Çу уйăхĕнчи пенсисене - маларах

30 Ака, 2014

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - Пенси фончĕ, почта тата банксем çу уйăхĕнчи уяв кунĕсенче пенси тÿлемелли графика тÿрлетÿ кĕртнĕ.

Почтăн ялти çыхăну уйрăмĕсем пенсие çак графикпа валеçеççĕ:

çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче - çу уйăхĕн 3, 4-мĕшĕсемшĕн*
çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче - çу уйăхĕн 5-мĕшĕшĕн*
çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче - çу уйăхĕн 6-мĕшĕшĕн*
çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче - çу уйăхĕн 7, 8, 9-мĕшĕсемшĕн*
çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче - çу уйăхĕн 9, 10-мĕшĕсемшĕн*
çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче - çу уйăхĕн 11, 12-мĕшĕсемшĕн*
çу уйăхĕн 13-мĕшĕнчен - яланхи графикпа.
Почтăн хулари çыхăну уйрăмĕсен пенси валеçмелли графикĕ çакăн пек:
çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче - çу уйăхĕн 3, 4-мĕшĕсемшĕн*
çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче - çу уйăхĕн 5-мĕшĕшĕн*
çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче - çу уйăхĕн 6-мĕшĕшĕн*
çу уйăхĕн 7, 8-мĕшĕсенче - çу уйăхĕн 7, 8, 9-мĕшĕсемшĕн*
çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче - çу уйăхĕн 10, 11-мĕшĕсемшĕн*
çу уйăхĕн 12-мĕшĕнчен - яланхи графикпа.
 

Пенси фончĕ çу уйăхĕн 3 - 8-мĕшĕсенче пенси тÿлемешкĕн Перекет банкне укçа ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче куçарать, ытти банксене пенси тÿлемелли укçана çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче çитереççĕ. Банксем укçана пенсионер счечĕ çине кĕртсенех пенси илме май килет.

Рубрика: