Archive - 2 Apr, 2014 - Хресчен сасси

Кÿкеç витĕр иртсе Канаша çитетĕн-и е Сăр кĕперĕ урлă каçса Етĕрнене сывлăх сунатăн-и – пур тăрăхра та чĕрĕлĕх палли. Районсен ĕçĕ-хĕлне туллинрех кăтартас тĕллевпе çĕнĕ рубрика уçас терĕмĕр. "Район ертÿçин пĕр кунĕ" ярăм чăваш хресченĕн паянхи пурнăçне, шухăш-ĕмĕтне анлăрах сăнлама май парĕ.

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ

Пĕчĕк Мĕтри (Дима) иккĕ те тултарман-ха, анчах килти выльăха пит аван паллать. Акă пĕрле чиксе тухнă "Хресчен сасси" хаçат лекрĕ унăн аллине. Тепри туртса çурма хăтланатчĕ пулĕ, ку вара хăйĕн чĕлхипе тÿрех килти выльăха шырама пикенчĕ. Вăкăр ÿкерчĕкне курчĕ те "мукшăн" йăл кулса хĕпĕртерĕ.

Ирина Никитина

Тăвай районĕнчи Тăрмăшри çыхăну уйрăмĕнче виçĕ почтальон ĕçлет. Анжела Бикинина, сăмахран, çак ĕçре вунă çул вăй хурать. Вăл кашни кунах 200 киле хаçат-журнал салатать. Кунсерен 8-9 çухрăм утма тивет унăн. Çитменнине тулли сумкăпа. Хаçат-журналсăр пуçне тавар та йăтмалла.

Валентина ПЕТРОВА

Хĕллехи каникул хыççăн Шупашкарти уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 37-мĕш шкула ачасенчен чылайăшĕ куллен хавхаланса çÿреме тытăннă. Сăлтавĕ акă мĕнре. Кунта чĕлхепе /чăваш, вырăс, акăлчан, нимĕç чĕлхисем/ литература вĕрентекенсем çумне парктиканткăна çирĕплетнĕ. Пулас педагог - нимĕç, Германирен. Карина Фрис Тюбингенри Эйберхардпа Карл университетĕнче филологи факультетĕнче виççĕмĕш курсра вĕренет. Нимĕç хĕрĕ вырăс чĕлхине тĕплĕн вĕреннин - хăйĕн вăрттăнлăхĕ.

Ирина ПУШКИНА