Ехрем хуçа

25 Çĕртме, 2018

Шупашкарта пуян çынсен — Астраханцевсен, Алатырцевсен, Бронниковсен, Дрябловсен, Иевлевсен, Игумновсен, Тавринсен тата ыттисен — XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче çĕкленĕ чаплă та пуян кермен пулман мар, уйрăмах аслă юхан шыв хĕрринче. Шел, вĕсенчен чылайăшĕ Атăла пĕвелесе хăватлă ГЭС çĕкленĕ тапхăрта, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче, шыв айне пулса çĕр питĕн¬чен çухалнă.
...Ефремов купсасен тĕп хуламăрăн историллĕ пайĕнче вырнаçнă хăтлă та капмар çурчĕсем вара хула çыннисемпе хăнисене ĕмĕр çурă хыçа юлнă пулсан та капăрлăхĕпе, илĕртÿлĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Çакă ахальтен мар-тăр: халăхра çÿрекен халапа ĕненес тĕк, вĕсене «хуçа чунĕ» упраса пурăнать. Ку çеç-и? — Шупашкарта халĕ Ехрем купса бульварĕ те пур...

Хресчен йăхĕнчен тухнă çĕрме пуян
Аслашшĕ те, Ефим Мартынов, ашшĕ-амăшĕ те, Ефрем Ефимовпа Стефанида Филиппова çĕр ĕçĕпе пурăннă. Пулас купса йышлă çемьере çуралса ÿснĕ, ури çине пĕчĕклех «ĕне пуснă». Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Шĕнерпуçĕнче иртнĕ. Хутла пĕлмен ашшĕ ачисене вĕрентмешкĕн ăнтăлнă. Прокопий 21 çулта çемье çавăрнă, пĕр çул кĕçĕнрех Устинья Васильевăна качча илнĕ. Мăшăрĕ ăна пилĕк хĕрпе пĕр ывăл /шел, Петĕрĕн кун-çулĕ пĕчĕклех татăлнă/ парнеленĕ. Шупашкара куçса килнĕ хыççăн, 1855 çулхи раштав уйăхĕнче, арăмĕ пурнăçран уйрăлнă. Хĕрĕсене ашшĕ пĕр хушă пĕчченех пăхса пурăннине пула тата çак тапхăрта купса ĕçне хăнăхса пынă май ăна çăмăлах пулман.
Иккĕмĕш хут Прокопий Ефремов 1859 çулхи нарăс уйăхĕнче авланнă, 17 çулти Екатерина Васильевнăна, ку тĕнчерен кайнă Василий Лягин мещенĕн хĕрне, Мускав кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕскере, качча илнĕ. Вĕсен тăхăр ачинчен иккĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ. Ефремовсем ывăлĕсене — Николая, Сергее тата Федора — ăслăлăха килте вĕрентнĕ. Ачисем çитĕнсе пынă май мăшăрлантарнă: пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă хĕрĕсен упăшкисем купса е дворян кăна мар, мещен е хресчен пулнă тăк, кинĕсене тăнăçлă та пуян, йĕркеллĕ çемьесенчен илме ĕмĕтленнĕ. Аслă ывăлĕпе кĕçĕнни, Николай тата Федор, ашшĕ-амăшĕн пилне илмесĕрех çемьеленнĕ. Çавăнпах-тăр капмар керменĕсенче ача сасси янăрасса кĕтсе илеймен. Вăтамми — Сергей — çемье пуçĕн сăмахĕнчен иртеймен. Вăл та пиччĕшĕпе шăллĕ пекех яштака та чипер пулнă, анчах – хытанка та шуранка. Ехрем хуçа йăхне шăпах вăл тăснă та: 1894 çулхи нарăс уйăхĕнче Шупашкар уесĕн казначействин шут ăстин Иван Аристовский дворянăн хĕрне Нина Ивановнăна качча илнĕ. Вĕсем сакăр ача çуратнă, Благовещени урамĕнче ашшĕн йăх çуртĕнче пурăннă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.