Комментари хушас

30 Чÿк, 2016

Пĕр хут тÿлеве кам тивĕçет?

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин федерацин пенсионерсене пĕр хут тÿлевпе тивĕçтересси çинчен калакан саккунне алă пуснă. Асăннă документпа килĕшÿллĕн çĕршывра пурăнакан аслă ăру çыннисем çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче пурте 5-шер пин тенкĕ илеççĕ.

Çакна палăртмалла: пилĕк пин тенкĕ — пĕр хут тÿлев, асăннă сумма пенси ÿсĕмĕн виçи шутланмасть. Ăна Раççей Пенси фончĕ урлă пенси илсе тăракансем пурте — тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн ĕçлекенсем те, ĕçлеменнисем те, çар çынни пулнисем те — тивĕçеççĕ.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх — укçана Раççейре ялан пурăнакан тата 2016 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне пенси илсе тăракансене параççĕ. Урăхла каласан — ăна Раççейĕн Днестр тăрăхĕнче, Беларуçра тата ытти çĕршывра пурăнакан пенсионерĕсем илеймеççĕ. Унсăр пуçне 2017 çулта пенсин черетлĕ индексацийĕ ирттернĕ чухне асăннă суммăна шута хумаççĕ.

5 пин тенке гражданинăн пенси е тÿлев ĕçĕнчи докуменчĕсем тăрăх шутласа панă май пенси службине кайса заявлени çырмалла мар.

Енчен те икĕ пенси илсе тăракан /сăмахран, çар çынни/ çавсенчен пĕрне пенси служби урлă илет тĕк пĕр хут тÿлевпе РФ Пенси фончĕ тивĕçтерет.

Укçана пенсипе пĕрле параççĕ. Енчен те кăрлач уйăхĕнчи пенсие Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсемпе çыхăнтарса маларах /тĕслĕхрен, кăçалхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче/ çитерсе панă граждансене пĕр хут тÿлеве çитес çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче пырса параççĕ. Тĕрлĕ сăлтавпа /пенсие тата хушма укçана килсерен валеçнĕ чухне çын вырăнта пулмасан/ ăна кăрлачра илейменнисене тепĕр уйăхри пенси укçипе пĕрле параççĕ.

Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулхи чăн инфляци 12,9 процентпа танлашнă. Çавна май пенсисене те çав виçепех ÿстермелле пулнă. Çĕршыв экономикинчи кăткăслăха кура нарăс уйăхĕнче вĕсене 4 процент кăна пысăклатнă. 2016 çулăн пĕрремĕш çурринчи лару-тăру лайăх еннелле улшăнсан тата тепĕр 9 процентлăх е 1 пин тенкĕлĕх хăпартма шантарнăччĕ. Анчах ун чухне çакна пурнăçламашкăн укçа çитменнине тĕпе хурса правительство аслă ăру çыннисене çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче пĕр хут тÿлевпе тивĕçтермешкĕн май тупрĕ. Асăннă сумма — пенсионерăн потребитель хакĕсен ÿсĕмĕн тăкакĕсен саплаштарăвĕ.

Раççей банкĕн тĕпчев тата прогноз департаменчĕн шутлавĕ тăрăх — кăрлач уйăхĕнчи пĕр хут тÿлев валли федераци бюджетĕнчен 220 миллиард тенкĕ тăкакламалла /Чăваш Республикинче 368 пин пенсионера 5-шер пин тенкĕ уйăрмашкăн — 1,8 миллиард/.

Ĕçлемен пенсионерсен пенсине 2017 çулхи нарăс уйăхĕнче тулли виçепе — кăçалхи чăн инфляци проценчĕ чухлĕ — ÿстерме палăртаççĕ. Малтанласа çирĕплетнĕ тăрăх ку кăтарту 6,5 процента çитмелле.

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.