- Чăвашла верси
- Русская версия
Çапла пултăр!
Пĕчĕк Мĕтри (Дима) иккĕ те тултарман-ха, анчах килти выльăха пит аван паллать. Акă пĕрле чиксе тухнă "Хресчен сасси" хаçат лекрĕ унăн аллине. Тепри туртса çурма хăтланатчĕ пулĕ, ку вара хăйĕн чĕлхипе тÿрех килти выльăха шырама пикенчĕ. Вăкăр ÿкерчĕкне курчĕ те "мукшăн" йăл кулса хĕпĕртерĕ. Лашана асăрхасан "нă" терĕ те сăн-пичĕ каллех савăнăçпа çиçрĕ.
Виçĕ ывăл çитĕнет Патăрьел районĕнчи Именкассинче пурăнакан Иннăпа Владимир Кирилловсен. Асли иккĕмĕш класа кăна çÿрет-ха, анчах вăл пурнăç çынни пуласси куç кĕрет. Нумаях пулмасть çемье çĕнĕ машина туяннă. "Халĕ аçу Шупашкар курма та илсе кайĕ", – тенĕ амăшĕ ачисене. "Укçа пĕтерсе çÿремĕпĕр", – мăн çын пек хуравланă ывăлĕ. Тепрехинче шăлаварĕ кĕскелнине кура амăшĕ çĕнни туянма кирлине аса илтернĕ. "Кунпах çÿрĕп, ĕне туянма укçа пуçтармалла", – пурнăç çинченех шухăшланă пĕчĕкскер. Кашни ачиех çапла фермерсен çемйинче. Ашшĕпе амăшĕ те тĕлĕнеççĕ. Ывăлĕсене çапла калаçма нихăшĕ те вĕрентмен. "Унта-кунта кайсан çын ачисем пек тÿрех пÿрте кĕме васкамаççĕ, чи малтан картише, витене кĕрсе выльăхпа кăсăкланаççĕ. Мĕн пуррипе çуккине пăхаççĕ", – тет пукане пек чипер те лутра пÿ-силлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Тепĕр тесен – кăмăллă та тарават, ĕçчен ашшĕпе амăшĕнченех, аслашшĕ-асламăшĕпе кукашшĕ-кукамăшĕнченех куçса пырать мар-и хресченлĕх юнĕ. Кун пек çемьесене курсан: "Малашне те çапла пултăр", – теес килет. Ял çамрăкĕ вăрăм укçа шыраса инçетри Мускавра çухалса çÿремест. Владимир Кириллов фермер хуçалăхне йĕркеленĕ те тăван вырăнта выльăх самăртса укçа тăвать, пурнăç тытса пырать.
Пиччĕшне ĕçре пулăшса пыракан шăллĕ те Мускава çÿрекенсене ырласах каймасть. Мĕн пытармалли пур, унтан таврăнакан яш-кĕрĕм ĕçлесе илнĕ укçан пĕр пайне ĕçсе ярать. Тепĕр чухне киле пуш алăпах килет. Укçа пит кирлĕ чухне Патăрьелĕнчен тухмасăрах ĕçлесе илме пулать-мĕн. Шăнкăртамра пурăнакансем ĕç тума час-часах ялсем тăрăх çын шыраççĕ. Вутă купалама е ытти енпе пулăшсан кунне 500 е пин тенкĕ тÿлеççĕ.
Упăшки çумра чухне мăшăрĕ те кулянмасть, ашшĕ ачисем çитĕннине курса-туйса тăрать. "Унта-кунта чупмасăр ялта ларнипех ĕç тăваймăн, анчах каçсерен упăшка килтех, çемьепе пĕрле", – килĕшет манпа кил хуçи арăмĕ.
