнчи курса ăнăçлă пĕтернĕ 23 ветерана республикăн Социаллă программипе килĕшÿллĕн компьютер пĕлÿлĕхĕн курсĕнче вĕренсе квалификацие ÿстернине çирĕплетекен удостоверение чаплă лару-тăрура пачĕç.

Хисеплĕ ватăсем ÿсĕме пăхмасăр чÿк уйăхĕнче компьютерпа ĕçлемешкĕн хăнăхрĕç, патшалăх пулăшăвĕсен Интернетри пĕрлехи порталĕнче регистрациленчĕç, учетра çырса хунине çирĕплеттерсе тĕрлĕ ведомствăн электронлă пулăшăвне тивĕçмешкĕн ирĕк илчĕç. Халĕ вĕсем, сăмахран, Интернет урлă врач йышăнăвне çырăнма, счетчиксен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли кăтартăвĕсене управляющи компанисене çитерме тата çакăншăн килтен тухмасăр укçа хывма, Пенси фончĕн сайтĕнчи «Гражданинăн харпăр хăй кабинечĕ» электронлă сервисĕпе усă курма пултараççĕ.

Патшалăхăн информаци ресурсĕсене тивĕçме май туса парасси — ĕçлемен пенсионерсене Чăваш Республикин Социаллă программи тăрăх компьютер пĕлĕвĕн никĕсне вĕрентессин тĕллевĕ. Çакна кăçал пурнăçа кĕртмешкĕн 530 пине яхăн тенкĕ уйăрма палăртнă. Софинансировани условийĕсене тĕпе хурса паллах — тăкакăн пысăк пайĕ РФ Пенси фончĕ çине тиенет, республика бюджечĕ те нухрат уйăрать.

Çулталăк вĕçлениччен Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче ĕçлемен 265 пенсионера кăткăс техникăн вăрттăнлăхĕсене уçăмлатма пулăшмалла.

Раççей Пенси фончĕ пулăшнипе аслă ăру çыннисене компьютер пĕлÿлĕхне çĕршывра темиçе çул каялла вĕрентме пуçланă. Пирĕн хутлăхра çак ĕçе 2007 çултах кÿлĕннĕ, район-хулари вун-вун ветеранăн пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртнĕ. Пĕлтĕр унпа ĕçлемешкĕн 141 пенсионер тÿлевсĕр хăнăху илнĕ. Сăмах май, çак тĕллевпе 300 пин тенкĕ тăкакланă.

Тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ăру çыннисене компьютер пĕлĕвне тÿлевсĕр илмешкĕн ветерансен общество организацийĕсем, библиотекăсем, пĕлÿ тата социаллă учрежденисем те май туса параççĕ. Пĕрлехи вăйпа иртнĕ çул республикăра 4 пин пенсионера вĕрентсе кăларнă.

Ятарласа йĕркеленĕ курсра тата хăйсем тĕллĕн вĕренмешкĕн аслă ăрурисене РФ Пенси фончĕ тата «Ростелеком» хатĕрленĕ «Интернет азбуки» пособи пулăшать.

Сăмах май, асăннă кăларăма Раççей вĕренÿ академийĕн Информатизаци институчĕ пысăка хурса хакланă. Унти материалсене тата меслетлĕх сĕнĕвĕсене азбукаинтернета.рф тата azbukainterneta.ru сайтсенче пурте усă курма пултармалла вырнаçтарнă.

Мероприяти РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕпе Вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен /пенсионерсен/ республикăри организацийĕ пĕрле ĕçлеме килĕшÿ алă пуснипе вĕçленчĕ.

Валентина ИЛЬИНА

Валентина ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.