Социаллă страховани тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем
Социаллă страховани фондне вăхăтлăх ĕçлейменнипе тата амăшлăхпа çыхăннă страховани енĕпе хывнă взноссене администрацилесси 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Федерацин налук службине куçать. Малашне çĕршывра тÿлевпе тÿрремĕнех тивĕçтересси тата вăхăтлăх ĕçлейменнин электронлă лисчĕ çине куçма палăртаççĕ. Асăннă тытăмри çĕнĕлĕхсемпе паянхи кăларăмра РФ Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн управляющийĕ Галина Григорьевна НИКОЛАЕВА паллаштарать.
Вăхăтлăх ĕçлейменнипе тата амăшлăхпа çыхăннă обязательнăй социаллă страховани взносĕсен шутлавĕсене страховательсен çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăш органа çитермеллине пĕлмеллех: 2016 çулшăн тата çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи отчетлă /расчетлă/ тапхăрсемшĕн тунă шутлава /4-ФСС форма/ 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен вăйра тăнă йĕркепе РФ Социаллă страховани фондне памалла.
2017 çулхи пĕрремĕш кварталти взноссен шутлавне РФ Налук кодексĕн 431 статйин — 7, 419 статйин 1 пункчĕн 1 çумпункчĕпе килĕшÿллĕн расчетлă тапхăр хыççăнхи уйăхăн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр Федерацин налук службине çитермелле. Расчет формипе ăна хатĕрлемелли йĕркене асăннă тытăм РФ Финанс министерствипе килĕшсе çирĕплетнĕ.
Вăхăтлăх ĕçлейменнипе тата амăшлăхпа çыхăннă тĕслĕхсемшĕн страховательсем взноса кăçалхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен бюджет классификацийĕн вăйра тăракан 393 1 02 02090 07 1000 160 кочĕ /КБК/ çине куçараççĕ, çав шутра раштав уйăхĕшĕн те /енчен те ку çулшăн 2016 çулта хывнă тăк/.
Çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вара Федерацин налук службине хывмалла, çав шутра 2016 çулхи раштав уйăхĕшĕн те, енчен те укçине 2017 çулта Раççей ФНС çулталăк пуçламăшĕнче уçнă çĕнĕ КБК çине тÿленĕ пулсан.
Социаллă страховани фончĕ парăма кĕрсен ытлашши тÿленипе пухăннă тăкаксене шыраса илмешкĕн страховательсен 2017 çулта вăхăтлăх ĕçлейменни, ача çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи, ача çуратсан, çие юлнă хыççăн малтанхи вăхăтрах медицина учрежденине учета тăрсан пĕр хут паракан, пĕчĕккисемшĕн уйăхсерен паракан пособисене тÿлемешкĕн каякан тăкаксене саплаштармашкăн ыйтса /çав шутра отчетлă тапхăрсен хушшинче/ страховательсен Социаллă страховани фондне çырмалла. Вăхăтлăх ĕçлейми пулнипе, амăшлăхпа çыхăннă тĕслĕхсемшĕн 2016 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен шутласа панă тата тÿленĕ взноссене тавăрмашкăн страховательсен асăннă организациех заявлени памалла, 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн хывнисем тĕлĕшпе — Федерацин налук службине.
Вăхăтлăх ĕçлейменнипе тата амăшлăхпа çыхăннă 2017 çулхи тĕслĕхшĕн шутласа панă тата тÿленĕ взноса страхователь Социаллă страховани фондĕнче тĕрĕслеттерме пултарать тата 2016 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне пурнăçланă обязательствăсем тăрăх акта тивĕçет.
Федерацин налук службинче вăл çакна 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăй илнĕ обязательствăсем тăрăх тутарма пултарать.
Пирĕн республикăра вăхăтлăх ĕçлейменнипе тата амăшлăхпа çыхăннă пособисене ĕçлекен граждансене халĕ вĕсем вăй хуракан вырăнта параççĕ, тÿлевпе тивĕçтернĕ чухне çав суммăна фондăн территорири органĕ гражданинăн банкри счетне куçарать.
Тÿлевпе тивĕçмешкĕн унăн ĕçленĕ вырăнта заявлени çырмалла тата пособи палăртма тата тÿлеме кирлĕ документсене тăратмалла. Ĕçпе тивĕçтерекен пособи илекенсен реестрне йĕркелесе пособие банкри счета е почтăна куçармашкăн фондăн регионти уйрăмне ярса парать. Пособие мĕнле шутланине гражданин РФ Социаллă страховани фончĕн сайтĕнче страхланă çынсем валли уçнă кабинетра тĕрĕслеме пултарать.
Ĕçлекен граждансене пособипе тивĕçтермелли йĕрке çине куçмалли вăхăта хальлĕхе пирĕн республикăра палăртман-ха.
Ĕçпе тивĕçтерекен тĕрлĕ сăлтавпа вăхăтлăх ĕçлейменнипе е амăшлăхпа çыхăннă пособие палăртнă тапхăрта тÿлемесен ĕçлекен гражданинăн Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмне асăннă укçана тивĕçмешкĕн тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илес тĕллевпе заявлени çырмалли ирĕк пур. Унсăр пуçне регионти уйрăм ăна заявлени çырмашкăн, ходатайство е право сĕмĕллĕ ытти документ хатĕрлемешкĕн пулăшма тата гражданинăн интересĕсене судра хÿтĕлеме тивĕç.
Заявлени тĕслĕхĕсене фондăн регионти уйрăмĕн сайтĕнче — www.r21.fss.ru — вырнаçтарнă. Ыйтса çырнине йышăнăва пырсан та /адресĕ: Шупашкар хули, Ярославль урамĕ, 56-мĕш çурт, 203-мĕш пÿлĕм/ йĕркелеме пулать. Ĕçлĕ хута регионти уйрăмăн район-хулари представительствисенче те йышăнаççĕ, адресĕсем — сайтра.
Пособи палăртассипе, шутласа парассипе тата тÿлессипе çыхăннă ыйтусемпе консультацие тивĕçмешкĕн 30-39-15 номерпе шăнкăравламалла.
Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ ĕçлекен граждансен пособийĕсене хăй тĕрлĕ сăлтавпа палăртать тата тÿлет. Тĕслĕхрен, çакăн пек условисенче:
- предприятие хупсан;
- ĕçпе тивĕçтерекене куçарса панă укçана страхователь счетĕнчен шутран кăларсан /сăмах кунта картотека пирки пырать/;
- предприяти панкрута тухаслăхăн кирек хăш тапхăрĕнче шутлансан;
- пособие ĕçпе тивĕçтерекенрен шыраса илмешкĕн суд йышăнсан, анчах предприяти е хупăннă, е ĕçпе тивĕçтерекенĕн парăма саплаштармашкăн пурлăх пулмасан.
Асăннă сăлтавсенчен пĕри палăрсан Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕ вăхăтлăх ĕçлейменнипе тата амăшлăхпа çыхăннă пособисене ĕçлекен граждансене памалла тăвать тата тÿлет.
Валентина ИЛЬИНА
Комментари хушас