Тăван юн туртăмĕпе
Хĕллехи каникул хыççăн Шупашкарти уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 37-мĕш шкула ачасенчен чылайăшĕ куллен хавхаланса çÿреме тытăннă. Сăлтавĕ акă мĕнре. Кунта чĕлхепе /чăваш, вырăс, акăлчан, нимĕç чĕлхисем/ литература вĕрентекенсем çумне парктиканткăна çирĕплетнĕ. Пулас педагог - нимĕç, Германирен. Карина Фрис Тюбингенри Эйберхардпа Карл университетĕнче филологи факультетĕнче виççĕмĕш курсра вĕренет. Нимĕç хĕрĕ вырăс чĕлхине тĕплĕн вĕреннин - хăйĕн вăрттăнлăхĕ.
Йăхташсен çĕрĕнче
Историе çынсем тăваççĕ тетпĕр. Анчах пурнăçра пачах тепĕр майлă та пулкалать: истори хăй этем шăпине калăплать. Одессăра çуралса ÿснĕ вырăс нимĕçĕн Бертхольд Гейгерăн тата унăн çемйин пурнăçĕ - тĕслĕх вырăнне. Валентинăпа Боря /вырăс нимĕçне Раççейре чухне çапла чĕннĕ/ мăшăрлансан Çĕпĕрти Рубцовск поселокĕнче, Раççейпе Казахстан чиккинче, тĕпленсе пурăнма тытăннă. 35 çул каялла Гейгерсем виçĕ ачипе Германири Тюбинген хулине /Штудгард хулинчен 35-40 километрта/ куçса каяççĕ. Çемье кун-çулĕн пуçламăшне - вырăссен хушшинче пурăннине - аса илтерекенĕ хăйсен мăнукĕ пуласса Гейгерсем тĕлленмен те ахăр. Кĕçĕн хĕрĕ Эльвира Германие куçса килнĕ тапхăрта саккăр çеç тултарса ĕлкĕрнĕ. Пиччĕшĕпе Евгенипе тата аппăшĕпе Тамарăпа танлаштарсан вырăс чĕлхине япăхрах ас тăвать-мĕн: каланине, тĕпрен илсен, ăнланать-ха - пуплев пулсах пĕтмест.
Апла-и, капла-и - шăпах Эльвирăн пĕртен пĕр хĕрĕ - Карина - мĕн пĕчĕкренех йăхташĕсемпе кăсăкланнă. Юратнă кукамăшĕпе Валентина Александровнăпа килте юлсан вырăсла перкелешнĕ. 10-12 çултах хĕр ача çитĕнсен хăйĕн йăхташĕсем патне çитсе курăп тенĕ. Икĕ çул каялла ĕмĕтне пурнăçланă.
- Рубцовскра халĕ кукамайăн пĕр тăванĕсен ачисем пурăнаççĕ. Аслăрах ăрурисем вилсе пĕтнĕ. Эпир килсен питĕ хĕпĕртерĕç. Вырăссем хăнасене ăшшăн йышăннине çавăн чухне хам курса ăнлантăм, - каласа кăтартать малтанхи çул çÿрев пирки Карина. Сăмах май, хĕр вырăсла яка та тĕрĕс пуплет, сайра усă куракан сăмахсене те пĕлтерĕшне кура вырăнлă меллештерет.
- Пулас филологсенчен кирек кам та практикăна çапла аякка тухса кайма пултарать-и? - тĕлĕнсе тĕпчетĕп ют çĕр-шыв студентĕнчен.
- Пирĕн факультетра йĕрке çакăн пек: тăван чĕлхесĕр пуçне 2-3 ют чĕлхе суйласа вĕренмелле. Эпĕ акăлчан тата вырăс чĕлхисене кăмăлларăм. Диплом илсен вĕрентекен пулăп, çавăнпа та кирек хăш чĕлхене те лайăх пĕлме тивĕç. Виçĕ уйăхлăх практикăна университет ертÿлĕхĕ ахальтен çирĕплетмен. Юлташăмсем ав Мускаври, Питĕрти шкулсенче хăнăху илеççĕ. Чăн та, унта пурăнма хакла ларать ĕнтĕ.
Карина Фрис, халĕччен чăвашсем çинчен пачах илтменскер /хăйĕн сăмахĕпе - Раççейре сахал йышлă халăх чылаййи пирки илтнĕ, вĕсем çинчен уйрăммăн - пĕлмен/, Шупашкара мĕнле килсе лекнĕ-ха? Кун пирки акă мĕнле хурав пулчĕ:
- Кукамайăн тусĕ Екатерина /шел, хушаматне пĕлместĕп/ Пĕтĕм тĕнчери нацисен пĕрлĕхĕнче ĕçлет. Çак организаципе Шупашкар хулин вĕрентÿ мониторингĕн центрĕ ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленĕ-мĕн. Шăпах çав центр йыхравĕпе çула тухрăм та сирĕн тăрăха.
