- Чăвашла верси
- Русская версия
Георгий Егоров: «Хула çывăх – витĕмĕ пысăк»
Кÿкеç витĕр иртсе Канаша çитетĕн-и е Сăр кĕперĕ урлă каçса Етĕрнене сывлăх сунатăн-и – пур тăрăхра та чĕрĕлĕх палли. Районсен ĕçĕ-хĕлне туллинрех кăтартас тĕллевпе çĕнĕ рубрика уçас терĕмĕр. "Район ертÿçин пĕр кунĕ" ярăм чăваш хресченĕн паянхи пурнăçне, шухăш-ĕмĕтне анлăрах сăнлама май парĕ. Çул çÿреве Шупашкар районĕнчен пуçлар. Иртнĕ çулхи ял хуçалăхĕнчи кăтартусемпе Кÿкеçсем Чăваш Енĕн çурçĕр тăрăхĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. И. Егоров пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.
– Республикăри муниципалитет ертÿçисен Канашĕн председателĕ Станислав Николаев пĕр канашлура çапла каларĕ: "Район пуçлăхĕн ĕçĕнче ним ăмсанмалли те çук. Кунĕпе çĕр ыйту. Каç выртсан та, ир тăрсан та пуçран каймаççĕ вĕсем. Кашни вак-тĕвекшĕн санах ят тивет-çке. Каçарăр та, урамра йăваланакан пирус тĕпĕшĕн кăлавана вăрçмалла мар пек. Тасалăхшăн яваплисем çук-им?" Килĕшмелле-и кунпа?
– Тĕрĕсех каланă. Кашни çын хăйĕн вырăнĕнче яваплăха туйма тивĕç. Эпĕ район тилхепине тытни шăп та лăп икĕ çул. Пирĕн ĕçе халăх хаклать. Хам мĕн пултарнине тума тăрăшатăп. Çак лава кÿлĕнтĕн пулсан малаллах ăнтăлмалла. Пысăк пукан йышăнакан пуçлăх-и е пĕчĕкрех тивĕçсене пурнăçлаканни-и – яваплăх пурин çине те тиенет. Ыттисенчен çирĕп ыйтакан хăй тĕслĕх пулса тăтăр.
– Сирĕн пĕтĕм пурнăç ялпа çыхăннă, çынсене лайăх пĕлетĕр. Район таппине аван туякан çынна çак должноçра, тен, çăмăлрах та?
– Кама мĕнле ĕнтĕ. Çамрăк специалист дипломĕпе яла таврăнса ĕçе пуçăннă, каярахпа коллективсене ертсе пынă çулсем çăмăл килмен. Пĕле- тĕр-и, чунра ялан хăвăнпа кăмăлсăр, тем туса çитереймен пек туйăнать. Çĕнĕ йыша хăвăртрах хăнăхас тесен тĕрев кирлĕ. Ун чухне хуçалăха Николай Осипович Леонтьев ертсе пыратчĕ. Вăйлă директорпа япăх ĕçлеместĕн ĕнтĕ. "Приволжское" нихăçан та кайрисен ретĕнче пулман, тĕш тырăпа та, выльăх-чĕрлĕхпе те ÿсĕмлĕ ĕçленĕ. Вăл хастарлăх кăтартнипех 80-90-мĕш çулсенчи аркану тапхăрĕнче сапаланса каймарăмăр, вăй-хала упраса хăвартăмăр. Вĕсен ÿсĕмĕнчи Аркадий Айдак е Платон Давыдов йышши пултаруллă ертÿçĕсем çăлчĕç пирĕн ял хуçалăхне. Вĕсен умĕнче пуç таймалла.
Николай Осипович ăста строитель пулнине те палăртасшăн. Мĕн чухлĕ çурт-йĕр çĕкленĕ: выльăх фермисем, мастерскойсемпе гаражсем, тырă тасатса тирпейлекен комплекс, пурăнмалли нумай хутлă çуртсем, ача сачĕсем, шкулсем... Институт пĕтерсе агроном е зоотехник килет-и – тÿрех хваттер паратчĕç. Тĕлĕнмелле, çĕр-шывшăн йывăр саманара пирĕн çĕнĕ урамсем ÿсе-ÿсе ларчĕç. Ав епле тăрăшнă Леонтьев. Вăл халь чипер-сывах, пенсире.
