Пилĕк авмасăр тырă акăнмасть

7 Çу, 2014

Çĕрпÿ районĕнчи 4 хуçалăх çурхи культурăсене çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне акса пĕтернĕ, виççĕшĕ плана тултарнă. Çав вăхăтрах «Руно» ООО - 20 /10,1%/, «Память Ульянова» ЯХПК - 151 /16,3%/, Валентина Егорова хресчен-фермер хуçалăхĕ 20 гектар /14,8%/ çеç тырă акнă.

«Чăваш бройлерĕ» АУО, «Луч», «ВДС», «Авангард» ОООсем, Андрей Хорошавин фермер удобрени планран ирттерсе хатĕрленĕ, ăна вăрлăхпа пĕрле çителĕклĕ хываççĕ. Çав хушăрах «Правда» ЯХПК, «Руно» ООО тата темиçе хресчен-фермер хуçалăхĕ пĕрчĕллĕ удобрени вуçех кÿрсе килмен. Çавна пулах вĕсем вăрлăха тăпрара аталанма кирлĕ тутлăхлă апата кăшт та параймаççĕ. Апла тăк вырмара кĕтнĕ тухăç илме шанăç çук.

Районта çур акине вăхăтра ирттерме 3437 тонна вăрлăх кирлĕ. «Ăна ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсем 3799,6 тонна хатĕрленĕ, плана 110,5% тултарнă, 99,2 процентне кондицие лартнă, 84 процентне им-çамланă ĕнтĕ, - пĕлтерчĕ Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Борис Марков. - Минерал удобрени хальлĕхе 770 тонна /66,7%/ кÿрсе килнĕ, анчах вĕсем çакăнпа çеç çырлахмаççĕ, ăна хатĕрлес ĕç малалла пырать. Тымар тĕмĕленсе хунавланнă вăхăтра вăй илме тепре апатлантарасшăн».

Çĕрпÿсен кăçал çурхи культурăсене 15213 гектар çинче акмалла, хальлĕхе плана 56,5% тултарнă. «ВДС» тулли мар яваплă обществăн чи пысăк лаптăк - 2537 гектар. Ку хуçалăх уй-хирти ĕçсене лайăх йĕркеленĕ. Борис Николаевич пире çавăнпах лару-тăрупа çывăхрах паллашма унта илсе кайрĕ.

«ВДС» хальлĕхе 1600 гектар çинче тырă акнă. «Усă курман лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртнĕрен обществăн çĕрĕ çулсерен хушăнса пырать. Хавшанă виçĕ хуçалăхран пĕрре лайăххи йĕркеленчĕ. Пирĕн техника çителĕклĕ. Тăватă агрегат акана хутшăнать. Пĕри - Джон Дир, вăл хăй çеç темиçе трактора тăрать. Урпа акса пĕтертĕмĕр. Çурхи тулăпа ĕçе Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вĕçлесшĕн», - терĕ Борис Ефимов директор.

Алексей Кондратьев, Владимир Мартынов, Иван Иванов водительсем, ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕсем Анатолий Евдокимовпа Изосим Романов, Николай Никоноров, ытти тракторист та çур акине пысăк пахалăхпа вĕçлес тĕллевпе ир-ирех ура çинче.

Хуçалăхра икĕ хутчен - кăнтăрла тата каçхине - уя тухса вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Людмила Никифорова повар хăйĕн тивĕçне чыслă пурнăçлать.

Изосим Романова Джон Дир шанса панă. Вăл пĕр çулхине Чăваш Енри сухаçăсен конкурсĕнче те мала тухнăччĕ. Виçĕм çул республика чысне Краснодар крайĕнче хÿтĕлесе «Трактор-шоу» ăмăртура 4-мĕш, ана сухалассипе 5-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Ăна «РФ тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят пама йышăннă. Çитес çул вăл тракторпа ĕçлеме тытăннăранпа 30 çул çитет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.