Сусăрсене — пулăшу

2 Раштав, 2016

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ хальхи вăхăтра 85 пин сусăра пенсипе тата уйăхри укçа тÿлевĕпе тивĕçтерсе тăнă май хевтесĕр çынсене йышăнмашкăн пурте усă курма пултаракан хутлăх туса хурассине тивĕçлипе хаклать.

Пенси тата уйăхри укçа тÿлевĕн виçисем инвалидлăх ушкăнĕпе çыхăннă, вăтамран 13,3 пин тенкĕпе танлашаççĕ. Çарта суранланнисен тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса инвалида тухнисен пенсийĕ чылай пысăкрах.

Сусăр ачасен тата пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен — 11,9 пин тенкĕ. Унсăр пуçне вĕсене федераци çăмăллăхçи шучĕпе уйăхри укçа тÿлевĕпе тивĕçтереççĕ: пĕрремĕшĕсене — соцпакетпа пĕрле 2,4 пин, иккĕмĕшĕсене 3,4 пин тенкĕ параççĕ. Пирĕн республикăра социаллă пенсие 6,6 пин сусăр ача тата пĕчĕк чухнех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнисем илеççĕ.

Инвалид ача çитĕнтерекен çемьесем тĕ­лĕшпе патшалăх уйрăмах тимлĕ. Сусăрсене пăхакан тата ĕçлемен ашшĕ-амăшне /усрава илнисене, опекунсемпе попечительсене/ 2013 çултанпа уйăхра 5500 тенкĕ тÿлеççĕ. Пирĕн республикăра çак укçана 3 пин ытла çын илет.

Федерацин 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕн­чи 348-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн амăшĕн капиталĕн нухратне сусăр ачасене социаллă адаптаци пама тата вĕсене обществăна интеграцилеме кирлĕ тавар тата пулăшу туянса тăкакланнин саплаштарăвне яма ирĕк пур. Чăваш хутлăхĕнче пурăнакан сусăр ачаллă 700 ытла çемьен амăшĕн капиталĕн сертификачĕ пур. Хальлĕхе вĕсем асăннă тĕллевпе çырнă заявленисем пенси тытăмне çитмен-ха.

Пенси фончĕ инвалидсен ыйтăвĕсене тивĕçтермелли майсене анлăлатса пырать. Чи меллисем — килтен тухмасăрах Интернет урлă илекеннисем. Пенси фончĕн сайтĕнчи /www.pfrf.ru/ «Гражданинăн уйрăм кабинечĕ» сервис пенси балĕсем тата стаж мĕн чухлĕ пухăннине пĕлме, йышăнăва çырăнма, документсем илмешкĕн саккас пама, пенси тата уйăхри укçа тÿлевне палăртма тата валеçме, социаллă пулăшу пуххипе хуçаланассипе çыхăннă ыйтăва уçăмлатма пулăшать. Сервиса кĕмешкĕн патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕн паролĕпех усă курмалла /чăн та, учетлă майпа çырса хунине малтан Пенси фондĕнче е МФЦра çирĕплеттермелле/.

«Васкавлă лини» телефонĕпе, компьютерăн тÿлевсĕр skype программипе усă курса курав çыхăнăвĕпе /унпа ĕç кунĕсенче 13-16 сехетсенче тивĕçтереççĕ/ консультаци илме пулать.

Хăйсем ыйтсан инвалидсене мобильлĕ клиент служби киле пырса йышăнать. Медицинăпа социаллă экспертиза врачĕсем сусăрсен инвалидлăхне вырăна тухса палăртнă чухне граждансене пенси службин специалисчĕсемпе «пĕр чÿрече» мелĕпе йышăнаççĕ: сусăрлăх ушкăнне çирĕплетнипе пĕрлех пенси тата уйăхри укçа тÿлевĕ шутласа памашкăн заявлени çыртараççĕ.

Республикăра граждансем пурăнакан тата ĕçлекен вырăнсенче, çав шутра инвалидсен общество организацийĕсенче, Пенси фончĕн 500 яхăн консультаци пунктне йĕркеленĕ.

Патшалăхăн «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» программипе килĕшÿллĕн куçса çÿреме кансĕр çынсем валли Пенси фончĕн офисĕсенче пулăшу илмешкĕн ыттисемпе пĕрешкел условисем туса панă: пÿлĕмсене пандуссем, ятарлă хатĕрсем вырнаçтарнă, инвалидсен автомашинисене лартмашкăн парковкăсем уйăрнă, кÿмеллĕ сусăрсене хăпартмашкăн пусма картлашки тăрăх çĕкленмелли оборудовани лартнă.

Валентина ИЛЬИНА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.