– Тăван хуçалăх паян еплерех сывлать?
– Андрей Макушев иккĕмĕш çул ертсе пырать ăна. Унчченхи ертÿçĕсем хывнă никĕсе çирĕплетсе-аталантарса пыраççĕ хресченсем. Пĕр гектар çĕр усăсăр выртмасть. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 1200 гектар, 350 пуç сăвакан ĕне, икĕ пине яхăн сысна самăртаççĕ. Çынсем ĕç укçине вăхăтра илни паха.
– Çамрăксене ялта çирĕплетсе хăварас ыйту пур çĕрте те çивĕч. Сирĕн район хулапа çывăх пулни халăх куçăмне витĕм кÿретех ĕнтĕ?
– Килĕшмелле, анчах кадр "выçлăхĕ" ял хуçалăхне кăна пырса тивмест, хулара тухтăрсемпе вĕрентекенсем çитменни пирки пăшăрханаççĕ. Тĕрĕссипе пур отрасльте те сисĕнет ку.
Хула çывăх – витĕмĕ пысăк. Ку витĕм нумай енлĕ. Пирĕн çынсем тĕп хулари тата Кÿкеçри предприятисемпе организацисенче йышлă ĕçлеççĕ, ача-пăчана кампа хăварăн? Социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – ача сачĕпе тивĕçтересси. Тин çеç çуралнисемпе аслăраххисене шута илсен 1600 вырăнлăх çурт-йĕр тумалла. Халĕ ĕçлекен садиксенче хушма ушкăнсем йĕркелени хăш-пĕр çăмăллăх парать-ха. Пĕлтĕр çавнашкал 15 ушкăн уçма (çак шутра район укçипе – улттă) май килчĕ. Кăçал Тренкассинче тата Мăналта çĕнĕ ушкăнсем ĕçлеме пуçлĕç. Кÿкеçре 3-5 çулти ачасене вырнаçтарма пăхнăччĕ, шел пулин те пĕр строительство фирми пирĕн шанăçа тÿрре кăлармарĕ, унпа килĕшĕве татнă.
Хула витĕмĕн тепĕр палăрăмĕ – район урлă иртекен аслă çулсем çинче транспорт куçăмĕ вăйланни. Район пăхса тăракан çулсен тăршшĕ 300 çухрăм ытла, вĕсене юсама нумай укçа кирлĕ.
– Усă курман çĕр пурри пире пĕртте чыс кÿмест. Ютран килнисем лайăх лаптăксене йÿнĕпе туянса хаклăрах ярăнтарнă тĕслĕхсем пулкалаççĕ-и?
– Инвентаризаци туса пушă выртакан 652 лаптăка (пурĕ 6157 гектар) шута илтĕмĕр. Хуçисем пур темелле, анчах тĕллевлĕ усă курмаççĕ. Акса туман çĕр хуçисемпе килĕшÿсене пăрахăçланă. Иртнĕ çул çĕнĕ арендаторсене 2088 гектар çĕр уйăрса патăмăр, кăçалхи кăрлач уйăхĕнче – тепĕр 530 гектар.
Ял çыннин пай çĕрĕ нумай калаçтарать. Тепĕр тесен ăна сутасси е арендăна парасси унăн ирĕкĕ. 200 яхăн çын пай çĕрĕ кирлĕ маррине пĕлтерчĕ, пурĕ 3706 пай пирки ыйту тăрать.
Çĕр çинче тыр-пул е пахча çимĕç акса çитĕнтерме май пур чухне асăннă лаптăксене сутма тăхтатпăр эпир. Аслă çулсем хĕрринчи меллĕ вырăнсене куç хывнисемпе те ĕçлеме тивет. Автосервис, кафе е хăна çурчĕ уçнинче ним япăххи те çук, чи кирли – саккуна пăхăнса пурăнччăр.
