Пĕтĕмпех хамăртан килет
Чăваш халăхĕ хăй тĕллĕнлĕхне тата хăйĕн культурине хаклама тытăннин çулĕ вăрăм пулнă. Çиччĕмĕш ĕмĕрте Вăтам Атăл тăрăхне Азов тинĕс таврашĕнчен тĕрĕк чĕлхиллĕ пăлхар йăхĕсем - пирĕн тăхăмсем - куçса килнĕ. Историрен çакă паллă, 922 çулта Алмуш, Атăлçи пăлхарсен патши, тĕрлĕ йăха пĕрлештерме тата хăйĕн патшалăхне тума пуçланă. Киев кнеçĕ Святослав хазарсен çĕр-шывне çапса аркатнă хыççăн Атăлçи пăлхарсем хазарсен пăхăнăвĕнчен хăтăлнă.
Пăлхар çĕр-шывĕ Хĕвел тухăç Европăпа Хĕвел тухăçне çыхăнтарса тăракан суту-илÿ çулĕсем çинче вырнаçнă пулнă, çавна пула вăл Араб халифачĕпе, Византи тата Руç патшалăхĕсемпе хастаррăн суту-илÿ тума пуçланă. Вăхăт иртнĕçемĕн Пăлхар патшалăхĕн хулисем суту-илĕвĕн тата ал ăстисен центрĕ пулса тăнă. 1006 çулта Руçпа алă пусса çирĕплетнĕ суту-илÿ килĕшĕвĕ патшалăх тытăмне çирĕплетме май панă. Патшалăх çирĕпленсе çитнĕ май хăйĕн укçине те çапма тытăннă. Çакăн хыççăн чăваш кун-çулĕнче йывăр самант пайтах пулнă. Тĕрлĕ инкек-синкек, асап-мăшкăл сахал мар тÿснĕ. Çавна май несĕлсем пĕрлехи вăйне çухатнă, ĕмĕрсене çыхăнтарса тăракан вăчăра арканнă.
Çирĕммĕш ĕмĕр чăваша çĕнĕрен патшалăхлă турĕ. Шел те, унчченхи хăватпа, территорипе мар. Пĕчĕк лаптăкра. Çавăнпах-тăр ĕнтĕ унта тĕп халăхăн 49,2 проценчĕ çеç шăнăçайнă. Çĕр-çĕр çул каялла хăйĕн тăван çĕрĕнче тымар янă текен Тутарстан, Пушкăртстан, Самар, Чĕмпĕр тата ытти ен чăвашĕсем ютра юлнă. Халĕ Раççейри 80 яхăн регионта вĕсем.
Тата çакна та манмалла мар, иртнĕ ĕмĕрте тĕп вырăнта совет çынни, унăн пĕртен пĕр тăван чĕлхи - вырăс чĕлхи- пулнă. Çавăн «çимĕçĕпе» чăваша та тутантарнă, çавна пулах аллăмĕш çулсенче чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхене хĕсĕрлеме пуçланă, предметсене чăвашла вĕрентме чарнă.
Юлашки вăхăтра улшăнусем пулчĕç-ха. Кашнин пирки уйрăммăн чарăнса тăма кирлех те мар-тăр. Çапах пĕр-ик саманта палăртмаллах. 1992 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче чăвашсем хăйсен Аслă Пухăвне пуçтарăнчĕç. Тĕнче тăрăх сапаланнă йăхташсене пĕр-пĕринпе çывăхлатасси, çыхăнтарасси çакăнтан пуçланчĕ. Чĕлхесем çинчен, Чăваш чĕлхин кунĕ пирки саккунпа хушу тухрĕç. «Чăваш Республикин наци политикин концепцине» çирĕплетрĕç. Çавна май ырă утăмсем çук мар пек. Анчах 2009 çулта ЮНЕСКО пĕтĕмлетĕвĕпе паллашнă хыççăн чылай чăвашăн чĕри ыратса илчĕ пулĕ. Унта пире тĕнчерен çухалса пыракан халăхсен йышне кĕртнĕ.
Юлашки çырав кăтартăвĕсене илсе пăхар-ха. Унпа килĕшÿллĕн Раççейре 1435,9 пин чăваш пурăнать. 2002 çулхи çыравпа танлаштарсан 201 пин чухлĕ чакнă. Çав шутран тăватă çĕр пинĕ хăйсем чăвашла пĕлнине кăтартман. Наци шăпи, патшалăхăмăрăн малашлăхĕ тÿрремĕнех халăх йышĕ-шучĕпе çыхăннă. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен тăван чĕлхене çухатса вырăсланас туртăм халĕ те вăйлă. Конституци прависемпе туллин усă куракан, наци культурине, чĕлхесене, искусствине тата халăх йăли-йĕркине упрама-аталантарма ăнтăлакан чăваш халăхĕн пĕртен пĕр патшалăхĕ - Чăваш Республики. Чăваш Ен республика статусне аталантарса пырсан çеç халăхăн ăс-хакăл çăл куçĕсем типсе лармĕç, вĕсем ытти регионта пурăнакан чăвашсене чĕрĕлĕх вăйне парса тăрĕç. Çавăнпа та эпир ыран, малашне, çитес ĕмĕрсенче мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан, патшалăх чăвашлăх ыйтăвĕ çине мĕнле пăхнинчен килет.