Эпир çитнĕ кун та Владимир Кириллов çул çÿреврен таврăнманччĕ. Çур сехет кĕтнĕ хыççăн вите умне пысăк машина пырса чарăнчĕ. Выльăх илсе килчĕ фермер. Çамрăк вăкăрсен йышĕ тата 10 пуç таран хутшăнчĕ. Выльăх самăртни тупăшлине палăртать хуçа. Темиçе çул каялла вара лашасемпе кăсăкланнă. Унăн юланучĕсем спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнă. Кĕсри-ăйăрĕ 20 пуçран иртнĕ. Ăратлă урхамахсемпе чăннипех мухтанма пултарнă ял çынни. Вĕсен хушшинче "ылтăнни" те (сарă тĕсли) пулнă.
Пĕр "ылтăнĕ" халĕ те витерех. Ĕçлеме икĕ лаша хăварнă фермер, ыттисене тупăш паманнине кура пĕтерме тивнĕ. Чупакан юланутсене чунран юратнăран вуçех спорт лашисĕр пурăнасшăн мар-ха вăл. "Укçа пуçтарса çывăх вăхăтра туянатăпах", – тет. Пĕчĕк ывăлĕсем те лашана пит хисеплеççĕ, юланутçăсен ăмăртăвĕсене телекуравпа кăсăкланса пăхаççĕ, кашнине ятран пĕлеççĕ.
Спорт тенĕрен – туслă унпа Кирилловсем. Владимир хăй те ирĕклĕ майпа кĕрешнĕ. Йăмăкĕ Альбина çăмăл атлетикăра ÿсĕмсем тăвать.
Витере выльăх сасси илтĕнсен аван çав. Ав, тин илсе килнĕ вăкăрсене кĕртсе тăратсан самăррисем пĕр хушă хытах мĕкĕрчĕç. Çамрăксене хăйсен чĕлхипе темĕн каласа кĕтсе илчĕç ĕнтĕ. 34 пуç таран вăкăр самăртать фермер. 2012 çулта тин çеç ĕçе пуçăннă фермерсене паракан патшалăх грантне тивĕçнĕ. Ун чухне паянхи вите вырăнĕнче çурт кăшкарĕпе тăрри кăна пулнине ĕненме те йывăр. Хăтлă хуралтă тăвассишĕн нумай тăрăшнă çамрăк. Халĕ кунта таса та типтерлĕ, кирлĕ чухне электричество çути пĕтесрен шикленмелли çук, унпа генератор тивĕçтерет.
Вăкăрсем 400-450 килограма çитсен фермер вĕсене пусать. Çак виçерен ытларах самăртсан аша çуллă тесе пит туянасшăнах мар иккен. Какайне хăех вырнаçтарать. Юлашки вăхăтра сутма Чĕмпĕр облаçне çÿрет, унта аш хакĕ пирĕн республикăринчен пысăкрах.
"Паха апат çитеретĕр. Утă туса илме çĕр те çителĕклех пулĕ", – тĕпчетĕп эпĕ. "Ятарласа çĕр çинче ĕçлеместпĕр эпир. Вите таврашĕнчи 10 гектара кăçал кăна хамăр валли илетпĕр. Кунта шурлăхлă вырăн. Кĕтÿ çÿрететпĕр. Çĕр ĕçĕпе ĕçлеме техника кирлĕ. Пирĕн ун пекки çук. Çавăнпа утă туса илме тăкаклă. Выльăх апатне укçалла çителĕклех туянатпăр. Чĕмпĕр облаçĕнчен те турттаратпăр. Капла пире меллĕрех", – тет Владимир Кириллов.
Хальччен тунипе кăна лăпланмасть вăл. Ĕне усрас шухăш пур. Витере çакна валли вырăн çитет. Саланнă ял хуçалăх предприятийĕн юхăннă ытти хуралтине туянасшăн, вĕсемпе тухăçлă усă курасшăн. Ял хуçалăхне чунпа парăннă çын шухăшланине пурнăçа кĕртетех пулĕ. Çак ĕç çывăх пулнăранах милицирен те кайнă вăл. Хăй вăхăтĕнче килти икĕ витере аслă Кирилловсен çемйи 30 пуç выльăх тытнă. Юратса пăхнă вĕсене Владимир. Паян çав юн ачисенче чупать.
Комментари хушас