Комментари хушас

2 Ака, 2014

Кĕрĕк арки йăваласран хăтараççĕ

Çынна пурнăçа тĕрĕс-тĕкел йĕркелесе пыма чи кирлисенчен пĕри - ĕç. Хальхи вăхăтра "ĕç çук" тесе ÿпкелешекенсене кăшт йăрăрах та çивĕчрех пулма сĕнес килет. Паллах, кĕсьене укçа самай хулăн тĕрки кĕрессине кĕтекеншĕн чуна çывăххине тупма кансĕртерех пулĕ.

Вăрмар районĕнчи Аслă Чак ялĕнче пурăнакан Петр Исаев пысăк шалуллă ансат ĕç шыраса аппаланнă пулсан тата хăçанччен килне сыхлĕччĕ-ши? Тăван ялта, чăн та, çемьене тăрантармалли яланхи каçалăк тупайман вăл. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр сĕнекен вакансисене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн вăй питти арçын регион тулашне кайма килĕшнĕ. Нумаях пулмасть Петр Петрович Мускав облаçĕнчи çĕр ĕçĕпе тăрмашакан пĕр хуçалăха иккĕмĕш хут çула тухнă.

Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин пай пуçлăхĕ Геннадий Константинов пĕлтернĕ тăрăх - ведомство регионсен хушшинчи ĕç-хĕл программипе килĕшÿллĕн Раççейри 19 субъектпа килĕшÿ алă пуснă: Мускав, Воронеж, Тула, Волгоград облаçĕсемпе, Саха-Якутипе... Вĕсенче тĕрлĕ предприяти хăйне кирлĕ специалистсене е тĕрлĕ ĕç пурнăçлакана ыйтать. Акă Тула облаçĕнчен, сăмахран, механизаторсемпе газоэлектросварщиксем кирлине пĕлтереççĕ. Саха çĕрне вара ылтăн шыракансем Чăваш Енрен йышлă çÿренине пурте пĕлетпĕр. Регион тулашне кайма килĕшекенсене ĕç вырăнне çитерессишĕн çÿлерех асăннă служба яваплăха хăйĕн çине илет, условисемпе тата шалупа тивĕçтернине çирĕп сăнать. Çакнашкал йĕркепе ĕç тупакансен йышĕ республикипе илес тĕк çулталăкне 1000 çынран та иртет. Паллах, ĕç укçи кашни предприятире тĕрлĕрен: 18 пин тенкĕрен пуçласа 40-50 пин таранах.

- Çемье бюджетне пуянлатмалли çул-йĕр тупма кирек камшăн та май пур. Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать тенĕ чăвашсем. Çак каларăша чăнлăх вырăнне хуракан кĕрĕк арки йăваласа лармастех, - шухăшне палăртрĕ Вăрмарти ĕçпе тивĕçтерекен центрта нумаях пулмасть аслă инспектор должноçне йышăннă Надежда Иванова. - Акă пирĕн служба пулăшнипе инвалидсем те, çул çитмен çамрăксем те хăйсене тивĕçтерекен ĕç тупаççĕ.

Сывлăх енчен чăрмав пуррисене пулăшассипе Вăрмарсем яланах тимлĕ. 2013 çулхи чÿк уйăхĕччен саккунпа килĕшÿллĕн предприяти-организацире кашни 100 çын пуçне инвалидсем валли 2 квота уйăрмалла пулнă. Халĕ коллективра 35-100 çын пулсан квота 1,5 процентпа танлашмалла. Районта çак йĕркене пăхăнман организацисем, шел те, пур-ха: Пысăк Енккасси вăтам шкулĕ, "Урмарытеплосеть", "Общепит". "Вăрмарти" кайăк-кĕшĕк фабрики вара инвалидсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме тăрăшать. Паян Кивĕ Вăрмар территорийĕнче вырнаçнă хуçалăхра асăннă категоририсем - виççĕн.

Ĕçпе тивĕçтерекен центр çамрăк ăрăва пурнăçри тĕп çул-йĕре суйлас тĕлĕшпе витĕмлĕ пулăшу кÿме те хатĕр. Çакна вакансисен тата вĕренмелли ĕç вырăнĕсен ярмăрккисене вăхăтран вăхăта ирттерсех тăни те çирĕплетет. Çакнашкал мероприяти центрта шутра тăракан граждансемшĕн анчах мар, тĕрлĕ сăлтава пула ĕç вырăнне улăштарас текенсемшĕн те, шкул хыççăн алла илес текен профессипе тÿрех ĕçе вырнаçас шухăшлисемшĕн те усăллă. 2014 çулта Вăрмарсем вакансисен 7 ярмăрккине ирттерме тĕллев лартнă. Хальлĕхе çакнашкал майпа ĕç тупнисем - саккăрăн.

Яшсемпе хĕрсене пырса тивекен тимлĕх пирки уйрăммăн çакна та асăнса хăварам. ПТУра е специальноç паракан вĕренÿ вăтам заведенийĕнче пĕлÿ илнĕ çамрăксем /20 çултан иртменнисем/ хăйсен профессийĕпе ĕçе вырнаçсан малтанхи икĕ уйăхра халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă хушма тÿлев - 1700 тенкĕ - илсе тăма пултараççĕ. Ĕçе йышăннă предприяти куншăн шалăва чакармасть паллах. Акă Наталья Ильина Вăрмарти райпо тытăмĕнчи общество апатланăвĕн пĕр предприятине повара вырнаçнă та асăннă пулăшупа усă курнă.

Кирек мĕнле организацин ĕç-хĕл ăнăçлăхĕ кадрсемпе çыхăннă. Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп бухгалтерĕ Альбина Николаевна Лукина 20 çул асăннă ĕçре. Кирек кампа та кăмăллă калаçаканскер хăйĕн профессийĕнче чи кирли тĕрĕслĕхпе хăвăртлăх тесе шухăшлать. Патшалăх службинче мĕнле те пулин çĕнĕлĕх вăя кĕме тытăнчĕ тĕк ун çинчен А.Лукина пĕлетех. Паха опыт пухнă специалист çамрăксене ĕçе хăнăхтарас енĕпе те маттур. Хăйне нихăçан та картран кăларманни ĕçтешĕсемпе килĕшÿ тупма пулăшать те ăна. Альбина Николаевна çынсемпе калаçнă май хăйне пырса тивмен ыйтусене хуравлама та ÿркенмест.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.