Archive - 2 Ака, 2014 - Хыпар

2 Ака, 2014

Боксра чăтăмлисем çĕнтереççĕ

Тай боксĕ - Таиланд халăхĕн кĕрешÿ искусстви. Вĕсем ăна муай тай теççĕ, ирĕклĕ тытăçу тенине пĕлтерет. Кикбокса аса илтерет пулин те тай боксĕнче кĕрешÿçĕ хăйне ирĕклĕ тытать. Çавăнпа ăмăртура чăтăмлă спортсменсем кăна çĕнтереççĕ. Пирĕн çĕр-шывра тай боксĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче аталанма тытăннă.

2 Ака, 2014

"Сывлăх" /Здоровье/, / 13 /778/, 03. 04. 2014

• Как будто песок насыпали.
• От головокружения помогут лук с чесноком.
• Радикулит лечим скорлупой ореха.
• От туберкулеза - барсучий и медвежий жир.
• Домашние рецепты от ангины.
• Если болят колени массажируйте локти.
• Не развился ли недостаток йода?
• При ларингите поможет сок свеклы.
• Страница для родителей "Удаленький ты мой".
• Младенец плачет и плачет.
• Не раздражайтесь.
• Глазные капли для ребенка.
• Если у ребенка нет аппетита.

2 Ака, 2014

Сывлăх", 13 /778№ /, 03. 04. 2014

• Куçа хăйăр лекнĕ пек.
• Пуç çаврăнсан суханпа ыхра витĕмлĕ.
• Радикулитран - мăйăр хуппи.
• Пурăш тата упа çăвĕпе сипленеççĕ.
• Чĕр куççи ыратсан чавсана сăтăрмалла.
• Ангинăран хăтăлмалли килти мелсем.
• Йод çителĕклĕ-и?
• Сасă çĕтсен - кăшман сĕткенĕ.
 •Ашшĕ-амăшне пулăшма - "Маттурскерĕм манăн" ятарлă кăларăм.
• Пепке йĕрет те йĕрет.
• Тарăхнине ан палăртăр.
• Ача куçне - сиплĕ тумлам.
• Апат начар çиме пуçласан.

2 Ака, 2014

Пĕтĕмпех хамăртан килет

Чăваш халăхĕ хăй тĕллĕнлĕхне тата хăйĕн культурине хаклама тытăннин çулĕ вăрăм пулнă. Çиччĕмĕш ĕмĕрте Вăтам Атăл тăрăхне Азов тинĕс таврашĕнчен тĕрĕк чĕлхиллĕ пăлхар йăхĕсем - пирĕн тăхăмсем - куçса килнĕ. Историрен çакă паллă, 922 çулта Алмуш, Атăлçи пăлхарсен патши, тĕрлĕ йăха пĕрлештерме тата хăйĕн патшалăхне тума пуçланă. Киев кнеçĕ Святослав хазарсен çĕр-шывне çапса аркатнă хыççăн Атăлçи пăлхарсем хазарсен пăхăнăвĕнчен хăтăлнă.

2 Ака, 2014

Çурхи кун - çулталăклăх

Çур акине вăхăтра та пысăк пахалăхпа ирттерес ыйтупа çыхăннă канашлу кăçал Елчĕк районĕнчи «Прогресс» АХОра пулчĕ. Тĕл пулăва пухăннисем малтан хуçалăхăн пурлăха перекетлесе тухăçлă ĕçлекен ку чухнехи техникипе паллашрĕç.

2 Ака, 2014

Кун йĕркинче - çул çинчи хăрушсăрлăх

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин Правительствăн çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Унта иртнĕ çулхи çулсем çинчи лару-тăрăва пĕтĕмлетнĕ, çуран çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли условисем йĕркелес, çулсене пăхса тăрас ыйтусене сÿтсе явнă.

2 Ака, 2014

290 пин тенкĕ ыйтнă

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн юсанмалли 1-мĕш колонийĕн айăпланнисене ĕçлеттерекен центрĕн пай пуçлăхĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна пысăк виçепе ирĕксĕрлесе взятка илнĕшĕн айăплаççĕ.

2 Ака, 2014

Дипломпа таврăннă

«Хусан ярмăркки» курав центрĕнче коммуналлă хуçалăх сферинче ĕçлекен электромонтажниксен фестивалĕ иртнĕ.

Фестивале Тутарстанри, Мари Элти, Ульяновск облаçĕнчи тата Чăваш Енри професси училищисенче пĕлÿ илекенсем, унтан вĕренсе тухнă çамрăк специалистсем хутшăннă. Пирĕн республика чысне унта Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕн преподавателĕн, ЧР тава тивĕçлĕ энергетикĕн Владимир Терентьевăн воспитанникĕсем хÿтĕленĕ. 4-мĕш курс студенчĕ Николай Федоров професси маçтăрĕсен конкурсĕнче диплома тивĕçнĕ.

2 Ака, 2014

Сиплĕ çимĕç - утартан

Чăваш наци библиотекин отрасль литературин пайĕнче ĕнер "Утарăн сиплĕ парнисем" курав уçăлчĕ. Ăна хурт-хăмăр ĕç-хĕлне, çын сывлăхĕшĕн сиплĕ çимĕçсене халалланă.

Выставкăн пĕрремĕш уйрăмĕ "Утарçă - пархатарлă ĕç" авалхи промыслан историйĕпе паллаштарать. Этемлĕх "ылтăн" хуртсемпе тимĕр ĕмĕрĕчченех интересленме тытăннă. "Пыл хурчĕсем тата утар" уйрăм пыл хурчĕсене ĕрчетес ĕç-хĕлпе, вĕсен чир-чĕрĕпе епле кĕрешессипе паллаштарать. Кунтах - хурт-хăмăрпа çыхăннă тĕрлĕ энциклопеди пур.

2 Ака, 2014

Кĕрĕк арки йăваласран хăтараççĕ

Çынна пурнăçа тĕрĕс-тĕкел йĕркелесе пыма чи кирлисенчен пĕри - ĕç. Хальхи вăхăтра "ĕç çук" тесе ÿпкелешекенсене кăшт йăрăрах та çивĕчрех пулма сĕнес килет. Паллах, кĕсьене укçа самай хулăн тĕрки кĕрессине кĕтекеншĕн чуна çывăххине тупма кансĕртерех пулĕ.

Pages