Шăрттанпа, хуплупа сăйланă
- Пĕрремĕш хут, çитменнине хĕл варринче хăнана килнĕ çынран мĕн çинчен ыйтассине чухлатăн пулĕ: малтанхи самантсенче чăваш çĕрĕ çинче хăвна мĕнле туйрăн?
- Германире хĕл çемçереххине пĕлетĕр. Эпĕ çула пуçтарăннă чухне 5 градус сивĕччĕ. Кăçал юр пачах çуман. Кунта шăпах шартлама сивĕ кунсемччĕ: 25-30 градус, кун чухлĕ юр нихăçан та курман! Тĕп хулари кÿлмек таврашĕнче уçăлса çÿренине нихăçан та манмăп: юр ĕмĕлкинче тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем - иллюминаци хунарĕсем - юмахри пек илемлĕ. Çынсем пирки мĕн шухăшлатăп-и? Чăвашсем - тĕлĕнмелле вашават. Ăçта пыратăн - тÿрех сĕтел хушшине чĕнеççĕ, кучченеç сĕнеççĕ. Нимĕçсем ку енчен асăрхануллă темелле-ши: чи малтанхи минутсенчи хутшăнура дистанци тытаççĕ. Кăмăла ларакан çынпа кăна "уçăлаççĕ" вĕсем.
- Виççĕмĕш уйăх Шупашкарта пурăнса чăвашла та вĕренме тытăнатăн пуль? - çурри шÿтлесе ыйтатăп Каринăран.
- Акă паян кăна улттăмĕш классем мана чăвашла вуннă таран шутлама вĕрентрĕç: пĕрре, иккĕ, виççĕ... /йăнăшмарĕ! - Авт./ "Салам", "питĕ лайăх", "тавтапуç", "атте", "анне", "асатте", "асанне", "кил", "кай", "эпĕ сана юрататăп"... - тепре килсен чăвашла ытларах сăмах вĕренме тăрăшăп. Кăсăклă пулăм пирки каласа кăтартам-ха. Эпĕ кунта 37-мĕш шкул директорĕн Р.Сосновăн хваттерĕнче пурăнатăп. Римма Александровнăн аппăшĕ пур. Пĕррехинче ун патне иксĕмĕр хăнана кайрăмăр. Хваттере кĕрсен: "Салам, Тамара аппа", - терĕм. Чăвашла сывлăх суннинчен хĕрарăм малтанах тĕлĕнмерĕ. Йăмăкĕ ăна эпĕ нимĕç хĕрĕ пулни пирки каласан тин "куçне уçрĕ". Тамара Александровна патĕнче чăваш апат-çимĕçне ас тивсе куртăм: вăл мана шăрттанпа, хуплупа хăналарĕ. Питĕ тутлăччĕ!
Чăваш тумĕпе, юрри-ташшипе те паллашма ĕлкĕрнĕ иккен Карина. Хальхи эстрада "Асамат" ушкăнĕн концертне çитсе курнăскер пирĕн юрăсен кĕвĕ çепĕçлĕхне, ташăсенчи хусканусем кăткăс, анчах килĕшÿллĕ пулнине асăрханă.
- Чăвашсем тĕрĕк çемйинчен тенине илтрĕм. Пирĕн хутлăхра турккăсем чылайăн. Танлаштаратăп та, сирĕн чăннипех пĕр пеклĕхсем пур. Калаçуран та сисрĕм çакна, - кашни утăмра çамрăк тишкерÿ анлăшне лекет.
"77 кун - Раççейре"
Çакăн пек ятпа Карина Фрис хăйĕн практика вăхăтĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен презентаци хатĕрленĕ. Унпа 37-мĕш шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсене паллаштарнă. 10А класра ăс пухакан Татьяна Васильевăпа иккĕшĕ пĕрле наука-практика конференцийĕ валли "Истори ас тăвăмĕ" темăпа тĕпчев хатĕрленĕ. Асăннă проектпа шкулта пĕрремĕш вырăн йышăннă. Татьяна тĕпчевпе "Exzcelsior-2014" фестивальте хутшăнма тĕллевленнĕ. Карина унччен тăван çĕр-шывне таврăнасса пĕлсе хастарсем видеокалаçу йĕркеленĕ. Пĕр сăмахпа, хăнан Чăваш Енри пурнăçĕ кĕрлесе юхакан шыва аса илтерет.
