Комментари хушас

30 Ака, 2014

Çуркунне ир çитрĕ те...

Кăçал çуркунне ытти çултипе танлаштарсан чылай иртерех çитрĕ. Юр хăвăртах кайса пĕтнĕрен, çанталăк ăшă тăнăран чылайăшĕ типнĕ курăкпа çÿп-çапа çунтарать, теприсем вара шыва кĕме васкаççĕ. Ун пек чухне инкек тухасран асăрханмаллах.

Типнĕ курăк çунать

Кăçал ака уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра типнĕ курăка вут хыпса илнĕ 452 тĕслĕхе регистрациленĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта - 120, урăхла каласан 3,77 хут ытларах. Çав шутран 244 тĕслĕхре /пĕлтĕр - 90/ типнĕ курăка ятарласа çунтарнă. Çакăн пирки Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов тата республикăри чрезвычайлă лару-тăрупа граждан оборонин ĕçĕсен патшалăх комитечĕн /ГКЧС/ председателĕ Вениамин Петров пресс-конференцире каларĕç. Вут хыпса илнĕ тĕслĕхсене ытларах Улатăр /36/, Пăрачкав /25/, Шупашкар /23/, Çĕрпÿ /14/, Куславкка /22/, Сĕнтĕрвăрри /14/ районĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкар хулинче /29/ шута илнĕ. Çулăм çурт-хуралтă çине сиксе ÿкни те пулнă. Тĕслĕхрен, Куславкка районĕнче. Хĕрлĕ Чутай районĕнче çак сăлтавпа мунча, Пăрачкав тăрăхĕнче никам пурăнман икĕ çурт тата мунча çуннă.

Станислав Антоновпа Вениамин Петров каланă тăрăх - асăннă цифрăсем кăçал темиçе хут ÿсни 2014 çулта ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисене тата уйрăм çынсене çĕр лаптăкĕсенчи типнĕ курăка çунтарма ирĕк панипе те çыхăннă, пĕлтĕр вара çапла тума пачах юраман. "Типнĕ курăка çилсĕр çанталăкра çунтармалла. Кăвайта çуртсемпе йывăçсенчен инçерех вырăнта чĕртмелле - вĕсен хушшинче 50 метртан кая мар пулмалла. 25-30 метр радиуслă территорие типнĕ туратсенчен, хăвăрт çунакан ытти япаларан тасатмалла, лаптăк йĕри-тавра çĕре 1,4 метр сарлакăшран кая мар сухаламалла е минерал йăрăмĕ /касă/ тумалла. Типнĕ курăк çуннине сăнаса тăракан çынна палăртмалла, ăна вут-çулăма малтанхи тапхăрта сÿнтермелли хатĕрсемпе /шывлă витре, кĕреçе т.ыт.те/ тивĕçтермелле", - ăнлантарчĕç ведомствăсен ертÿçисем. Шăпах сăнаса тăракан пулманран ĕнтĕ вут вăй илсе малалла ыткăнать, пысăк лаптăка сиен кÿрет, çуртсем çине сиксе ÿкет, çынсене шар кăтартма пултарать. Пресс-конференцире 2011 çулта пулнă инкек пирки те аса илчĕç. Ун чухне Элĕк районĕнчи сусăр хĕрарăм пĕлтĕрхи çÿп-çапа çунтарма пуçланă, хăй çывăрса кайнă. "Хĕрлĕ автан" сарай çине куçнă, пенсионерка вутра вилнĕ.

Умра - уявсем: Çуркуннепе Ĕç уявĕ, Çĕнтерÿ кунĕ. Канмалли тапхăрпа усă курса чылайăшĕ яла е вăрмана каяс, шашлăк ăшаласа çиес тейĕ. Паллах, ун пек чухне кăвайт чĕртмесĕр май килмест. Станислав Юрьевичпа Вениамин Иванович çынсене пурне те пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнма чĕнсе каларĕç. Кăвайта сÿнтерсе хăвармаллине уйрăммăн палăртрĕç. Йĕркене пăхăнмасан çынсене штраф тÿлеттерме пултарнине аса илтерчĕç.

Путса вилнисем те пур

Çанталăк ир ăшăтнине пулах хăшĕсем шыва кĕме васкаççĕ, вăл сивĕреххине те пăхса тăмаççĕ. Ытла вĕри чунлă-ши вĕсем? Кăçал пуш-ака уйăхĕсенче республикăри шыв объекчĕсенче 5 пăтăрмах пулнă, 2 çын вилнĕ, 3-шне çăлма ĕлкĕрнĕ. Юлашкинчен асăннисем пурте - пулăçсем. Пăр айне анса кайнăскерсене çăлавçăсем иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ темелле-ши?

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи пĕвере 65-ри хĕрарăм путса вилнĕ. Ял çыннисем ирхине вăл ÿсĕр пулнине асăрханă иккен. Каярахпа унăн ÿтне шывран туртса кăларнă. "Тепĕр инкек Шăмăршă районĕнчи Хырла юхан шывра пулнă. Патăрьел районĕнче пурăнакан виçĕ арçынпа виçĕ хĕрарăм - 25-30 çултисем - шăпах унта каннă, шашлăк ăшаланă. Паллах, эрех-сăрасăр пулман. 29-ти арçын шыва кĕме шухăш тытнă, шел, каялла ишсе тухайман. Пĕрле каннисем юлташне малтан хăйсем шыранă, тупайманран ял çыннисенчен пулăшу ыйтнă. Шăпах вĕсем кĕлеткене тупса çырана илсе тухнă", - терĕ Вениамин Петров. Вăл эрех-сăра ĕçсен шыва кĕме тăхтамаллине пусарсах каларĕ. Çынсен шыв объекчĕсен çывăхĕнче çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те асăрхануллă пулмаллине аса илтерчĕ. Аслисен ачисене куçран вĕçертмелле маррине палăртрĕ. Пĕлтĕр 10 ача путса вилнĕ. "Кăçал ун пек инкек ан пултăрччĕ", - терĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.