Çĕр улми ÿстерекенсене - субсиди
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви федерацин аграри ведомствине вырăнти экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ тăхăр программа тăратнă. Иккĕшне пăхса тухнă та ĕнтĕ. Республикăра мелиорацине тата çĕр улми туса илессине аталантарма Раççей бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. Пĕлтĕрхи пекех шăвармалли техника туянма тăкакăн 50 процентне саплаштараççĕ. Иртнĕ çул хуçалăхсем çак субсидипе анлăн усă курнă.