– 2013 çул мĕнпе палăрса юлчĕ?
– Районăн пĕрлехи бюджечĕ (федераци тата республика укçине шута илсен) пĕр миллиард тенкĕ урлă каçни – сулмаклă утăм. Виçĕм çулхипе танлаштарсан хамăрăн тупăш шайне 65,5 млн тенкĕ чухлĕ (118 процент) ÿстернĕ.
Пĕлтĕр тăватă пысăк инвестици проектне ĕçе кĕртме пултарчĕç. Сăмахран, "Юрма" агрохолдинг 693 млн тенкĕлĕх хăватсене юсаса çĕнетрĕ, "Ольдеевская" агрофирма çĕнĕ теплицăсене 170 млн тенкĕ хыврĕ. Ют çĕр-шыв компанийĕ автосервиса анлăлатма 105 млн тенкĕ куçарчĕ. Ырă улшăну татах пур, эппин малаллах талпăнатпăр.
Пĕтĕмĕшле илсен 2013 çулта патшалăх ял хуçалăхне пулăшма уйăрнă укçа-тенкĕ виçи 380 миллионран иртрĕ. Тĕш тырă çитĕнтерекенсем район хыснинчен 5 млн тенкĕлĕх субсиди илчĕç. Пĕрчĕллĕ культурăсем ÿстерессипе "Чурачикское", "Атлашевское", "Приволжское" тата Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем ăнăçлăрах ĕçлеççĕ. Çĕр ĕç культурин шайĕ пысăк. Пĕлтĕр кĕрхи культурăсене 30 процент ытларах акса хăварчĕç хуçалăхсем.
– Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ йывăр тапхăра тÿссе ирттерчĕ теме май пур-и?
– Çанталăк улшăнăвĕ ял ĕçченĕ умне кашни çул чăрмав кăларса тăратнине пĕлетĕр. Апла пулин те хуçалăхсем выльăх йышне чакарман, хăшĕ-пĕри ÿстернĕ те. Вăтамран районĕпе кашни ĕне пуçне 5274 кг сĕт сунă, "Ольдеевская" агрофирмăра ку кăтарту тата пысăкрах – 7276 кг. Сысна самăртассипе "Смак АГРО", "Сувар– 2" предприятисене çитекенни çук. Вĕсем пурĕ 2197 тонна паха какай хатĕрленĕ.
– Кÿкеçре ăс-хакăла аталантармалли, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалли майсем çителĕклĕ. Ялсенчи халăх пултарулăх çурчĕсене те сÿнме парас марччĕ, спортпа туслисене пулăшасчĕ...
– Питĕ тĕрĕс калатăр. Сăмах май, кăçал спортпа физкультурăна аталантарма икĕ хут нумайрах укçа уйăратпăр. Сочири Олимпиада витĕмĕ сисĕнет. Ӳсекен ăрăва сывă йăла-йĕркене хăнăхтарас-вĕрентес енĕпе çителĕксĕр ĕçленине йышăнмалла. Çак йывăр тиеве шкул пĕччен туртаймĕ. Вĕрентÿ анинче ырми-канми вăй хуракансен шалăвĕ вăтамран 27 процент хăпарчĕ, ача сачĕсенче те ÿсрĕ вăл. Кунпа пĕрлех хамăрăн ĕç пахалăхне лайăхлатасси çинчен манас марччĕ.
Культура çулĕнче ирттерме палăртнă пур мероприятие асăнса тăмăп, нумай вĕсем. Халăх асĕнче юлмалли самант парнелекенсем – 304 пултарулăх ушкăнĕ. Иртнĕ çул Кăшавăшри тата Çÿлтикассинчи культура вучахĕсене тĕпрен çĕнетрĕмĕр, кăçал тумалли пайтах. Чăн та, уявсенче тус-тăванпа, халăхпа пĕрле савăннине мĕн çиттĕр.
Комментари хушас