- Наци библиотекинче "Дмитриев вулавĕсене" хутшăнма тÿр килчĕ. Шотланди культурин фестивалĕнче сăвă - Роберт Бернсăн "Любовь как роза..." хайлавне вырăсла вуларăм. Пурте хыттăн алă çупни хавхалантарчĕ. Вырăс драма театрĕнче "Преступление и наказание" спектакль куртăмăр. Ф.Достоевскин нимĕçле куçарăвĕпе унчченех паллашнăран чиперех ăнлантăм. А.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнчи Çăварни уявĕ, шкулти Çар мухтавĕн музейĕнчи экскурси-урок... - кашни мероприяти асăмра юлĕ, - профессие хăнăхас кунĕсем чăннипех кăсăклă иртнипе кăмăллă пулас педагог.
Кĕçĕн классенчи уроксем унăн практика программине кĕмеççĕ, анчах шăпăрлансен кăмăлне епле хирĕç кайăн-ха? Хайхи çамрăк "учитель" виççĕмĕшсемпе паллашма тĕв тунă: "Госпожа Фрис теççĕ мана е Карина тесен те кÿренмĕп". Раççей шкулĕнче вĕренекеншĕн ку - кĕтменлĕх. Эпир вĕрентекене унăн ячĕпе ашшĕ ятне каласа чĕнетпĕр-çке. Нимĕçсен - апла мар. Шкул ачисемпе студентсем мĕн вĕренсе тухичченех учителĕн ятне пĕлмесен те пултараççĕ. Вĕсен йăли тăрăх - хушамат çумне "госпожа" е "господин" сăмах кăна хушăнать.
- Пуçламăш классем эпĕ сĕннипе килĕшменрен ачасене çапла каларăм: "Манăн атте Маркус ятлă. Эппин, Карина Марковна тесе чĕнме пултаратăр". Тинех килĕшрĕç, - йăл кулать хитре шап-шурă шăлĕсене кăтартса чиперкке.
"Тăхăмсен йăнăшĕшĕн аван мар"
Ют çĕр-шыв çыннипе çапла куçа-куçăн ялан калаçаймăн: темĕн çинчен те ыйтса пĕлес килет. Тĕслĕхрен, Тĕнче иккĕмĕш вăрçи пирки мĕн шухăшлать Германин паянхи яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ? Гитлера чăннипех паттăр вырăнне хураççĕ-и вĕсем?
- Паллах, хурана хурах темелле: киревсĕр вăрçă пуçарни - пирĕн тăхăмсен пысăк йăнăшĕ. Вăл кăна-и, миллион-миллион еврее тĕп туни те. Çав хăрушă кунсемшĕн эпир те, çамрăк ăру, аванмарланатпăр. Шел, историе çĕнĕрен çырма çук. Хамăрăн ĕçсемпе, хутшăнусемпе эпир мирлĕ пуласшăннине ĕнентересчĕ. Политика тĕксĕм йĕрĕ ÿкмен пулсан кукамай та паянхи кунччен вырăссемпех çураçса пурăнĕччĕ, - чун ыратăвĕ палăрать калаçташăн сăмахĕсенче.
- Тюбингенра вырăс нимĕçĕсем нумай-и?
- Раççейрен куçса пынисем чăнах та йышлă. Çавăнпа вырăсла калаçнине экзотика пек йышăнмаççĕ. Германин хăйне евĕрлĕхĕ - пĕчĕк хуласем çума çумăн вырнаçни. Пирĕн хулара - 80 пин çын. Ку сахалах мар. Акăлчанла пурте пĕлеççĕ, эсир чăваш пулин те вырăсла калаçнă евĕрлех.
- Чăваш Енрен тăван килне таврăнсан çул çÿрев пирки "анлă доклад" тумалла ахăр?
- Эпир практика пирки отчет парса аппаланмастпăр: кам мĕнле пĕлÿ илни вĕренÿре ахалех палăрĕ. Хамăн кăмăлпа вара пысăк аудитори умĕнче Раççейри 77 кун çинчен каласа кăтартас килет. Сирĕн пата тепре килес ĕмĕтпе авăрлантăм та ĕнтĕ: кăçал юпа уйăхĕнче иртекен "Чăваш Енри Германи кунĕсем" мероприятие йыхрав илтĕм.
- Çавăн чухне тĕл пуличчен эппин, Карина. Телейлĕ çул сунатпăр, - сыв пуллашрăмăр нимĕç пикипе.