Комментари хушас

15 Раштав, 2015

Пуриншĕн те тăрăшатпăр, кашнинех пулăшатпăр

Çĕнĕ кайăк çут тĕнчене тин çеç килнĕ-ха, ăна вара обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче шута илнĕ те: çурални çинчен панă свидетельство хыççăн СНИЛС номерĕллĕ симĕс карточка унăн пурнăçĕнчи иккĕмĕш документ шутланать. Ку вăл - граждансен пенси прависене учета илни кăна мар, унăн пĕлтерĕшĕ тата пысăкрах. СНИЛС социаллă, медицина, вĕренÿ тата патшалăхпа муниципалитетăн пулăшăвĕсене тивĕçессипе çыхăннă кăтартусен пĕрлехи идентификаторĕ пулса тăчĕ. СНИЛС хальхи вăхăтра вĕренÿ заведенине кĕмешкĕн кирлĕ, каникул кунĕсенче ĕçе вырнаçнă чухне те ăна ыйтаççĕ, мĕншĕн тесен пухăнма пуçланă страховани взносĕсене шута илме тытăнаççĕ.

Пулăшусем - çĕнĕ мелпе

Пенси мĕнле йĕркеленни çинчен аслă классенче пĕлÿ илекенсем РФ Пенси фончĕ пуçарнипе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри вĕренÿ проекчĕ тăрăх пĕлеççĕ. Уроксенче вĕсем кашнине кирлĕ электронлă сервиссемпе паллашаççĕ. Тĕслĕхрен, «Страхланă çыннăн харпăр хăй кабинетĕнче» хăйĕн стажне тата пенси балĕсен хисепне уçăмлатма, çавăн пекех ятарлă калькуляторпа усă курса пулас пенсие планлама май килет. Республикăри ятлă-сумлă аслă шкулсен студенчĕсем валли наукăпа практика конференцийĕсем ирттереççĕ, вĕсене пенси саккунĕсем тĕлĕшпе ĕçлекен экспертсем тата фондăн партнерĕсем хутшăнаççĕ. Ăслăлăх сообществи пенси тытăмĕн малашнехи аталанăвне тата вăйра тăракан саккунсен нюансне тишкерет.

Пенси тытăмĕнче страхователь тĕп вырăн йышăнать. Ăна хăтлă условисемпе тивĕçтернĕ: Пенси фондĕнче регистрацие тăмалли йĕркене ансатлатнă, организацисемпе уйрăм предпринимательсене страховани взносĕсен суммине шутламашкăн, отчет йĕркелемешкĕн, Пенси фончĕпе Интернет урлă çыхăнмашкăн пулăшакан «Тÿлевçĕ кабинечĕ» электронлă сервис туса хунă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.