Валентина ИЛЬИНА

25 Çĕртме, 2018

Ехрем хуçа

Шупашкарта пуян çынсен — Астраханцевсен, Алатырцевсен, Бронниковсен, Дрябловсен, Иевлевсен, Игумновсен, Тавринсен тата ыттисен — XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче çĕкленĕ чаплă та пуян кермен пулман мар, уйрăмах аслă ю

20 Раштав, 2016

Компьютер умĕнче - пенсионерсем

Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнчи информатика преподавателĕн Ольга Пайминăн вĕренекенĕсем юлашки вăхăтра самаях йышланчĕç. Çук, ĕç рынокĕ ыйтакан профессие алла илме ăнтăлакан çамрăксен шучĕпе мар, компьютер вăрттăнлăхĕсене уçăмлатас тĕллевлисем тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ăру çыннисен хушшинче нумайланнипе. Ольга Петровна ертсе пыракан ушкăнри пенсионерсем нумаях пулмасть программăпа палăртнă курса вĕçлерĕç.

2 Раштав, 2016

Сусăрсене — пулăшу

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ хальхи вăхăтра 85 пин сусăра пенсипе тата уйăхри укçа тÿлевĕпе тивĕçтерсе тăнă май хевтесĕр çынсене йышăнмашкăн пурте усă курма пултаракан хутлăх туса хурассине тивĕçлипе хаклать.

Пенси тата уйăхри укçа тÿлевĕн виçисем инвалидлăх ушкăнĕпе çыхăннă, вăтамран 13,3 пин тенкĕпе танлашаççĕ. Çарта суранланнисен тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса инвалида тухнисен пенсийĕ чылай пысăкрах.

29 Чÿк, 2016

«Эсир йышăну пÿлĕмне шăнкăравларăр…»

Чарăнма пĕлми шăнкăртатакан телефон кĕпçине илмессерен кашни хутĕнчех çапларах хуравлать Раççей Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕн ĕçченĕ. Шăнкăравлакан вара сахал мар.

«Хĕрÿ лини» телефонĕпе чи малтан Шупашкарта пурăнакан Сергей Г. çыхăнчĕ. Чĕрепе чирлĕскере инвалидлăх ушкăнне çирĕплетмешкĕн медицинăпа социаллă экспертиза тĕрĕслевĕнче çулсерен пулма тивни канăçсăрлантарать.

22 Чÿк, 2016

Социаллă страховани тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем

Социаллă страховани фондне вăхăтлăх ĕçлейменнипе тата амăшлăхпа çыхăннă страховани енĕпе хывнă взноссене администрацилесси 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Федерацин налук службине куçать.

Pages