Çур аки-2014

7 Çу, 2014

Пилĕк авмасăр тырă акăнмасть

Çĕрпÿ районĕнчи 4 хуçалăх çурхи культурăсене çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне акса пĕтернĕ, виççĕшĕ плана тултарнă. Çав вăхăтрах «Руно» ООО - 20 /10,1%/, «Память Ульянова» ЯХПК - 151 /16,3%/, Валентина Егорова хресчен-фермер хуçалăхĕ 20 гектар /14,8%/ çеç тырă акнă.

9 Ака, 2014

Сÿрелеме тухнă

Республикăри чылай хуçалăхра çурхи ĕçсем пыраççĕ. Акционерсен "Батырев­ский" пĕрлешĕвĕнче кĕрхисене 1055 гектар çинче, нумай çул ÿсекен курăксене 300 гектар çинче апатлантарнă. Тутлăхлă выльăх апачĕ хатĕрлеме май паракан курăк пуссине сÿрелеме тухнă.

Çĕр улми лартма хатĕрленсе ăна 1920 тонна яровизациленĕ. Тепĕр 1080 тоннине кăчкăлантарма хунă.

9 Ака, 2014

Çур аки вăй илет

ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çурхи ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. Республикăн кăнтăр районĕсенче - Патăрьел районĕнчи «Батыревский», «Красное Знамя», «Малалла», «Первомайск», «Труд» хуçалăхсенче нумай çул çитĕнекен курăк лаптăкĕсенче нÿрĕк тытаççĕ.

3 Ака, 2014

Çур аки васкатать

Кăçал çуркунне яланхинчен 10-12 кун маларах килчĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх - çуркунне акма республикăра хальлĕхе 50 пин тонна яхăн тырă хатĕрленĕ. 971 тыр-пул комбайнĕ шута илнĕ, вĕсенчен 109-ăшĕ «Енисей» маркăллă, 48 проценчĕ - «Нива», анчах чылайăшĕ кивелсе çитнипе хире тухаймĕ. Специалистсем ака уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн çурхи ĕççи пуçланасса систереççĕ.

Pages